Шырав
Шырав ĕçĕ:
Костя сайра та ҫутӑ куҫ хӑрпӑкӗсене выляткаласа, Лозневой сӑмахӗсене аран ҫеҫ тавҫӑрса, тӑнласа тӑчӗ.Помаргивая реденькими светлыми ресницами, Костя с трудом вдумывался в то, что говорил Лозневой.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ерофей Кузьмич сӑмса шӑтӑкӗсене выляткаласа, нумайччен ӑна хыҫалтан пӑхса тӑчӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чакнӑ чух условисем йывӑр пулсан… — вӑл куҫхаршийӗсене выляткаласа тепӗр аттине тытрӗ… — ҫав териех йывӑр пулсан, эп сире ҫак каҫӑ тӗлне чакса килме хушмастӑп.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл вӗҫкӗнленсе хӑяккӑн ларнинче, аллине выляткаласа, лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапкаласа пынинче, раснах тата унӑн йӗри-тавралла мӑнкӑмӑллӑн, кӑшт хӗсерех пӑхакан йӑлтӑркка хура куҫӗсенче — хӑй вӑйлине лайӑх туйни тата ҫамрӑклӑхӑн хӑйне хӑй шанса тӑрас йӑли палӑрать.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Марьяна кӗтес патне ҫитсен, вӑл васкамасӑр, йӗркеллӗн ҫӗлӗкне ҫӗклерӗ те пӑрӑнса ҫул пачӗ, унтан, урисене кӑшт саркаласа, пуҫ пӳрнисене пиҫиххи хушшине чиксе тата кинжалӗпе выляткаласа, каллех хӗре хирӗҫ тӑчӗ.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл каллех ҫӳҫенсе илчӗ, чӗтренине ирттерес тесе, хулпуҫҫисене выляткаласа илчӗ, чарӑна-чарӑна калаҫма пуҫларӗ:Он снова зябко поежился, пошевелил плечами, стараясь побороть дрожь, с перерывами заговорил:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл васкамасӑр лаши ҫинчен анчӗ, йӗвенӗн чӗлпӗрне инҫетре те мар ӳссе ларнӑ уртӑш тӗмӗнчен ҫыхрӗ, ҫаплах васкамасӑр алли-урине выляткаласа утса, ҫӗре алтса тунӑ кӑмака умӗнче аппаланакан стрепке патне пычӗ, хуллен сывлӑх сунчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лаши унӑн, тирпейлӗн тӗвӗлесе ҫыхнӑ хӳрине выляткаласа, васкамасӑр юртса пырать.Лошадь его, виляя подвязанным по-хозяйски хвостом, шла неторопко.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗн пирки килтӗн-ха? — Давыдов куҫхаршисене выляткаласа илчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗлет умнелле пуринчен малтан, хулпуҫҫисене маттуррӑн выляткаласа, кула-кула хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхкаласа, Дымок утрӗ.Первым пошел было к амбару Дымок, молодецки шевеля плечами, с улыбкой поглядывая назад.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Марина, чие ҫырли тӗслӗ тӗмпӗл-тӗмпӗл хӗп-хӗрлӗ йӗрсем тапса тухнӑ сӑн-питлӗскер, йӗппе тирнӗ пек яштах сиксе илчӗ те, анлӑ хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, хӑватлӑ кӑкӑрӗсене каҫӑртса, Любишкин ҫинелле тапӑнса пычӗ, ҫапӑҫма хатӗрленекен арҫын пек ҫаннисене тавӑрма тытӑнчӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл вирелле тураса вырттарнӑ ҫӳҫ тымарӗсем, таранах хӗрелсе кайрӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр тутисене выляткаласа илчӗ.Он побагровел до корней зачесанных вверх волос, молча пошевелил губами.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку вара аванах ыталать пулӗ, хӗрсем, — тесе хучӗ, именме пӗлмесӗр, салтак арӑмӗ Натали, сӑрланӑ куҫхаршисене выляткаласа.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Титок, пӑсаранни пек куҫӗсене выляткаласа, куланҫи пулчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ пӗр карчӑк кӗлетрен пӗр чара ҫӑнӑхпа пӗр купа ҫӑмарта илсе тухать; авӑ сасартӑк повар чӳречерен шывпа сапса арапкӑна, хӳрине ачашшӑн выляткаласа, тутине ҫулакаласа, куҫ сиктермесӗр чӳрече ҫине пӑхса выртакан йытта, йӗп-йӗпе тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан ҫӗрелле пӗшкӗнсе темле хулӑ илчӗ, ӑна аллинче выляткаласа шурлӑх еннелле утрӗ.Он наклонился, чтобы поднять с земли какую-то ветку. Помахивая ею, он пошёл по направлению к болоту,
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексее курсанах ҫак йытӑ, ытти чухне питӗ йӑваш пулмалласкер, пӗчӗк ачасемпе хӗрарӑмсем умӗнче хӳрине ачашшӑн выляткаласа ҫӳремеллескер, хӑрлатса шӑлӗсене йӗрчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950