Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхи вӑхӑтра ЧР Журналистсен союзӗ вӑйланса пырать, йыша ҫамрӑксем килеҫҫӗ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Пирӗн йыша ҫӗнетме кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ офицерсемпе салтаксем ярса пачӗҫ.Неожиданно нам прислали пополнение: нескольких офицеров и солдат.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кивӗ черкаскӑллӑ Теракпа Кубань казакӗсем темиҫе ҫын, Великокняжески станицӑран килсе лекнӗ икӗ калмӑк, пӗҫ кӑкӗ таранах вӑрӑм сунарҫӑ аттиллӗ латышпа йӑрӑмлӑ тельняшкӑсем, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ бушлатсем тӑхӑннӑ пилӗк матрос-анархист Фомин бандинчи ахаль те ула-чӑла йыша пушшех те тӗрлӗ тӗс кӳрсе чӑпарлатнӑ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чи малтан кунта рубежӑн сулахай флангӗнче тӑнӑ ротӑсем, пӗтӗм йышӗпе тенӗ пек, килсе ҫитрӗҫ, — хыпаланма юратман, лӳппертерех Журавский капитан, пуринчен ытларах ҫапӑҫнӑ пулин те, хӑй батальонӗнчи йыша лайӑхрах упраса хӑварнӑ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Эпир аннен улттӑн пулнине ӑнланса ил эсӗ, ыттисем пурте манран кӗҫӗн, пӗчӗкрех, анне чирлӗ, эпӗ пӗччен, ӗҫпе пиҫсе вилес пулсан та, ҫак йыша тӑрантараймастӑп!
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Урӑх вӑл нимле ӗҫе те хутшӑнмасть, ҫавӑнпа Агафья Матвеевна, малтанхи пекех, килти чӗрӗ маятник вырӑнӗнче: вӑл кухньӑра та, сӗтел хушшинче те йӗрке тытать, пӗтӗм йыша чей, кофе ӗҫтерет, пурин валли те ҫӗлет, кӗпе-йӗм тӗрӗслесех тӑрать, ачасене, Акулинӑна, дворнике асӑрхать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл та чӑрмавсӑрах ҫӗнӗ йыша кӗрсе кайӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Хӑвӑр йыша хутшӑннӑ арҫын ачана кӳрентерместӗр вӗт? — ыйтрӗ завуч аллине Женя хулпуҫҫийӗ ҫине хурса.— Вы ведь не будете обижать новенького, мальчишки? — спросила завуч положив руки на плечо Жени.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Газпромпа «Раҫҫейри чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществисӗр пуҫне ҫав йыша РОСНАНО, РусГидро тата Росатом евӗр хӑватлӑ организацисем кӗнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Калавра ҫав йыша никӗслекен этем «материалӗ» (чусти) Анемподист Никодимович сӑнарӗнче витӗр тапса тӑрать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Хайхи «юратаканнисем» кӗске вӑхӑт хушшинче пӗр йыша чӑмӑртанса хуҫа «тӗревӗпе иммунитечӗ» инкек пулса тӑраҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Вӑл чи малтанах пиллӗкмӗш суйлаври депутатсене тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ йыша лекнисене вара саламларӗ, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунчӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫакнашкал ротаци — уставпа пӑхнӑскер, йыша ҫуллен 10% кая мар улӑштараҫҫӗ — кӑҫал та ҫак йӗркерен пӑрӑнмарӗҫ.
Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Леонид Ильич шантарнӑ тӑрӑх — палӑртнӑ йыша хваттерпе тивӗҫтерес ӗҫ 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ.
Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Чӑваш Ене РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов хӑйӗн рейтингӗнчи топ-10 йыша кӗртнӗ.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Ҫак йыша кура вӗсене уйӑхсерен укҫа куҫарса паратпӑр.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫакнашкал пысӑк йыша Андрей Юрьевич АЛЕКСАНДРОВ ректор виҫҫӗмӗш ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.
Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17. ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18. анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28. ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29. акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30. ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31. ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫак ар ту ҫинчен аннине, вӑл хӑй патне тепӗр пысӑк йыша — тӑнӑҫлӑ халӑха — чӗнсе илнине куртӑм.12. После сего я видел того мужа сходящим с горы и призывающим к себе другое множество, мирное.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.