Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмса тарӑххӑнрах пӑхать.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Пӑхасса та хӗр сӑмса ҫийӗн пӑхнӑ пек туйӑнать.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Иккӗн-виҫҫӗн сӑмса шывӗ юхтарса нӑшӑклатпӑр.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Рецепчӗ: грипп чухне сӑмса шӑтӑкӗсене алоэн чӗрӗ сӗткенне кашни пилӗк сехетре 5-6-шар тумлам ямалла.
Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.
Ҫапла пӳрт варринче юпа евӗӗ хытса ларнӑ вӑхӑтра ун умӗнчи телевизор розеткинчен сарӑ-симӗс-хӗрлӗ-кӑвак икӗ юплӗ электровӑй ҫӗлен сӑнни пек силленкелесе тухрӗ те икӗ метр тӑсӑлса чутах Натюша «сӑхса илетчӗ», сӑмса умӗнче чарӑса тӑчӗ те пӗр самант, каялла розеткӑна хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Сӑмса тутрипе шӑлса типӗтсе каялла чиксе хучӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Нӳрӗ алшӑллипе е сӑмса тутрипе шӑлӑнмалла.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хӑшӗсен сӑмса питӗрӗнет, ҫамкапа тӑнлавсен тӗлӗнче пуҫ ыратать.
Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Пӗррехинче бригадир пушӑ чашӑксем купаласа хунӑ сӗтел хушшине чавсаланса ларчӗ те сӑмса айӗпе мӑкӑртатса илчӗ: – Ҫук, текех капла пурӑнаймастпӑр...
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Кайӑк ҫумне ҫирӗплетнӗ хатӗр спутник урлӑ ҫыхӑнма, кукӑр сӑмса ӑҫта ҫул тытнине уҫӑмлатма май парать.
Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
«Хӑшӗсем, ав, ҫырмари сӑмса тутри пысӑкӑш лаптӑк ҫинче те пахчаҫимӗҫ туса илме талпӑнаҫҫӗ. Хӑлтӑр-халтӑр ҫуртлӑ дача пулсан та вӗсем савӑнмаллипех савӑнӑччӗҫ. Кун пек ҫуртра пурӑнакансем ҫырмара хурт-кӑпшанкӑ пек чакалтанакансене епле йышӑнаҫҫӗ-ши?» — шухӑшлатӑп ӑшӑмра.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
18-22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн халӑхна пусмӑрлакан тӑшмансем — пуринчен те ӑссӑртарах, тӑнсӑр, вӗсем кӑкӑр ачи чунӗнчен те хавшакрах: 15. вӗсем суя тӗн йӗрӗхӗсене пурне те турӑ тесе пуҫҫапнӑ, лешӗсен вара курма куҫӗ те ҫук, сывлама — сӑмса шӑтӑкӗ те, илтме — хӑлхи те, хыпашлама пӳрнисем те ҫук, урисем те утма юрӑхсӑр.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каярахпа сӑмса питӗрӗнет, ӳсӗрнӗ чухне пыр уйрӑмах ыратма тытӑнать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ҫавӑнпа ӳсӗрнӗ, сунасланӑ чухне ҫӑвара сӑмса тутрипе е салфеткӑпа хупламалла.Поэтому во время кашля, чиханья надо прикрывать рот носовым платком или салфеткой.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ.
Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11772.html
Пӗтӗмпе паллӑ, вӑл хушнӑ иккен хамӑрӑн сӑмса шӑлаймансене пульӑсем шӑратма…
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку, паллах, арҫынсем ҫинчен ҫеҫ: хӗрарӑмсен ун пек нумай ӑс пулмасть те вӗт, е, хальхи пек каласан, тимӗрҫӗсене — чечен сӑн, ҫӗвӗҫсене — яштак пӳ-си, атӑҫсене — шӑршӑ пӗлмен сӑмса паман пек, вӗсене ҫутҫанталӑк паман ҫакна.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эх, эсӗ, йӗпе сӑмса, итлесчӗ сан малтан».
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑмӑллӑ-ҫке ҫакӑн пек ҫынла калаҫма: Матрена килнине илтетӗн те спальнӑна сӑмса тутри илме каятӑп тесе, кухньӑна чупса тухатӑн, унта вара 12 т. 50 пуслӑх эрех куратӑн, — апат ҫинӗ чухне виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ ӗҫсе яратпӑр вӗт, — кондитерски кукӑль 1 т. 50 пуслӑх — ну, кукӑль илсе укҫана ахалех сая янӑ ӗнтӗ! — ҫаксене курсан, калаҫма уйрӑмах кӑмӑллӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.