Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/22479.html
Чӑхсем чирленине тата вӗсем йышлӑ вилме пуҫланине асӑрхасан пӗр тӑхтаса тӑмасӑр районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцине пӗлтермелле.
Кайӑк грипӗнчен асӑрханар // Л. БОЯРИНОВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6993-kaj- ... as-rkhanar
Чӑнах тӗлӗре пуҫланине чухласа илтӗм, анчах хам ӑҫтине маннӑ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫакӑ чӑваш чӗлхине, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне эпир хамӑрах, чӑвашсем, садикренех пӗтерме пуҫланине кӑтартса парать.
Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html
Шупашкарта ҫак ӗҫе пуҫланине, халӑха информаципе тивӗҫтернине пӗлтерчӗ.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
— Мӑн Этмен шкулӗнче иртекен уяв эпир хамӑр чӗлхене, культурӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратассипе маттур ӗҫлеме пуҫланине кӑтартать.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
Ҫуркунне чылайӑшӗ хӑвӑрт ывӑнма, ыйхӑлаттарма пуҫланине, аппетит чакнине, ыйхӑ пӑсӑлнине туять.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Мӗншӗн тесен милицин тӗп органӗнче ӗҫлеме пуҫланине ӗнентерекен пӗрремӗш документ-ҫке-ха вӑл.
Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24
Инна Исаева тата партин Чӑваш регион уйрӑмӗ ку енӗпе унчченех ӗҫлеме пуҫланине, ку, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри парти организацийӗн пиҫӗлӗхӗ ҫинчен каланине палӑртрӗ.
"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Пӗррехинче Дон юханшывра хӗрачасем путма пуҫланине асӑрханӑ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Михаил Волков «вӑрӑм кредитсемпе», ҫулталӑкри 10% виҫепе параканскерсемпе ӗҫлеме пуҫланине ҫирӗплетнӗ май ҫакнашкал проектсем татах пуласса шанма пулать.
ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
«Талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтне, канмалли кунсене, ҫанталӑка, «пултараймастӑп» тенине пӑхмасӑр мӗн пуҫланине вӗҫне ҫитермелле.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2. Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсессӗн, вӗсем тата ытларах лӑпланнӑ.2. Услышав же, что он заговорил с ними на еврейском языке, они еще более утихли.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине кура саланса кайнисем ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ; вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр.31. Так, и когда вы увидите то сбывающимся, знайте, что близко Царствие Божие.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха: 30. вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑн пекех, мӗн калани пурӑнӑҫланма пуҫланине курсассӑн пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.29. Так и когда вы увидите то сбывающимся, знайте, что близко, при дверях.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21-22. Эпӗ ҫав мӑйрака сӑваплисемпе вӑрҫӑ пуҫланине, вӗсене Кунӗсемпе Авалхискерӗ килсе ҫитиччен ҫӗнтерсе пынине куртӑм, — вара ҫавӑн чухне Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне тӳрӗлӗхне кура тавӑрса панине, патшалӑха сӑваплисем тытса тӑмалли вӑхӑт ҫитнине куртӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.