Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрмалла (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки пилӗк ҫулта кунта палӑрмалла ырӑ улшӑнусем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа мӗн пур майпа лайӑхлатмалла // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53011-purn ... khlatmalla

Тӗввине те палӑрмалла мар сыпмалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑх ӳснӗ каччӑсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗҫпӑшал ӑсталакансем патшалӑха хӳтӗлес тата никама пӑхӑнманлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнине палӑрмалла.

Признание выдающегося вклада создателей оружия в обеспечении защиты и независимости государства.

Хӗҫпӑшалҫӑ кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Ҫавна ыйтса пӗлӗр-ха? — мастер еннелле кӑшт палӑрмалла пуҫне чалӑштарчӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

«Законпа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх выльӑхӗсене кӗтес тата хӑвалас йӗркене пӑснӑшӑн тӳлеттерекен штраф виҫине ӳстернӗ, – палӑртнӑ ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн спикерӗ Константин Толкачев. – Выльӑх-чӗрлӗхе асӑрханусӑр кӑларса янипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗчлӗхне ҫухатмасть. Вӗсем курӑксемпе чечек йӑранӗсене таптаҫҫӗ, каяшӗсем ял урамӗсене варалаҫҫӗ, автомобильпе тата ҫуран ҫӳрекенсене чӑрмав кӳреҫҫӗ. Машинӑсем иртсе ҫӳрекен енӗпе пынӑ чух хӑрушӑ ҫул-йӗр инкекӗн сӑлтавӗ пулма пултараҫҫӗ. Халӑхпа калаҫни яланах витӗмлӗ мар, палӑрмалла санкцисем кирлӗ, саккуна тепӗр хут пӑснӑшӑн яваплӑх тата ҫирӗпрех пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Картари выльӑх-чӗрлӗхшӗн хуҫисем яваплӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-l-kh/2024-07- ... pl-3850143

Куҫӗсем тавра кӑшт палӑрмалла пӗчӗк пӗркеленчӗксем пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Лешӗ килӗшӳллӗн палӑрмалла мар пуҫӗпе сӗлтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑван ҫӗр-шывшӑн палӑрмалла ӗҫ тӑваймасӑрах чунӑм тӗрме сакки ҫинче тухӗ-ши, пурнӑҫӑм хӗвел ӑшшинчи ирхи сывлӑм пекех типӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑл куҫӗсене хупрӗ те фронтри аэродрома курчӗ — ӑна ҫурри таран вӑрмана пытарнӑ, каснӑ йывӑҫ тураттисемпе витсе палӑрмалла мар тунӑ машинӑсем тӑракан уҫланкӑ курӑнчӗ, вӑл самолет хатӗрри ҫинчен пӗлтерекен механикӑн сассине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малтан пултарулӑхпа палӑрмалла, — терӗм эп.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӗтӗмлетнӗ май тепӗр хут каласшӑн: приоритетсене ҫавах та тӗрӗс палӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Патька-патша, ун сӑмахне-ырласа, кӑшт ҫеҫ палӑрмалла пуҫ сӗлтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелӗн юлашки пайӑркисем, ҫитес ҫӗнӗ кун пуҫланиччен тавралӑхпа сывпуллашса, ӑшӑ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса ларакан уйсемпе хирсене, йывӑҫ-курӑксене ҫепӗҫҫӗн ачашла-ачашла тухрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑ ҫепӗҫ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса илекен ыраш уйӗ ҫине ытарайми куҫсемпе пӑхса илчӗ те, ачаранпах паллӑ, шерпетлӗ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа, малтанхинчен те хытӑрах утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Халиччен эпӗ Орлова юлташ халӑха ҫутта кӑларас ӗҫре палӑрмалла ӗҫсем тунине илтмен те, очерк-мӗн ҫырасси ҫинчен шухӑшламан, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӑл кӑшт ҫеҫ палӑрмалла уксахлать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Люся ҫак икӗ ҫул хушшинче татах хитреленнӗ: куҫ тӗкӗсене, куҫ хӑрпӑкӗсене хуратни те, тутине кӑшт кӑна палӑрмалла хӗретни те ӑна питӗ килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Печатницӑна» хӗр кӗлетки ытла та палӑрмалла кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вара виҫеллӗн пӑртак ҫеҫ палӑрмалла тайкаланса ҫаплах малалла утать.

И снова, стараясь ступать твердо, но все-таки чуть-чуть покачиваясь, идет дальше.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чи кирли - ыттисен хушшинче палӑрмалла мар, хӑвӑрӑн тивӗҫсене ҫеҫ пурнӑҫламалла.

Главное – не выделяться, а только исполнять свои обязанности, и ни в коем случае – сверх того…

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех