Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗр гарнизонӑн настроенине хыпаласа тупса, командирсемпе салтаксем хушшинче ӗҫсене лайӑхах пӗлсе каятпӑр.Мы хорошенько прощупаем настроение гарнизона и отношение между командным и исполнительным составом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пиччӗшӗ ҫине Витюшка ним чӗнмесӗр кӑмӑлсӑрланса пӑхса ларчӗ: Саша партизансен отрядне ертсе пыракан командирсемпе калаҫса татӑласса, хӑй те ҫав партизансем патне юласса вӑл юлашки кунчченех кӗтсе пурӑннӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унпа сывпуллашма пынӑ командирсемпе боецсем унӑн тупӑкӗ патӗнче почётлӑ караулта тӑчӗҫ.Поседевшие в боях командиры и бойцы несли последний почетный караул.
Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Командирсемпе коммунистсем те ун ҫинчен тӗрлӗ шухӑшланӑ: пӗрисем, «турӑсен туррине» юродивый, ухмах, тесе шутланӑскерсем, представлени хыҫҫӑн мӗн пулассишӗн пӑшӑрханман; теприсем, ҫак ӗҫре темӗнле провокаци пулассине сиснӗскерсем, ҫак провокаци мӗнле майлӑ пулассине пӗлесшӗн пуҫӗсене ватнӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӗсенчен пӗринче ҫакӑн пек каланӑ: «Командирсемпе коммунистсен яланах малта пулмалла».Одно из них гласило: «Командиры и коммунисты должны быть всегда впереди».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Командирсемпе боецсем суккӑр ҫын каласа панине чунне ҫӳҫентерсе итлеҫҫӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те пур командирсемпе комиссарсене те алӑ пачӗ.Он вышел из-за стола и молча пожал руки всем командирам и комиссарам.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӑнтӑрла тӗлнелле вӗсем командирсемпе политработниксен канашлӑвне ирттерме Березника таврӑнчӗҫ.К середине дня они вернулись в Березник, чтобы провести совещание командиров и политработников.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Фролов, вӗсен калаҫӑвне хутшӑнмасӑрах, хӑйне Валерий пырса панӑ чее ӗҫет, хӑй йӗри-тавра пухӑннӑ командирсемпе калаҫать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Йӗри-тавра командирсемпе комиссарсем Фролова, нимӗн чӗнмесӗр, чаплӑн та мухтавлӑн итлесе тӑраҫҫӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫаран ҫинче, купан-купан пӑрахса тухнӑ утӑ ҫинче кӗҫӗн командирсемпе боецсем савӑнӑҫлӑн калаҫса выртаҫҫӗ.На луговине, разбросав охапками сено, лежали, весело переговариваясь, младшие командиры и бойцы.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак вӑхӑтра Виноградов командирсемпе калаҫрӗ, боецсен канавне мӗнле организациленипе паллашрӗ, лару-тӑрӑва тата бригадӑн боевой задачисене ӑнлантарса пачӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӳлӗмре, Павлинпа Фроловсӑр пуҫне, Драницын, Бронников, тинӗс артиллерийӗн командирӗ Жилин, дивизионри артиллеристсем, Балтика тинӗсӗ ҫинчен килнӗ командирсемпе комиссарсем те пур.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Бригадира пулнӑ малтанхи сехетсемех, боецсемпе, командирсемпе тата комиссарсемпе калаҫса пӑхни Фролова чӑнласах ӗнентерчӗ: ҫак ҫынсем Павлина чунтан-чӗререн шанаҫҫӗ, вӗсем Двина таврашӗнчен интервентсене хӑваласа кӑларасси ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Те ытти офицерсем хӑйӗнчен малтантарах ҫарта тӑнине шута илсе, те хӑйне хӑй мӑнна хума тӑрӑшас мар тесе, вӑл ялан Соколовпа тата ытти командирсемпе канашлать, салтаксемпе ҫирӗп ҫыхӑну тытать, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшать.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Павел командирсемпе пӗрле ҫул хӗресленнӗ ҫӗре кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Григорий Ермаковпа тата ытти командирсемпе пӗрле ҫӗрӗпех кӑмӑшка сӑрӑхтарса ларчӗ, ир еннелле, Прохор Зыкова пӗрле илсе, Вунтӑххӑрмӗш полка хӑваласа ҫитме кайрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑшман хӑйне сӑнакансен куҫӗ умӗнчен ҫухалсан, вӑл мӗн тума шухӑшлани паллӑ мар пулсан, командирсемпе салтаксем хӑйсене яланах канӑҫсӑр тыткаланине Озеров пӗлет: ҫынсене кирек мӗнле вӑрттӑнлӑх та шиклентерт.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров выртрӗ те шӑпланса куҫне хупрӗ: ун куҫӗ умӗнчен теҫеткешер палланӑ сӑнарсем — полкри командирсемпе салтаксен сӑнарӗсем — шуса иртрӗҫ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Комиссарсемпе политруксем вӑрҫӑра темиҫе уйӑх хушши опытлӑ командирсемпе ҫапӑҫса сахал мар пӗлӳ пухнине, вӗсенчен нумайӑшӗсем хӑйсем тӗллӗн пысӑк ҫапӑҫусене ертсе пыма пултарассине вӑл пӗлмен.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.