Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑхсене (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхсене?! — куҫне чарса пӑхрӗ ентешӗ ҫине Йӑван.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Кӑҫал ӑнса пулсаччӗ вӑл пирӗн ялти пахчасенче. Хамӑр ҫисе йӑлӑхрӑмӑр та выльӑхсене пама тытӑнтӑмӑр…» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

«Кунта выльӑхсене ҫӳретмелле мар», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Выльӑхсене те тиркемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хур-кӑвакала, выльӑхсене те шыв питӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Ҫуллахи вӑхӑтра иртен-ҫӳренсем ал-урине те ҫавӑнтах ҫӑваҫҫӗ, выльӑхсене те шӑвараҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Выльӑхсене ял кӗтӗвне ямастӑр, уйрӑммӑн кӗтетӗр.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫак эрнерех тӳлесе тататпӑр, выльӑхсене ҫеҫ илсе ан кайӑр!

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗрхи сӑра уявӗ тӗлӗнче кӗтӳ кайма пӑрахсанах выльӑхсене килтен ҫитерме тытӑнмалла вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Анчах ҫапӑҫас тӗлӗшрен пирӗн флот тӑшманӗнчен нумай вӑйсӑртарах, — вӗсен кив хапхан ҫур пайӗ йывӑр крейсер вырӑнне шутланнӑ, кунсӑр пуҫне ҫӑмӑл миноносец пулнӑ, — вӑл выльӑхсене апат паракан йывӑҫ сырӑшран тунӑ кимӗ пекскерччӗ.

Но в боевом отношении он значительно уступал силам неприятеля, у которого имелась половина старых ворот, заменявшая тяжелый крейсер, и легкий миноносец, переделанный из бревенчатой колоды, в которой раньше кормили скот.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Выльӑхсене лайӑх хупнӑ, тӑрантарнӑ, ахаллӗн лӑпкӑн тӗлӗрес ҫук вӗсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр ирпе Сӑпани хуҫалӑхри ӗҫсене хӑпӑл-хапӑл туса пӗтерчӗ те, кӳрше каҫса, кил хуҫи арӑмӗнчен хӑй ҫук чухне выльӑхсене пӑхма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тамарик, яланхи пекех, выльӑхсене тӑрантарса витене хупрӗ, ӗнине суса сӗтне таса чӳлмеке ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Выльӑхсене апат панӑ хыҫҫӑн вӑл ҫывӑрма выртма хатӗрленчӗ.

Покормив скотину, она приготовилась лечь спать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Лена калаҫа-калаҫа выльӑхсене апат пачӗ, урамран Маринӑна чӗнсе кӗчӗ.

Лена, пока разговаривала, покормила скотину, и созвала с улицы Марину.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хирти выльӑхсене сиккипе чуптарса хӑваласа пыраҫҫӗ.

Рысью сгоняли скотину со степи.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӑвайт тӗтӗмӗсем курӑннӑ: унта ирхи пурнӑҫ пуҫланнӑ ӗнтӗ: кулеш тата ҫӗрулми пӗҫереҫҫӗ, выльӑхсене, вагонсем ҫумӗнчен вӗҫерсе, шӑварма илсе каяҫҫӗ, вагон площадкисем ҫине ача кипкисем ҫакаҫҫӗ…

Были видны дымки костров: там начиналась дневная жизнь, — варили кулеш и картошку, отвязывали скотину от вагонов, гнали на водопой, развешивали пеленки на вагонных площадках…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫынсем учӗсене сиккипе чуптарса, выльӑхсене чугунҫул хӗрринчен айӑккарах хӑвалаҫҫӗ.

Скакали верховые, отгоняя скот подальше от полотна.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каҫ еннелле вӑл пушшех вӑйланчӗ те чӑн-чӑн ҫил-тӑман пуҫланчӗ — чӳречерен пӑхсассӑн выльӑхсене тытакан картиш те курӑнмасть.

К концу дня снег повалил пуще прежнего, началась настоящая метель — из дома теперь нельзя было разглядеть скотный двор.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех