Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсенче (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Евгеньевич пӗр вырӑнта ларма юратмасть - пушӑ вӑхӑта пахчара ирттерет, ҫуллахи вӑхӑтсенче ҫырлана, кӑмпана ҫӳреме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Йывӑр вӑхӑтсенче пурӑнма ачӑр-пӑчӑрсемпех Василь-Новгорода е Кӑрмӑша куҫӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫри чи йывӑр самантсенче, чуна тунсӑх пуснӑ вӑхӑтсенче сахал аса илнӗ-и хӑйӗн юлташне Ахтупай?

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялти улахсенче, вӑйӑ картисенче пир ҫапнӑ вӑхӑтсенче пулса иртнисене кӑтартма ҫӳҫ-сухала типтерлени те чармастчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫыркалатӑп пушӑ вӑхӑтсенче.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн пур пек куланайпа ясака вӗсем ҫывӑхри исадсенче пурӑнакан хакимсем — хан представителӗсем патне леҫеҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне, васкавлӑ вӑхӑтсенче, ӑна ятарласа ҫак тӗллевпе килнӗ хан эшкерӗ тиесе каять; кунсӑр пуҫне, вӑл мӑрсасемпе алманчӑсене ялсенче куланайпа ясак пуҫтарма та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пушӑ вӑхӑтсенче Ахтупай алла ялан сӗрме купӑс тытрӗ, унпа темиҫе кӗвве (малтанлӑха чи ансатраххисене) авамах калама вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлтӑрта вӑл пурнӑҫри йывӑр вӑхӑтсенче хӑйӗн чун уҫҫийӗ пулса тӑракан шӑпӑра илчӗ, ун какӑрне тӑхӑнтарса вӗрсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку тӗрӗс те пулӗ, мӗншӗн тесен мӑрса ывӑлӗ Туканаш, вун саккӑра ҫитнӗ каччӑ, ашшӗ килӗнче пурӑннинчен ытларах хӑйӗн амӑшӗ хӳттинче пурӑнать, ҫавӑнпа та ывӑлне курас килнӗ вӑхӑтсенче е ӑна хӑйӗнпе пӗрле ӑҫта та пулин илсе кайма хатӗрленнӗ самантсенче Тукай ирӗксӗрех Ухтепи патнелле ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш кулнине пӑхмасӑр вал пушӑ вӑхӑтсенче юлан утпа ялан Арск хулине ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи йывӑр вӑхӑтсенче ман чӗреме юратупа асаттесем ҫинчен асӑнни хаярлантарма памастчӗ.

В самые сложные времена любовь и память о предках не позволяли моему сердцу ожесточиться.

«Манӑн тӑван, юратнӑ Чӑваш Ен…» // Пишу и не жужжу. https://t.me/ZHURNALIST_Komarova/197

Маларах та, хальхи вӑхӑтсенче пурнӑҫӑмӑрӑн терт-нуши те тӗрлӗрен аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp

Каникулта Шӗнерпуҫне таврӑннӑ вӑхӑтсенче вӑл тӑван халӑх ҫав-ҫавах нушаланса пурӑннине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Ҫак пӗчӗк пӳртне те вӑл халӑх ӗҫӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫӗрлехи вӑхӑтсенче килсе ҫитсен кӗрсе выртма ятарласах лартасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш литературинче ку жанр юлашки вӑхӑтсенче ҫеҫ вӑй иле пуҫларӗ-ха, мӗншӗн тесен пӗр ҫирӗм ҫул каялла чӑвашла романсене хӑйсене пӳрнепе шутласа тухма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫав вӑхӑтсенче Каша ял каччи Мӑля Сани, фронтран чипер, сывӑ таврӑннӑ хыҫҫӑн Кунтикав ялӗнче ветеринари фельдшерӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Вӑл вӑхӑтсенче 1-3 миллиард инвестицисем пуласси пирки кӑна шухӑшланӑ, пирӗншӗн ҫав тери пысӑк кӑтарту пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи пурнӑҫ таппи ыйтакан хӑватлӑ проектсене Чӑваш Енре пӑхса тухнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/paya ... sene-chvas

Вӗсен лагере хӑрушӑ вӑхӑтсенче сыхламалла пулнӑ, кунпа пӗрлех вӗсен индеецсем хӑйсен приказӗсене пурнӑҫланине асӑрхамалла пулнӑ.

Они Должны были защищать его в минуты опасности, а также следить за тем, чтобы индейцы выполняли приказы своих вождей и старшин.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӑл та халь эпӗ сана каланинех каларӗ: эсӗ кунпа хӑрушӑ вӑхӑтсенче кӑна усӑ кур, терӗ.

И сказал он мне то же, что сказал тебе я: пользуйся этой стрелой только в минуту крайней опасности.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Ҫак хура чула эпӗ юлашки ҫӗмрен йӗппи вӗҫне лартатӑп, — тенӗ старик, — эсӗ унпа ҫав тери хӑрушӑ вӑхӑтсенче кӑна усӑ кур.

— Этот черный наконечник я прикреплю к последней стреле, — сказал старик, — а ты пользуйся ею только в минуты крайней опасности.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех