Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру

Пай: Щорс –> Ҫирӗммӗш сыпӑк

Автор: Николай Степанов

Ҫӑлкуҫ: Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫул: 1940; Хушнӑ: 2020.11.20 20:10

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 369

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Юратнӑ аттем! сире сирӗн ывӑлу, вилӗмлӗ суранӗсенчен сыватма Киевран Клинцы хулинчи уездри ҫар госпитальне илсе тухнӑ хӗрлӗ пулеметчик салам ярать. Пирӗн госпитальре пирӗн ҫамрӑк начдив, хаклӑ Щорс юлташ Коростень патӗнчи ҫапӑҫура паттӑрсен вилӗмӗпе вӑхӑтсӑр вилни ҫинчен хӑрушӑ хыпар сарӑлчӗ. Анчах госпитальре хӑйсен суранӗсене сыватакан богунецсенчен нихӑшӗ те ҫак хыпара ӗненме пултараймарӗ, вара боецсем койкӑсем ҫинчен тӑчӗҫ те командир-большевик ҫинчен юрӑ юрласа ячӗҫ:

Ҫунат сулакан —
Ӑмӑрткайӑк та, сокол та мар,
Вӑл — фронт тӑрӑх
Юланутпа Щорс вӗҫет.

Анчах та, аттем эпӗ чӗлхесӗр пулнӑ пирки юрлама пултараймарӑм: манӑн тута-ҫӑварӑм халь ӗҫлеймест, ҫавӑнпа та эпӗ сӗт кӑна ҫисе пурӑнатӑп, ҫӑкӑра кӑшт ҫеҫ ҫемҫине хӗсӗнсе ларнӑ шӑл хушшине пӳрнепе тӗртсе кӗртсе ҫиетӗп. Аттем, манӑн пуҫӑма халь те ҫыхса лартнӑ-ха. Манӑн сылтӑм куҫа ҫеҫ салтрӗҫ, вӑл халь кун ҫутине хӑнӑхса ҫитет. Мӗн-ха вара? Хӑрушӑ хыпар хурлӑхлӑ чӑн хыпар пулчӗ. Пирӗн уезд хулине — Клинцына геройӑн ӳчӗпе траурлӑ поезд пычӗ. Чернигов губернинчи ҫывӑхри уездсенчи пиншер рабочисемпе хресченсем Щорспа юлашки хут сывпуллашчӑр тесе, унӑн ӳтне гостиницӑна лартрӗҫ. Унпа сывпуллашма пынӑ командирсемпе боецсем унӑн тупӑкӗ патӗнче почётлӑ караулта тӑчӗҫ. Эпир, боецсем, хамӑрӑн сурансене тӳрлетсе госпитальре выртаканскерсем, хӑш-пӗрисем хӑйсемех, теприсем — туясем ҫине тӗревленсе хамӑр юратакан хаклӑ начдивӑн ӳчӗпе хурлӑхӑн сывпуллашса пуҫ тайма пытӑмӑр. Унӑн ӳтне спирт тултарнӑ тупӑка хунӑ. Начдивӑн тупӑкӗ патӗнче пирӗн Семеновский отрядри ватӑ боецсем тата ытти большевиксем нумайӑшӗ пӗр-пӗринпе тӗл пулчӗҫ. Ҫавӑнтах хӑйӗн упӑшкине хисеплесе пирӗн паттӑр разведчица Фаня Донцова тӑчӗ. Вӑл Щорспа йывӑр ҫын пулса юлнӑ теҫҫӗ. Ҫакӑнта эпӗ хамӑн тусӑмпа пирӗн военно-революционнӑй пурнӑҫа пир ҫине краскӑпа ҫырса пыракан Казимир Табельчукпа тӗл пултӑм. Вӑл тупӑк патне ларнӑ та пысӑк пир ҫине ешӗл ҫеҫен хир тӑрӑх тур лаша ҫинче шашкине йӑлтӑртаттарса вӗҫтерсе пыракан Щорса ӳкерет. Щорса ҫакӑн пек паттӑрла ӳкерсе кӑтартнӑ картина мана питӗ килӗшрӗ.

Халь ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлтеретӗп сире, аттем: манӑн сурансем тӳрленсен те, эсир мана часах киле таврӑнасса ан кӗтӗр, мӗншӗн тесен пӗрреччен, ҫапӑҫу умӗн Щорс хӑйӗн большевикла формулине ҫапла каласа пачӗ: «Революци хушать, Совет влаҫӗ приказ парать, пирӗн, большевиксен, мӗн хушнине тумалла, ҫӗнтермелле», терӗ. Шурӑ генералсен ҫарӗсем пур енчен те наступлени туса килнӗ пирки, пирӗн Совет ҫӗршывӗ хӗсӗнсе юлчӗ. Анчах эсир, аттем, нимӗн те ан иккӗленӗр, эпир большевикла формулӑшӑн ҫирӗп тӑратпӑр, ирӗклӗхпе телейшӗн ҫунакан пур ӗҫҫыннисене те, мӗн Лӑпкӑ океанран пуҫласа Пӑрлӑ океан патне ҫитиех, ирӗке кӑларатпӑр.

Сире юратакан ывӑлу хӗрлӗ пулеметчик Живоног».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех