Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мажаров, вӗсем иккӗшӗ пӗр минут каялла ҫеҫ уйрӑлнӑ пек, ӑна сывлӑх та сунман, ҫыннӑн мӑкӑрӑлса тӑракан арки ҫине куҫӗсемпе кӑтартнӑ та: — Акӑ, эрех сӗнет… Тен, илӗпӗр туй валли? — тенӗ сӑпайлӑн.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хуйха ӳкнӗ, ҫынсенчен ютшӑнма пуҫланӑ, кунӗ-кунӗпе шкулти тӑвӑр пӳлӗмре ларнӑ е ял таврашне тухса ним тӗллевсӗр утса ҫӳренӗ, хирӗҫ пулакан ҫынсем сывлӑх сунсан та, вӗсене асӑрхаман пек хирӗҫ сывлӑх сунман.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Травкин, паллах, вӗсене усал сунман, пачах урӑхла, вӗсене иккӗшне те вӑл чӗререн хисепленӗ, юратнӑ.Не то чтобы Травкин желал им зла, наоборот, оба они были ему глубоко симпатичны.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Каяс умӗн тусӗсемпе тӑванӗсем ҫеҫ мар, сивӗ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ те мар, халиччен кӑмӑла кайман, хӑйне ырӑ сунман ҫынсем те — пурте ӑна сасартӑк хытӑрах юратма, вӑл ӳкӗннӗ е вилӗм умӗнче чухнехи пек пухӑнса пур ҫылӑхӗсене те каҫарттарма пӗр канаш тунӑ пек туйӑнчӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ӑна часрах каясса кӗтнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те сунман, ҫавӑнпа та хӑй мӗн суннине каласа пӗтерме те пултараймарӗ.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫулталӑк ҫурӑ офицер службинче акӑ вӑл, ҫак тапхӑрта миҫе хутчен тӳссе ирттермерӗ пуль ӗнтӗ ҫакнашкал пӗчченлӗх туйӑмне, миҫе хут ҫавӑра-ҫавӑра илмерӗ пуль ӑна ют, ыр сунман е пӑч сӳрӗк ҫынсем хушшинче ҫухалса кайнине паянхи каҫа ниҫта хурса пӗтерме ҫукки — питех те тертлентерекен тунсӑхлӑ туйӑм.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла вара вӑхӑт-вӑхӑт ун патне чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик кӗркелесе тухать, ӑна хӑй хисепленине пӗлтерсе, лӑпкӑ, асӑрхануллӑ пулма канаш парать; ҫакна вӗсем чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик та, питӗ нумай вӗреннӗ арҫынсем те питӗ кӑмӑллӑн, ҫепӗҫҫӗн тӑваҫҫӗ; вӗсем чӑнах та нумай вӗреннӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, никама нихҫан усал сунман, тӑвӑрламан ҫынсем ҫав ӗнтӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Штольц ҫакна ним те сисмен, вӑл Ольгӑран малашне нумайӑшне кӗтнӗ, анчах питӗ малашне; вӑл Ольгӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пуласса нихҫан та сунман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахальтен «ырлӑх сунман» ӗнтӗ вӑл «пулӑшакансене»: пулӑшас тенӗ майпа панӑ укҫана «поляр ҫӗршывӗсене тӗпчесе ҫӳрекен вырӑс ҫемйисен экипажӗсен Комитетне» парӗҫ, тесе шаннӑ вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нихҫан та никама та усал сунман вӑл.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Конкурс вӑхӑтӗнче «тӑшман» пулса тӑтӑмӑр пулин те пӗр-пӗрне усал сунман.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
10. Хӑвна ырӑ сунман ҫынпа канаш ан ту, хӑвна ӑмсанаканран шухӑшна пытар.10. Не советуйся с недоброжелателем твоим и от завистников твоих скрывай намерения.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйне хӑй ырӑ сунман ҫынран пархатарсӑр ҫын ҫук, ҫакна вӑл усал кӑмӑлӗшӗн тивӗҫлӗ.6. Нет хуже человека, который недоброжелателен к самому себе, и это - воздаяние за злобу его.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ыттисене ырӑ сунман ҫыннӑн пурлӑхпала мӗн тумалла?
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑйӗн ашшӗне ылханакан, хӑйӗн амӑшне ырӑ сунман ӑру та пур.11. Есть род, который проклинает отца своего и не благословляет матери своей.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2