Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑхсене (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Илтетӗн-и, тӑхлач, мусӑк? — ыйтрӗ выльӑхсене кӗтсе илме тухнӑ ватӑ кӗтӳҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI // .

Паллах, Степанӑн вӑрӑсемпе ҫыхланмалла пулман ӗнтӗ, анчах урӑх майпа вӑл йывӑҫ тупайман, выльӑхсене хӗл каҫарма вара ӑшӑ вите кирлӗ пулнӑ.

Конечно, Степану не следовало связываться с ворюгами, но иным-то путем он не достал бы лесу, и скоту негде было бы зимовать.

20 // .

Тусанланса пӗтнӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ хӗрарӑмсем выльӑхсене хӑвалаҫҫӗ, ҫул айккипе юланутсем пыраҫҫӗ.

Запыленные, черные от загара бабы гнали скот, по обочинам дорог ехали всадники.

LIX // .

Тыррине ҫӗр айне пытарччӑр, выльӑхсене Дон урлӑ иштерсе каҫарччӑр.

Хлеб пущай зароют, а скотину вплынь перегоняют через Дон.

LVIII // .

Петро тин анчах выльӑхсене апат пачӗ те, алси ҫумне ҫыпҫӑннӑ утӑ ванчӑкӗсене ирткелесе, пӳрте кӗчӗ.

Петро только что наметал скотине и вошел в курень, выбирая из варежек сенные остья.

XXIII // .

Каҫхине выльӑхсене апат пама тухрӗ те, ӗнтӗ ним шухӑшласа тӑмасӑр, начартарах капанри утта туртса купаларӗ.

Вечером вышел он метать скотине и, уже не колеблясь, надергал сена из худшего прикладка.

XV // .

Выльӑхсене ӑҫта чикӗпӗр тата?

А скотину куда денем?

XIII // .

Хӗвел юман ҫӳллӗш хӑпарать те — ҫавӑнтах таҫтан мурӗнчен шӑна-пӑвансем нӑйлатса тухаҫҫӗ, выльӑхсене аптратма пуҫлаҫҫӗ, унтан хайхи… —

А как станет солнце в дуб, заюжит овод, зачнет скотину сечь, — вот тут…

VIII // .

Курнӑ пулӗ кӗтӳҫ выльӑхсене симӗс курӑк ҫине хӑваласа тухнине: сывлӑм типсе ҫитиччен выльӑхсем аптрамаҫҫӗ-ха, чиперех ҫисе ҫӳреҫҫӗ.

Иной раз пастух выгонит табун на зеленку: покеда солнце росу подбирает, — скотинка ничего, кормится.

VIII // .

Выльӑхсене Очкурка сӑрчӗ айӗнче ҫитерӗпӗр.

Худобу будем кормить за Очкуркой.

XXII сыпӑк // .

Старикӗ ӑна, куҫҫульне шӑла-шӑла: «Епле ырӑ хуҫа пултӑр санран, хӑямат пуҫӗ, выльӑхсене ҫав тери хӗнетӗн пулсан?» — тет.

А старик ему со слезьми: «Какой же, грит, из тебя, к чертовой матери, хозяин будет, ежели ты так скотину бьешь?»

2 // .

Мелеховсен пӳртӗнчен тахӑшӗ картишне выльӑхсене пӑхма тухрӗ.

Из мелеховского дома кто-то вышел на баз проведать скотину.

12 // .

Выльӑхсене ку вӑхӑтчен те шӑварман, эсӗ мӗн пӑхса тӑратӑн, хӑрӑк тунката пек…

— Скотина до се непоенная, чего ж ты глядишь, такой-сякой?..

8 // .

— Картари выльӑхсене сутма… — Пантелей Прокофьевич пуҫне пӑркаларӗ.

— Скотину с базу сгонять… — Пантелей Прокофьевич крутил головой.

18 // .

Э-е… халӗ ӗнтӗ маншӑн та вӑл хӗрӗмпе пӗрех, — иксӗмӗр хӗрӗмӗре валли хатӗр-хӗтӗр ҫитерме… хулӑм укҫи… тӗрленӗ кӗрӗк, гетрпа калуш илсе парас пулать-ҫке-ха… капла пире кил-ҫуртри выльӑхсене илсе тухса сутма тивет.

А теперя оно все одно и моей дочери… для моей и твоей дочери такую кладку… опять же гетры с калошами и шуба донская… нам надо скотиняку с базу согнать и продать.

18 // .

Выльӑхсене тӑкӑрлӑка кӑларса ячӗ.

Выпустил на проулок скотину.

2 // .

Игнат Савельевич хӑнана эрех ӗҫтерчӗ, хӑйма ярса ӑшаланӑ чӑх какайӗ ҫиме сӗнчӗ; хӑй вӑл ҫулланса кайнӑ уссине якаткаласа, юратсах ӗҫсе-ҫирӗ; ҫанталӑк, юр тытнин усси ҫинчен, выльӑхсене хӗл каҫарасси, кашкӑрсене тытасси ҫинчен каласа пачӗ.

Игнат Савельевич угощал гостя настойкой, приглашал закусить жареной в сметане курятиной; сам и пил и ел охотно, поглаживая замасленные усы, и рассказывал о погоде, о значении снегозадержания, о зимовке скота, об охоте на волков.

XIV // .

Выльӑхсене хӑваласа аннине миҫе хут курнӑ Илья, епле ҫӑмӑл пулмалла — перо ил те ҫыр, анчах вӑл хут ҫине пӑхмарӗ те.

Сколько раз Илья видел перегон скота; казалось, что может быть проще — бери и пиши, но Илья даже не смотрел на бумагу.

XVIII // .

Вӑл кӗтӳ хӑваласа кӗртсе выльӑхсене хупма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Она уже успела пригнать стадо и убраться с скотиной.

III // .

Кӗтӳҫӗ хӑйӗн вӑхӑтне татса ӳтрен тухиччен пӑрахса кайнӑ та, выльӑхсене халь хӗрарӑмсемпе ача-пӑча черетлӗн кӗтнӗ.

Пастух, отслужив срок, до заговенья ушел, и гоняли скотину очередные бабы и ребята.

II // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех