Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнӑҫӗшӗн (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.

Что пользы мне, подумал я, лишить его жизни, когда он ею вовсе не дорожит?

I // .

51. Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.

51. Я хлеб живый, сшедший с небес; ядущий хлеб сей будет жить вовек; хлеб же, который Я дам, есть Плоть Моя, которую Я отдам за жизнь мира.

Ин 6 // .

24. Анчах та ытларахӑшӗ, чун-чӗрине ҫирӗплетсе, Турра юрӑхлӑн пурӑнас йӗркерен хӑпман; пулӑшу ҫитессе ырӑпа ӗмӗтленсе, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн укҫа панӑ, хӑйсене шута илсе ҫырассинчен пӗр шикленмесӗр хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, хӑпса кайнисенчен пӑрӑннӑ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ, вӗсемпе пачах та хутшӑнмасӑр, туслӑ ҫыхӑну тытмасӑр пурӑннӑ.

24. Но большая часть укрепились мужеством духа и не отпали от благочестия; они отдавали деньги за жизнь свою, и небоязненно пытались избавиться от записи, имея добрую надежду получить помощь, и от отпавших отвращались, почитая их врагами своего народа и избегая всякого общения с ними и дружественного обхождения.

3 Мак 2 // .

10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.

10. И говорили они: вот, мы посылаем вам серебро, и купите на это серебро всесожжения и жертву за грех и ладан, и приготовьте дар, и вознесите на жертвенник Господа Бога нашего, 11. и молитесь о жизни Навуходоносора, царя Вавилонского, и о жизни Валтасара, сына его, чтобы дни их были, как дни неба, на земле.

Вар 1 // .

10. Юнӑҫлӑ ҫынсем таса ҫынна кураймаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем вара ун пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

10. Кровожадные люди ненавидят непорочного, а праведные заботятся о его жизни.

Ытар 29 // .

23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».

23. Тогда царь Дарий приказал искать в книгохранилищах, находящихся в Вавилоне, и найдено в Екбатанах, в городе, находящемся в Мидийской области, одно место в памятной записи, где написано: 24. в первый год царствования Кира, царь Кир повелел построить дом Господа в Иерусалиме, где приносят жертвы на огне неугасающем. 25. Высота храма шестьдесят локтей, ширина шестьдесят локтей, с тремя домами из тесаных камней и с одним новым из туземного дерева, а расходы производить из дома царя Кира, 26. и священные сосуды дома Господня, золотые и серебряные, которые Навуходоносор вынес из дома Иерусалимского и перенес в Вавилон, возвратить в дом Иерусалимский, чтобы поставить их там, где они находились. 27. Повелел также наблюдать Сисинни, правителю Сирии и Финикии, и Сафравузану и товарищам их и поставленным в Сирии и Финикии начальникам, чтобы они держали себя в стороне от сего места и оставили раба Господа Зоровавеля, князя Иудейского, и 27. Иудейских строить этот дом Господа на его месте. 28. Я повелел совершенно отстроить его и наблюдать, чтобы возвратившимся из плена Иудеям оказываемо было содействие к совершенному окончанию дома Господня 29. и чтобы из податей Келе-Сирии и Финикии исправно давалось для этих людей, на жертвы Господу, князю Зоровавелю, на тельцов, овнов и агнцев. 30. Равным образом, чтобы постоянно каждый год беспрекословно давалась пшеница, соль, вино и масло, как скажут находящиеся в Иерусалиме священники, сколько издерживается на каждый день; 31. чтобы приносили Всевышнему Богу жертвы за царя и за детей его и молились о жизни их. 32. Притом объявить, что если кто преступит или нарушит что-нибудь из написанного, то пусть взято будет дерево из его собственных, и он повешен будет на нем, а имущество его сделается царским. 33. За это и Господь, Которого имя призывается там, да погубит всякого царя и народ, который прострет руку свою, чтобы воспрепятствовать или сделать какое-либо зло этому дому Господа в Иерусалиме. 34. Я, царь Дарий, определил, чтобы в точности было по сему.

2 Езд 6 // .

6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»

6. Итак, Фафнай, заречный областеначальник, и Шефар-Бознай, с товарищами вашими Афарсахеями, которые за рекою, - удалитесь оттуда. 7. Не останавливайте работы при сем доме Божием; пусть Иудейский областеначальник и Иудейские старейшины строят сей дом Божий на месте его. 8. И от меня дается повеление о том, чем вы должны содействовать старейшинам тем Иудейским в построении того дома Божия, и именно: из имущества царского - из заречной подати - немедленно берите и давайте тем людям, чтобы работа не останавливалась; 9. и сколько нужно - тельцов ли, или овнов и агнцев, на всесожжения Богу небесному, также пшеницы, соли, вина и масла, как скажут священники Иерусалимские, пусть будет выдаваемо им изо дня в день без задержки, 10. чтоб они приносили жертву приятную Богу небесному и молились о жизни царя и сыновей его. 11. Мною же дается повеление, что если какой человек изменит это определение, то будет вынуто бревно из дома его, и будет поднят он и пригвожден к нему, а дом его за то будет обращен в развалины. 12. И Бог, Которого имя там обитает, да низложит всякого царя и народ, который простер бы руку свою, чтобы изменить сие ко вреду этого дома Божия в Иерусалиме. Я, Дарий, дал это повеление; да будет оно в точности исполняемо».

1 Езд 6 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех