Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сунар ӗҫне пӑрахса вӑл учитель пулать, учительрен — вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен актер, актёртан — корреспондент пулать, статьясем, очерксем ҫырать.
Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.
Статьясем ӳсеҫҫӗ шӑпах пӗлӗт таран.
Бюрократпа рабкор ҫинчен // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 146–148 с.
Ӑнсӑртран лекнӗ хаҫатсене пӗр сӑмах хӑвармиех сасӑпа вуласа пынӑ, анчах вӗсем ҫинче пичетленнӗ статьясем пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен тӗрӗс ҫутатса паман.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.
Ҫынсем ун патне жалобӑсемпе пыраҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартаҫҫӗ, канаш ыйтаҫҫӗ; вӑл фронта ҫырусем ҫырать, облаҫра тухса тӑракан хаҫата статьясем ҫырма пулӑшать е Корытов патне докладной запискӑсене епле ҫырмалли ҫинчен шухӑшлать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ кӑштах вӗреннӗ ҫын вӗт: виҫӗ класс пӗтернӗ, статьясем вулакалаттӑм.А я ведь немножко просвещенный человек — три класса имею, статьи читал.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Журналсенче картинкӑсем, пӗчӗк калавсем тата статьясем пулнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Тепӗр кунне мастерскойсенчи стена хаҫачӗсенче пӗтӗм рабочисене тинкерсе пӑхтаракан статьясем тухрӗҫ.На другой день в стенных газетах в мастерских появились статьи, привлекшие внимание рабочих.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Статьясем ҫырӑпӑр-и?
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Малтанах критикӑлла статьясем облаҫра тухса тӑракан хаҫатсемпе Мускав журналӗсенче ҫапӑнса пычӗҫ.Ранее критические статьи публиковались в областных газетах и московских журналах.
Хаклӑ чӑваш вулаканӗсем! // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 5–6 с.
Ялав, герб тата гимн ҫинчен ҫырса хунӑ хӗрӗх саккӑрмӗш, хӗрӗх тӑххӑрмӗш тата аллӑмӗш статьясем пирки.Статьи сорок восьмую, сорок девятую и пятидесятую — о флаге, гербе и гимне.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр кун пӗтӗм Рощенски округра ҫакӑн пекех пухусем иртрӗҫ, Усть-Невинскинче тӑратнӑ кандидатсене пурте йышӑнма хапӑл пулчӗҫ, Крайри хаҫатра статьясем, тухса каланӑ сӑмахсем пичетленчӗҫ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта кабинета юсаса илемлетнӗ ҫӗре каяс расходсем пирки смета тума хушнӑ, ӑна закона кӗртме статьясем шыраса тупмалла.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ятарласа кӑларнӑ «Боевой листок» номерне Володя ӳкерчӗксем туса илемлетрӗ, ӑна валли «ҫӗрайкорсем» нумайӑшӗ статьясем ҫырчӗҫ, кунти стена хаҫатне ҫыракансене партизансем ҫапла чӗннӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Дефо статьясем, памфлетсем, сӑвӑсем, романсем ҫырнӑ.
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Н. Г. Чернышевский крепӑсла йӗрке пусмӑрне тӳссе пурӑнакан хресченсен массисен хутне кӗрсе, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртса, хӗрӳллӗ статьясем ҫырнӑ, хресченсене пусмӑра хирӗҫ кӗрешме чӗннӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫак вӑхӑтра Лу Синь публицистикӑлла статьясем кӑна мар, художествӑлла произведенисем те ҫырма тытӑннӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Хаҫатсенче Тинӗс министерствин карапсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен пайӗн ӗҫӗ ҫинчен тата пӗр профессор хӑй вӑхӑтӗнче карапсене шывра путмалла мар тӑвас ыйтупа мерӑсем йышӑнтарассишӗн кӗрешни, анчах ун сӗнӗвӗсене никам та шута хуманни ҫинчен статьясем пичетленме пуҫланӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсем математика журналӗсен юлашки номерӗсенче пичетленнӗ статьясем, лецисем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.Разговоры все больше касаются преподавания, статей в последних номерах математических журналов.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хаҫатсенче ун сӗнӗвне хӳтӗлекен статьясем пичетленнӗ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Куҫарнӑ статьясем валли хӑех ӑнлантарусем туса хатӗрленӗ, вӑл е ку статьяпа пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине каланӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.