Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑхсене (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхсене аш-какай валли пусса тирпейличчен вӗсене ветеринари специалисчӗсене кӑтартмалла, аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн тин ҫиме юрать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Выльӑхсене ветеринари справки пулсан анчах сутӑн илме юрать, туяннӑ выльӑха 30 кун уйрӑм усранӑ (ҫав вӑхӑтра диагностикӑлла тӗпчевсемпе профилактика прививкисене тумалла) хыҫҫӑн анчах витери е фермӑри ытти выльӑхсемпе хутӑштарма юрать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Ҫав вӑхӑтрах вӑл выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчи ҫитменлӗхсем ҫинчен те аса илчӗ, уйрӑмах ҫамрӑк выльӑхсене сыхласа хӑварас ӗҫре специалистсенчен тимлӗхе ӳстерме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Нумай тарӑхтартӑн эсӗ мана ҫамрӑк йывӑҫсем ҫине выльӑхсене кӗртсе ярса, ҫапах та эпӗ сана юрататӑп…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Выльӑхсене гидролиз ҫӗприпе тӑрантарни анатра белок ҫитменнине саплама пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выльӑхсене белоклӑ апат мӗнле кирлине эсир пурте лайӑх пӗлетӗр…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унсӑр пуҫне эпир выльӑхсене гидролиз ҫӗприпе тӑрантаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— «Кӑҫал выльӑхсене мӗнле хӗл каҫарас?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

1963 ҫулта Тутар Республикине куҫса килнӗ, Зеленый Дол районӗнче выльӑхсене сиплес ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Ҫав кун вӗсене ҫур ӗмӗр каялла алла скальпель тытма тата выльӑхсене тӗрлӗ йышши операци тума вӗрентнӗ Петр Семенович Ливанов 93 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн 5 уйӑхран пурнӑҫран уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Ҫав шутпах ӗнер килти выльӑхсене артель картине хӑваласа килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа, артеле ҫырӑнасчӗ тесе, выльӑхсене малтанах леҫсе патӑм.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар выльӑхсене апат-мӗн парас пирки шутламарӗ, кайри пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхине выльӑхсене те урама хӑех хӳтерсе кӑларчӗ, вӗсене хӑваласа яма Ольӑпа Вовӑна хушрӗ, хӑй хапха умӗнчех тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ярах уҫӑ тӑракан хыҫалти алӑкран пахчана тухса кайнӑ выльӑхсене каялла хуса кӗртекен Хӗритун тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Выльӑхсене те кӗтӗве хӑваласа яратӑп, — хуравларӗ хӗрачи.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша тапранса кайиччен ашшӗ Ольӑна чӗнсе илчӗ те: — Хӗрӗм, ҫынсемпе пӗрле выльӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр та эпӗ киличчен шӑллусем патӗнчен ниҫта та ан пӑрӑн, — терӗ, ӑна пуҫӗнчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Выльӑхсене шӑвармалли пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрать, фермӑра ӑшӑ, ӗҫлекенсене валли те хӑтлӑ майсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Наркӑмӑшлӑ им-ҫам сапсан, клеверне выльӑхсене ҫитерме хӑрушӑ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех