Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымастчӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак асаплану, тен, вӑраха та пымастчӗ пулӗ, анчах уяр аҫа ҫапрӗ те йӑлт пӗтерчӗ, ман пурнӑҫа та урӑх ҫулпа ячӗ.

Это томление, вероятно, долго бы не продолжилось… громовой удар разом все прекратил и перебросил меня в новую колею.

XIX // .

Юлашки вӑхӑтра, уйрӑмах ҫак вӑхӑтра, вӑл ман пата пӳлӗме нихҫан та пымастчӗ.

Последнее время она никогда не приходила ко мне в комнату, особенно в это время.

XXII // .

Малтанхи ҫулсенче колхозра пурӑнма йывӑрччӗ, йывӑрччӗ те хӑнӑху та ҫукрахчӗ — ку аплах мар та, тепри аплах мар, ӗҫ тени ниепле те майлашӑнса пымастчӗ.

Вспомнили, как в первые годы трудно было жить в колхозе, трудно и непривычно — и то не ладилось, и другое, и третье.

X // .

Пӗр хӗрарӑм ҫинчен Катя питӗ мухтанса калакалатчӗ те вӑл кансӗрлес пирки Петя тирӗс пымастчӗ пулас.

Кажется, он не имел ничего против того, чтобы одна женщина, о которой Катя отзывалась с восторгом, иногда мешала ему.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Ҫапла ҫав, пирӗн тавлашу пирӗн Катя пирки кӑна пымастчӗ.

Да, не только Катя была нашим спором.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // .

Пур педагогсем ҫинчен те сӑмах пымастчӗ курӑнать, пӗрин ҫинчен кӑначчӗ пулас, мӗншӗн тесен пурте ҫаврӑнса пӑхкалама та пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, пӗрне-пӗри тӗккелесе илчӗҫ: алӑк патӗнче пӗр ҫӳлӗрех кӑна вӑтам ҫулхи ҫын, ҫӑра мӑйӑхлӑскер, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хӗреслетсе, оратор сӑмахне тӑрӑшса итлесе тӑратчӗ.

Должно быть, речь шла не обо всех педагогах, а только об одном, потому что все стали оглядываться, перешептываться, подталкивать друг друга: в дверях, скрестив руки и внимательно слушая оратора, стоял высокий, еще не старый человек с пушистыми усами.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Пӗр енчен – тӑван ялтан, тӑвансенчен инҫетре, тепӗр енчен – укҫа-тенкӗ те ҫитсех пымастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех