Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланине (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш хутри балконран тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрланма пуҫланине, вӑл вӑйлансах пынине кантӑкран асӑрхасан Перекет банкӗн сотрудникӗ Алсу Салихова пӗр тӑхтаса тӑмасӑр чӑн малтан «112» службӑна шӑнкӑравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушара вӑхӑтра сӳнтернӗ, ачасене инкекрен ҫӑлнӑ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51139-push ... ekren-c-ln

Ку вара халӑх хӑйӗн сывлӑхӗ ҫине лайӑхрах пӑхма тата врачсен диагнозӗсене ытларах шанма пуҫланине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Сахалрах чирлӗпӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2024 ... -r-3893659

Кӗперпе влаҫ IV Карла куҫнӑ чухнех усӑ курнӑ, анчах вӑл вӑхатрах суту-илӳ, общество тата строительство вӑйлӑ аталанма пуҫланине пула хальхи йышши кӗпер кирли палӑрнӑ.

Мостом пользовались ещё в начале правления Карла IV, но уже тогда из-за торгового, общественного и строительного подъёма появилась необходимость в более современном мосте.

Карл кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 1%80%D3%97

Кӳкеҫре тата тепӗр мурал хатӗрлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Чувашский народный сайт ранее сообщал, что в Кугесях началась подготовка еще одного мурала.

Кӳкеҫри тепӗр мурала хатӗрлесе пӗтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38835.html

Аслӑраххисем питӗ кирлӗ ӗҫ пуҫланине вӗсем те ӑнланаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Степа хӑйӗн юлташӗ ывӑнма пуҫланине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр арҫын шыва кӗме пуҫланине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ ҫамрӑк леш тӗнчене ярса пуснӑ арҫынна ҫӑлса хӑварнӑ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... rn-3853574

Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулӗсенче аркатса юхӑнтарнӑ ял хуҫалӑхӗ паян ура ҫине ҫирӗп тӑма пуҫланине курас килсен, Пуянкасси ял территорийӗн уйрӑмне кайса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

— Ах, мур илесшӗ, ир енне хытах кӑтӑш пулнӑ та — вучах сӳнме пуҫланине те асӑрхаман, — вӗрсен-вӗрсен ун пичӗ ҫине кӗрен те хавас ҫутӑ ӳкет, кӑшт вӑхӑт иртсен чӗлсе хунӑ хӑйӑ кап хыпса илет, ҫатӑртатса ҫунма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куллен-кун: «Эй, Наҫки, вӑрман касма!.. Эй, Укҫине, Канаша тырӑ леҫме!..» — тенисене илтсе вӑрҫӑччен арҫынсем кӑна тунӑ ӗҫсенче терт курса пурӑнакан хӗрсен аллисем хытнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсен пир ҫинчи ӗҫӗсем ҫине пӑхатӑн та хӗллехи шартлама сивӗрех пӳртре асамат кӗперӗ тӗлкӗшме пуҫланине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эс мана ӑнланма пуҫланине куратӑп ӗнтӗ, Оля.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе районти ятарлӑ комисси ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкулсем мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслеме пуҫланине палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Ҫулӑм мӗншӗн алхасма пуҫланине палӑртас тӗлӗшпе халӗ тӗпчев ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

База директорӗ Жульжин, Стопкин вӑрттӑн тем хӑтланнине сиссе, заместителӗпе ыттисем куҫкӗрет пӗр ҫӑвартан сурма пуҫланине кура, хайхисене сыхлама, йӗрлеме, тӗпчеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӑт халӗ эсӗ, Мишша, пире хӑв уксахлама пуҫланине те кӑтартасшӑн мар, ҫапах та уксахлатӑн вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Абаев-философ пачах урӑхла: виҫӗ система пӗр-пӗринпе епле килӗштерсе ӗҫленине пӗтӗмӗшле лайӑх ӑнлантарать пулсан, ҫав системӑсенчи детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче мӗн хӑтланма пуҫланине хӑш чух пӑтраштарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӳртре сивӗнме пуҫланине туйсан: «Ну, ҫырла сапаки, кӑмака ҫине, — тет мучи. — Улӑп пӗррехинче Хур-сухал старике тӗл пулать…»

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака ҫинчи ачасем шавлама пуҫланине илтсен, аслашшӗ, кӑххӑмлатса та кӗххӗмлетсе: — Юрӗ, юрӗ, лӑпланӑр. Хам пур чух турткалӑр ӗнтӗ. Сухал пӗрчи ҫитет турткаламалӑхах, — тет те каллех ҫӳҫенсе илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сывлӑхӗ енчен Петр Петрович ним ыратнинех те шарламан, юлашки вӑхӑтра часах ывӑнма пуҫланине кӑна туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Малтанах эпӗ вӑй пӗтсе ҫитнине, чӗре хӑвӑрт тапма пуҫланине, хама пӗрре сивӗ пек, тепре пӑчӑ пек туйӑнса кайнине сисрӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех