Шырав
Шырав ĕçĕ:
ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманнисене тупса палӑртнине, штрафланине пӗлтерчӗ.
Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce
Ҫак ҫирӗп чарусене пӑхӑнманнисене штраф, тепӗр чухне уголовлӑ явап та кӗтет.
Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647
Пушара хирӗҫле ятарлӑ режима пӑхӑнманнисене пысӑк штрафсем кӗтеҫҫӗ.
Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/
Енчен те муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче йӗркене пӑхӑнманнисене тупсан, тӳрех коррупципе хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен специалистсем патне хыпарсене илсе ҫитерме хушнӑ.
Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel
Канашлу вӑхӑтӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ министерствӑсен, хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен предприятисемпе организацисене туххӑмрах ҫӗнӗлӗхсем пирки ӑнлантарса памаллине каланӑ, предприятисене - йӗрке пӑхӑнманнисене тупса палӑртсан, ҫийӗнчех явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ.
Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac
Спартак вара ҫав каҫах, пӑхӑнманнисене ӳкӗтлесе хӑйпе пӗрле илсе, лагерьтен тухса малалла кайнӑ.В ту же ночь Спартак ушел из лагеря, убедив непокорных следовать за ними.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак приказа пӑхӑнманнисене персе вӗлерессипе хӑратнӑ.В случае невыполнения этого приказа тем и другим угрожал расстрел.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Вӑл малтанах: «Сиртен ҫурри мана пӑхӑнса тӑма килӗшмесен, ҫав ҫуррине, мана пӑхӑнманнисене, персе вӗлерме хушатӑп та юлнӑ ҫынсемпе замока хӳтӗлетӗп», тесе пӗлтерчӗ.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Ӗлӗк-авал, — каллех калаҫма пуҫларӗ Николай Артемьевич, — хӗрсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма хӑяймастчӗҫ; пӑхӑнманнисене ун чухне ашшӗ-амӑшӗн влаҫӗ хӑрататчӗ; шел пулсан та, ҫав вӑхӑт иртсе кайрӗ; ҫапла шутлаҫҫӗ нумайӑшӗсем; анчах ӗненӗр, ирӗк паман… ирӗк паман законсем пур, пӗр сӑмахпа каласан, законсем пӑрахӑҫа тухман-ха.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пирӗн приказ: пӑхӑнманнисене персе пӑрахма хушнӑ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Асӑннӑ йӗркесене пӑхӑнманнисене РФ административлӑ майпа явап тыттарасси ҫинчен калакан Кодексӑн 20.4-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттараҫҫӗ.
Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
6. Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, 7. Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; 8. Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Сирӗн хушшӑртан пӑлхавҫӑсене тата Мана пӑхӑнманнисене суйласа илӗп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара вӗсем унӑн сӑмахне пӑхӑнманнисене пурне те пӗтерме шут тытнӑ.3. И они решили погубить всех, кто не повиновался слову уст его.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарон туйине каялла Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне хур, вӑл ҫавӑнта упрантӑр, вӑл пӑхӑнманнисене астутарса тӑракан паллӑ пултӑр, вӗсен Мана ӳпкелесси пӗттӗр, вӗсен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркене пӑхӑнманнисене уголовлӑ явап тыттараҫҫӗ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
- 1