Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулин сăмах пирĕн базăра пур.
пулин (тĕпĕ: пулин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл ӑшӗ выртманнипе кӑшт пӑшӑрханчӗ пулин те, пурнӑҫ ӑна каллех ҫак ҫынпа тӗл пултарнӑшӑн хӑйне телейлӗн туйрӗ, — Пробатов Константиншӑн ахаль паллакан ҫын, хӑй ӗҫлеме килнӗ облаҫри парти обкомӗн секретарӗ ҫеҫ мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

25 // .

Эпӗ хам мӗн шухӑшланине кашни ҫыннах каласа пама юрататӑп, — кӳренчӗ Мажаров. — Ҫынсем пурте кам та пулин вӗсен ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫинчен хӑйсене каласа парасса илтесшӗн ҫунса тӑраҫҫӗ тейӗн!

Куҫарса пулӑш

25 // .

Ҫамрӑк та сывӑ ҫынсем мӗнле те пулин хуларах юлас тесе, пӗр сӑлтав хыҫҫӑн тепӗр сӑлтав шухӑшласа кӑлараҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

25 // .

— Ҫавсенчен кама та пулин тӑван лекместӗр пулӗ те эсир?

Куҫарса пулӑш

24 // .

Вӑл йывӑррӑн яра-яра пусать, хулпуҫҫийӗсем сарлака, пит ҫӑмартийӗсем кӑччӑнни пек кӗрен, анчах ҫӳҫӗсем кӑн-кӑвак, ҫакна пула ун пит-куҫӗ, янаххисем сарлака пулин те, кӑнттам мар, тӗлӗнмелле йӳрӗк те хавас курӑнать.

Куҫарса пулӑш

24 // .

— Колхозниксенчен кама та пулин курорта яриччен вӑл луччӑ ҫакӑнса килет!

Куҫарса пулӑш

24 // .

Арӑм, чӑнах та, тепӗр чухне тухкалать — ҫӗр улми суйлама е мӗн те пулин урӑх ӗҫе унта, эпӗ хамӑнне ӗҫлесе татрӑм пулас, килте ларатӑп…

Куҫарса пулӑш

24 // .

— Хӑв мӗне те пулин ӗненсе ачасене те ӗненме вӗрентнӗ пулсан, халӗ кӑмака ҫинче ҫапла пӗр-пӗччен йӑваланса выртмастӑнччӗ…

Куҫарса пулӑш

24 // .

Виҫҫӗмӗш килте тӑватӑ пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав шавлӑ ҫемье амӑшӗн ирӗксӗрех вӗсемпе кунӗ-кунӗпе килте ларма тивнӗ, мӗншӗн тесен Аникей, халӑх темиҫе хут ыйтнӑ пулин те, ача сачӗ уҫса паман.

Куҫарса пулӑш

24 // .

— Вӑл мӗн те пулин каласа кӑтартма пултарнӑ, вӑл мана пуринчен те ҫывӑх пӗлет!

Куҫарса пулӑш

23 // .

Жалобӑ паракансенчен хӑшӗ те пулин ун патне кирек мӗн ыйтма пырсан, Аникей нимӗн чӗнмесӗр кӗсйинчен уҫӑ туртса кӑларнӑ та ещӗке уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

23 // .

Мажаров каллех хуравламарӗ, килӗшсе те пулин, юлташла та пулин пуҫне сулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

23 // .

— Тен, сирӗн ман валли мӗнле те пулин кӑтартусем пулаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

23 // .

— Ы-ыр-хан арҫынсем пур, мӗн кӑна ҫимеҫҫӗ хӑйсем, апатран усси ҫук вӗсене, эсӗ вара хӑвна выҫӑпа асаплантаратӑн пулин те, ҫаплах чӑп-чӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

23 // .

«Кам пултӑр, мӗнле те пулин уполномоченнӑй пулас, — терӗ Аникей шиклӗн хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

23 // .

Ӑна пухуран илсе килнӗренпе виҫҫӗмӗш эрне пырать ӗнтӗ, анчах, ӑна райком секретаре хӑй хӳтӗленӗ пулин те, Аникей хӑйне ниепле те ӗлӗкхи пек шанса тӑраймасть-ха.

Куҫарса пулӑш

23 // .

Хулара начар пурӑнман пулин те, ҫынсем нимӗн те пӑхса тӑман, тапраннӑ та тухнӑ, эсӗ пур — хӑвна виҫӗ-тӑватӑ сехетлӗхе те шеллетӗн, пӗр каҫ ӗҫлесен аллусем татӑлса ӳкесрен хӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

22 // .

Мӗн те пулин туянма пӗрер пусӑн укҫа пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

22 // .

Ыран-и, тепӗр кун-и ун хӑйӗн те кам енне те пулин тӑмаллах пулать.

Куҫарса пулӑш

22 // .

Хӑй пӗтӗм ҫемйин кӑмӑлне хирӗҫ тӑма пултараймассине ӑнланса илсен, вӑл пуринчен ытла ҫуртне сиплеме йывӑр пуласси, пурне те кӑмӑла килекен ӗҫ тупса парасси, хӑйсем валли мӗнле те пулин вӑтам пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшласа пӑшӑрханнӑ.

Куҫарса пулӑш

22 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех