Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсенче (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхи вӑхӑтсенче, тӑван ялӑмӑн лӑпкӑ урамӗсенче хӗрупраҫсем юрлама пуҫласан, ял ҫыннисемпе чылайччен калаҫса ларатӑп.

По вечерам, когда в притихшем селе раздаются песни девушек, долго беседую с односельчанами.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакна илтсен эпӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнтӑм та, пӑшӑрхантӑм та: ҫавнашкал кун Мускава куратӑп, анчах… ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтсенче фронтран уйрӑлса каймалла пулать-ҫке-ха.

Я был обрадован и смущён: увидеть Москву в такой день, но и покидать фронт в такое горячее время!

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ун чухнехи йывӑр вӑхӑтсенче Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанран пуҫласа Хура тинӗс патне ҫитичченех тӑсӑлса выртакан пысӑк фронт тӑршшӗпех пирӗн ҫарсем нимӗҫсен фашистла ҫарӗсене вӑйсӑрлатса пырассишӗн, вӗсене хамӑр Тӑван ҫӗршывран хӑваласа кӑларассишӗн хаяррӑн ҫапӑҫнӑ.

В ту тяжёлую пору на протяжении огромного фронта от Северного Ледовитого океана до Чёрного моря наша армия вела ожесточённые бои, чтобы, измотав немецко-фашистские войска, изгнать их из пределов нашей Родины.

16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хамӑр хушӑмӑрта нимӗн те пытарса тӑмастчӗ вара, каннӑ вӑхӑтсенче яланах хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен каласа пама юрататчӗ.

Души не чаял в своей семье и в часы отдыха любил говорить о сынишке.

3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир пурте савӑнатпӑр: ҫитес вӑхӑтсенче фашистсен ирсӗрӗсене Украина ҫӗрӗ ҫинчен те хӑваласа кӑларма тытӑнатпӑр!

Настроение приподнятое, радостное: скоро начнём и с украинской земли гнать фашистскую нечисть!

14. Ҫӗнӗ назначени // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каҫхи вӑхӑтсенче чылай вӑхӑт хушши тӑвансем ҫинчен калаҫатпӑр.

Вечерами долго разговаривали о родных.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӗвел ансах пырать, ҫакӑн пек вӑхӑтсенче гитлеровецсем пирӗн аэродромсем ҫине килсе тапӑнма юратаҫҫӗ.

Солнце уже стоит низко, у гитлеровцев это излюбленное время для налёта на наши аэродромы.

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

– Боевой заданине ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласси пӗлӳрен нумай килет, — тетчӗ вӑл час-часах, каҫхи вӑхӑтсенче пирӗн ҫемленккере калаҫса ларнӑ чухне.

— Успех выполнения боевого задания зависит от знаний, — часто говорил он, сидя по вечерам у нас в землянке.

6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирӗнпе час-часах калаҫнипе тата каҫхи вӑхӑтсенче пирӗн патӑрта общежитире пулнипе, замполит кашни лётчикӑн шухӑш-кӑмӑлне лайӑх пӗлсе тӑратчӗ.

Много беседуя с нами и часто бывая по вечерам у нас в общежитии, заместитель по политической части хорошо знал настроения каждого лётчика.

6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каннӑ хыҫҫӑн каҫхи вӑхӑтсенче Ленин пӳлӗмне пухӑнатпӑр, картта ҫинче ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсене паллӑ тӑватпӑр.

Вечером, отдохнув, мы собираемся в Ленинской комнате, у карты боёв.

9. Мускава! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пушӑ вӑхӑтсенче эпӗ хамӑн тӑван ялӑма аса илеттӗм.

В свободную минуту я переносился мыслью в родную деревню.

8. Хӑҫан фронта кайӑп-ши? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ирпе каҫхи вӑхӑтсенче кӑна вӗҫетпӗр.

Летали только рано утром и под вечер.

8. Хӑҫан фронта кайӑп-ши? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Фронт паракан васкавлӑ заказсене пурнӑҫласа, рабочисем ҫӗрлехи вӑхӑтсенче те заводсенчен тухмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, заданисене тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа тултараҫҫӗ.

Выполняя срочные заказы фронта, рабочие не уходят с заводов и ночью. Задания фронта выполняются невиданно быстро.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать, анчах ӗҫлессе вара мӗнпур халран тӑрӑшса ӗҫлетпӗр, пушӑ вӑхӑтсенче радио итлетпӗр.

Жизнь идёт всё так же размеренно, но работаем ещё больше и каждую свободную минуту слушаем радио.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Халичченхи пекех спорт упражненийӗсем нумай тӑватӑп, каҫхи пушӑ вӑхӑтсенче вулатӑп е Ленин пӳлӗмне каятӑп — кунта эпир кулленхи лару-тӑру ҫинчен хӗрсех калаҫатпӑр вара.

По-прежнему много занимаюсь спортом, а по вечерам, когда бываю свободен, читаю или иду в уютную Ленинскую комнату — там мы горячо обсуждаем текущие события.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӗрлехи вӑхӑтсенче икӗ-виҫӗ хут тревога пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ хам юлташсене ҫапла каларӑм:

После двух-трёх ночных тревог я предложил своим товарищам:

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каҫхи вӑхӑтсенче эпир Ленин пӳлӗмне пухӑнатпӑр.

Вечерами мы собирались в Ленинской комнате.

2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каникул мана пушӑ вӑхӑтсенче ялан вӗҫев ӗҫне вӗренме май пачӗ.

Каникулы позволили мне всё свободное время отдавать лётному делу.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑш чухне каҫхи вӑхӑтсенче ӗҫрен тухсан вӑл ман пата общежитине кӗрсе ларатчӗ.

Иногда по вечерам после работы он заходил ко мне в общежитие:

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каҫхи вӑхӑтсенче атте манпа час-часах вӗренме ӑҫта ярасси ҫинчен калаҫать.

Часто по вечерам отец заводит со мной разговор о том, куда мне пойти учиться.

1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех