Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнӑҫӑм (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Ӗнтӗ манӑн пурӑнӑҫӑм — Турра кӳрекен парне, манӑн каяс вӑхӑт ҫитрӗ.

6. Ибо я уже становлюсь жертвою, и время моего отшествия настало.

2 Тим 4 // .

24. Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп.

24. Но я ни на что не взираю и не дорожу своею жизнью, только бы с радостью совершить поприще мое и служение, которое я принял от Господа Иисуса, проповедать Евангелие благодати Божией.

Ап ӗҫс 20 // .

26. Эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен каларӑм та — Эсӗ мана илтрӗн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.

26. Объявил я пути мои, и Ты услышал меня; научи меня уставам Твоим.

Пс 118 // .

кунӗпе Сана тархаслатӑп, ҫӗрле те — Сан умӑнтах: 3. манӑн кӗллӗм Сан умна ҫитинччӗ; эпӗ тархасланине хӑлхуна тайса итлесемччӗ: 4. ӗнтӗ чунӑм хӗн-асап курса тӑранчӗ, пурӑнӑҫӑм тамӑк патнех ҫывӑхарчӗ.

днем вопию и ночью пред Тобою: 3. да внидет пред лице Твое молитва моя; приклони ухо Твое к молению моему, 4. ибо душа моя насытилась бедствиями, и жизнь моя приблизилась к преисподней.

Пс 87 // .

11. Хурлӑхпах пурӑнӑҫӑм чакрӗ, кунҫулӑм асаплӑ; ҫылӑхӑмсем пирки вӑй-халӑм юлмарӗ, шӑммӑм-шаккӑм халтӑркарӗ.

11. Истощилась в печали жизнь моя и лета мои в стенаниях; изнемогла от грехов моих сила моя, и кости мои иссохли.

Пс 30 // .

1. Чунӑма пурӑнӑҫӑм йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ; хурлӑхӑма парӑнам; чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.

1. Опротивела душе моей жизнь моя; предамся печали моей; буду говорить в горести души моей.

Иов 10 // .

7. Аса ил-ха, манӑн пурӑнӑҫӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ, куҫӑм урӑх ыррине курас ҫук.

7. Вспомни, что жизнь моя дуновение, что око мое не возвратится видеть доброе.

Иов 7 // .

18. Иудифь каланӑ ӑна: ӗҫетӗп, хуҫамӑм, мӗншӗн тесессӗн мӗн ҫуралнӑранпа та манӑн пурӑнӑҫӑм паянхи пек аслӑ чап курманччӗ, тенӗ.

18. А Иудифь сказала: буду пить, господин, потому что сегодня жизнь моя возвеличилась во мне больше, нежели во все дни от рождения моего.

Иудифь 12 // .

22. Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр; 23. Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм; 24. паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.

22. И отвечал Давид и сказал: вот копье царя; пусть один из отроков придет и возьмет его; 23. и да воздаст Господь каждому по правде его и по истине его, так как Господь предавал тебя в руки мои, но я не захотел поднять руки моей на помазанника Господня; 24. и пусть, как драгоценна была жизнь твоя ныне в глазах моих, так ценится моя жизнь в очах Господа, [и да покроет Он меня] и да избавит меня от всякой беды!

1 Пат 26 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех