Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Майн-Рид

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2021.01.05 02:31

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 541

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Майн-Рид 1818 ҫулта Ирландире ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ те, аслашшӗ те, мӑн аслашшӗ те священниксем пулнӑ. Ҫамрӑк Том та аслашшӗсен ҫулӗпех кайӗ, тесе ӗмӗтленнӗ вӗсем. Анчах пулас писателе урӑх япала илӗртнӗ. Кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ ҫӗршыври ҫынсем телей шырама, ирӗк выртакан ҫӗрсене йышӑнма океан леш енне, Америкӑна, туха-туха кайнӑ. Унтан таврӑнакансем Ҫӗнӗ Тӗнчери ҫын ҫитсе курман сӗм вӑрмансем, бизон кӗтӗвӗсем, ҫӗрмамӑк хирӗсем ҫинчен тӗлӗнмелле юмахсем кала-кала панӑ. Ҫамрӑк Том вара Америкӑна кайма шут тытать. Тӑванӗсем ӑна Нью-Орлеанта пурӑнакан пуян хурӑнташӗсемпе паллаштарма ҫырусем пара-пара яраҫҫӗ.

Карап ӑна Атлантика океанӗ урлӑ чиперех каҫарать. Майн-Рид ӗнтӗ палуба ҫинчен хитре хулана курса савӑнать. Карап порта пырса кӗриччен вӑл хӑйне парса янӑ ҫырусене кӗсьинчен кӑларать те тинӗсе пӑрахать. Майн-Рид, никам куҫӗнчен пӑхмасӑр, хӑй пӗччен пурӑнӑҫ тума шутлать.

Нью-Орлеан пуян хула пулнӑ. Ун тавра ҫӗршер миля хушши ҫӗрмамӑк плантацийӗсем сарӑлса выртнӑ, плантацисенче чурасем ӗҫленӗ. Карапсем кунтан ҫӗр-мамӑк тие-тие кайнӑ, каялла «хура тавар» — плантацисенче ӗҫлеме негрсем илсе пынӑ. Пурӑнӑҫ вӗресе кӑна тӑнӑ. Анчах ӗҫ тупма ҫӑмӑлах пулман. Майн-Ридӑн выҫӑ ларма та тивет, тинӗсе пӑрахнӑ ҫырӑвӗсем ҫинчен те пӗр хут ҫеҫ мар аса илет вӑл.

Майн-Рид кунта сунарҫӑсемпе, пулӑҫсемпе паллашать. Часах вӑл хӑй те бизонсем тытма сунара ҫӳреме тытӑнать, индеецсемпе пӗрле кӑвайт умӗнче выртса-тӑрса пурӑнать. Сунар ӗҫне пӑрахса вӑл учитель пулать, учительрен — вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен актер, актёртан — корреспондент пулать, статьясем, очерксем ҫырать. Америкӑри хаҫат-журналсем вӑл ҫырнӑ статьясемпе очерксене хавасах пичетлеҫҫӗ. Ҫапла вӑл журналист пулса каять.

1846 ҫулта Ҫурҫӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Мексика хушшинче вӑрҫӑ тапранать. Майн-Рид хӑй ирӗкӗпе Америка ҫарне каять. Вӑл нумай ҫапӑҫусенче пулать, хӑюллӑ та паттӑр ҫапӑҫать, командир пулать. Ҫартан вӑл капитан чинне илсе таврӑнать. Ҫак вӑрҫӑ хыҫҫӑн Майн-Рид лӑпкӑ пурӑнӑҫпа пурӑнма шутлать: вӑл Англие куҫса, литература ӗҫне тытӑнать. Унӑн романӗсене ҫамрӑксем питӗ юратса вулаҫҫӗ. Майн-Рид ача-пӑчасем валли журнал кӑларса тӑрать, унта хӑй ҫырнӑ произведенисене пичетлесе пырать.

Майн-Рид нумай произведени ҫырнӑ, вӗсенче вӑл ҫурҫӗр Америкӑри прерисенчи, Амазонка таврашӗнчи сӗм вӑрмансенчи пурӑнӑҫпа ҫутҫанталӑка кӑтартса парать. Мӑйн-Рид нумай вӑхӑт шкул ачисен чи юратнӑ писателӗ пулнӑ, халӗ те ачасем ун произведенийӗсене юратса вулаҫҫӗ. Вӑл ҫырнӑ «Тинӗс кашкӑрӗ», «Ӳсентӑран шыракансем» ятлӑ романсем баблиотекӑри ҫулӗксем ҫинче нихӑҫан та нумай выртмаҫҫӗ. Анчах шкул ачисем нимрен ытла «Пуҫсӑр юланут» ятлӑ романа юратса вулаҫҫӗ.

Майн-Рид пурӑннӑ вӑхӑтра Америкӑра Эдгар По писатель пысӑк чапа тухнӑ, уйрӑмах унӑн «хӑрушӑ» калавӗсене нумай вуланӑ. Ун калавӗсенчи геройсем пӗр-пӗр преступление, пӗлме май ҫук ӗҫсене йӗрлесе, тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Ун пек произведенисен е детективлӑ произведенисем теҫҫӗ. Каярахпа Эдгар По майлӑ Конан-Дойль хӑйӗн Шерлок Холмс ҫинчен калакан калавӗсене ҫырать. Майн-Рид произведенийӗсенче те Эдгар По майлӑ ҫырни сисӗнет. «Пуҫсӑр юланут» романӑн малтанхи страницине уҫсанах вулакана пуҫсӑр юланутӑн хӑрушӑ картини тӗлӗнтерсе ярать. Малалла вара халичченхи пекех приключениллӗ роман пуҫланса каять. Темиҫе сыпӑк вуланӑ хыҫҫӑн тин пуҫсӑр юланут тепӗр хут тухать. Вуланӑҫем вӑл мӗн иккенне ытларах та ытларах чухласа илетӗн, анчах вӑрттӑн ӗҫе кӗнеке вӗҫӗнче тин пӗлсе ҫитетӗн.

«Пуҫсӑр юланут» романӑн тӗп геройӗ — Зеб Стумп. Вӑл чаплӑ сунарҫӑ, пӑшал пеме, йӗр йӗрлеме пит ӑста ҫын, шанчӑклӑ тус. Ун юлташне, тискер лашасем — мустангсем тытса пурӑнакан Морис Джеральд ятлӑ ирландеца, ҫын вӗлернӗ тесе чипер ҫӗртенех айӑплаҫҫӗ. Ӗҫ питӗ шала каять, ӑна ҫакса вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ. Зеб Стумп вара юлташне ҫӑлать, унӑн айӑп ҫуккине кӑтартса парать. Прерири лаша йӗрӗсем, хуҫӑк такан, паллӑ тунӑ пуля тӑрӑх вӑл кам айӑплине шыраса тупать.

Зеб Стумп — хӑюллӑ, тӳсӗмлӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраман ҫын. Ҫак пахалӑхсем кашни ҫыннах кирлӗ. Ҫавӑнпа та «Пуҫсӑр юланут» романа вулани пирӗн ҫамрӑксемшӗн те усӑллӑ пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех