Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫлӑхлӑ профессор ун ҫине куҫлӑх витӗр те, куҫлӑх ҫийӗн те, куҫлӑхсӑр та пӑхрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав хушӑра куҫлӑхне хывма та, кӗленчине шӑлса тасатма та, тепӗр хут тӑхӑнма та ӗлкӗрчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Полли мӑнаккӑшӗ куҫлӑхне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ, куҫлӑх ҫийӗпе пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхса илчӗ; унтан куҫлӑхне ҫамки ҫинелле хӑпартса куҫлӑх айӗпе пӑхрӗ…
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Рецепт ҫырнӑ чух куҫлӑх ҫине куҫлӑх тӑхӑннӑскер, пӗр куҫлӑхне хывса хучӗ те ҫакна асӑрхаттарчӗ профессор:
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах ҫак документа вулама шухӑш тытнӑ ҫын куҫлӑхне — енчен те вӑл унпа ҫӳрет тӗк — пилӗк хутран кая мар сӑтӑрӗччӗ, енчен те куҫлӑхсӑр пулсан — тӗлӗннӗрен — унӑн куҫӗсем майӗпен-майӗпен куҫлӑх кӗленчин капашӗ чухлӗ пысӑкланӗччӗҫ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ача пек пӗчӗк япала шыраса тупмалла чух вӑл нихӑҫан та куҫлӑх витӗр пӑхмасть, мӗншӗн тесен ҫак куҫлӑхӗ унӑн параднӑй куҫлӑх — чӗри мухтанмалли япала.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ахаль куҫлӑх, хӗвелте тӑхӑнмалли хура куҫлӑх.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вуламалла чухне ҫинҫе кӑшӑллӑ куҫлӑхӗ ҫине тепӗр куҫлӑх тӑхӑнать вӑл, ӑна вара жилет кӗсйине чиксе ҫӳрет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Куҫлӑх ҫине куҫлӑх тӑхӑнса, краҫҫын ҫути умнерех ларчӗ старик.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Анчах халиччен куҫлӑхпа ҫӳременскер куҫлӑх витӗр нимӗн те курмасть.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӗтел хушшинче ларакансенчен чи асли — Ҫурҫӗр Кавказри вӑйсен ҫар руководителӗ Снесарев — пысӑках мар, нӑкӑ ӳт-пӗвлӗскер, тачка сӑмси ҫине куҫлӑх лартса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне ежикла кастарнӑ этем, — хӑйӗн ӗлӗкхи аслӑ чинне пула тата халӗ те пысӑк вырӑнта ӗҫленине кура — куҫлӑхӗ витӗр хаяррӑн пӑхкаласа ларать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах пӑхасса вӑл кивелнӗ хӑмӑр куҫлӑх урлӑ пӑхать, ҫавӑнпа та сӑмси ҫине куҫлӑхсене мӗн тума тиесе тултарнине тавҫӑрса илеймерӗм.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Куҫлӑхӗ старике кансӗрленӗ пекех туйӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл пуҫне аялалла пӗшкӗнтерсе куҫлӑх ҫийӗпе пӑхнӑ.Казалось, что эти очки мешают старику, потому что смотрел он поверх стекол, держа голову вниз.
17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хаджи-Мурат куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет, анчах куҫлӑх кантӑкӗсем те унӑн куҫӗсем ӑмӑрткайӑкӑнни евӗрлӗ йӑлтӑртатнине пытараймаҫҫӗ.Хаджи-Мурат носил очки, но даже стекла не могли скрыть соколиного блеска его глаз.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Йӗс кӑшӑллӑ пысӑк куҫлӑх, куҫлӑх хыҫӗнче — ырӑ кӑвак куҫсем.Большие очки в медной оправе, а за ними — голубые, добрые глаза.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Куҫлӑх, куҫлӑх…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Куҫлӑх, манӑн куҫлӑх… — тет хӑй, пӑшӑлтатса.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл куҫлӑх тӑхӑннӑ, куҫлӑхне хура шнурпа хӑлхаран кӑкарса янӑ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Заполярьенчен вӗҫсе тухса ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫул тытнӑ чухне акӑ кам-кам пулнӑ пирӗн самолет ҫинче: тӗксӗм кантӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ тухтӑр, куҫлӑхӗ вара унӑн сӑнне тӗлӗнмеллипех улӑштарнӑ, вӑл хӑвӑртрах ҫитес ҫӗре ҫитсе ӳкесшӗн ҫунни палӑрать, тетри — манӑн бортмеханик — Лури, ӑна пӗтӗм Заполярье пӗлет темелле, ҫук пӗр унта ҫеҫ те мар, вӑл пӗр-пӗр ҫӗрте виҫ-тӑватӑ кунлӑха чарӑнсанах ӑна пурте пӗлсе ҫитеҫҫӗ, тепри вара эпӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах куҫлӑх тесе куҫлӑхах теме ҫук ӗнтӗ вӗсене.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хамӑн куҫсем вӑйсӑрланчӗҫ, — терӗ, — куҫлӑх таврашӗ тӑхӑнса курман.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.