Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав аякри ҫӑлтӑрсен ҫуттине хӑй ҫине илекен тусан пӗлӗчӗн калама ҫук пысӑк калӑпӑшӗ ҫинчен шутласан, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫур тӳпене хупласа илнӗ аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗн хура ытамӗнче вӑл ӑна юттӑн та хӑрушшӑн туйӑнса кайрӗ.На фоне вставшей вполнеба черной грозовой тучи она казалась ей незнакомой и страшной.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫумӑр пӗлӗчӗн ҫаврака тӑррисене ялтӑртаттарса, хӑй хыҫӗнчен кукӑр-макӑр авкаланчӑк йӗр хӑварса, тӳпере куҫа йӑмӑхтармалла шурӑ ҫиҫӗм ялтлатса илчӗ.Пронизывая круглые облачные вершины, извиваясь, скользила по небу жгуче-белая молния.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта инҫетре-инҫетре, Дон хӗррипе юпленсе тӑсӑлакан кӑвак сӑртсем тӑрӑх, ҫӗре тӗксӗм ҫивиттипе пиелесе, ҫаплах-ха ҫумӑр пӗлӗчӗн сулхӑн мӗлки упаленчӗ, бахчасенче янкӑр сарӑ шерепеллӗ кӑнтӑр вӑхӑчӗ хуҫаланчӗ, пӗлӗт хӗрринче чӗлтӗрти ӑрша чӗтренсе юхрӗ, ҫӗртен тата вӑл тӑрантарса ӳстернӗ курӑксенчен чуна тӑвӑнтаракан пӑчӑ шӑршӑ кӗчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан хӗвел анӑҫалла шӑвакан ҫумӑр пӗлӗчӗн куҫа шартармалла шурӑ чӗнтӗрӗ хыҫӗнчен чалӑшшӑн шуса тухрӗ те ҫӗр ҫине каллех вара йӑлтӑртатса юхакан ылтӑн пайӑркисене ирӗклӗн тӑкма пуҫларӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑрт ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗн ҫунатлӑ мӗлки пырса ӳпӗнчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗлӗтсен хыҫӗнчи сенкер тӳпере, чиркӳн йӑлтӑркка ҫутӑ куполӗ тӗлӗнче, ҫӑмламас ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑтра кӑвак каракулӗ ним хускалми ҫакӑнса тӑрать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫумӑр пӗлӗчӗн мӗлки ӳкнипе тӗксӗмленнӗ ҫеҫенхир пӗр сас-чӗвӗсӗр ҫанталӑка пӑхӑнса, ҫумӑр кӗтсе выртать.Степь, задымленная тучевой тенью, молчаливо, покорно ждала дождя.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем инҫех те мар, Куликово уйӗн леш енче, пӗлӗтпе ҫӗр хушшинче пыракан сӗт тӗслӗ тӗтӗм пек юр пӗлӗчӗн леш енче пулса иртнӗ.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1