Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫийӗнчех шуйттан пӗлсе ҫитет-и ӑна, сухаллӑ арҫурие: вӑл ача чухнех хӑйӗн йӗннине кӗрсе выртнӑ та хуппине хупнӑ, вӑт кӗрсе кур эс ун чунне, — асту кӗртӗ вӑл сана, кӗтсех тӑр!

Дьявол его сразу раскусит, этого бородатого лешего: он с детства залез в свою раковину и створки захлопнул, вот и проникни к нему в душу — пустит он тебя, как бы не так!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сан пиншакна илсе килтӗм эпӗ, тӑр, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллине вӗҫертесшӗн кӑшт ҫеҫ туртса.

— Я принесла тебе пиджак, вставай, — чуть слышно прошептала она, делая слабую попытку высвободить руку.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑватӑ ҫул каярах, налуксемпе хӗсме пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ, пӗр ҫӑмхана пуҫтарӑнчӗ, сиксе ӳкес ҫӗлен пек, халӗ колхозсем пулмасан тата налуксем пӗчӗкрех пулсан — Яков Лукич хӑйне кӑтартнӑ пулӗччӗ, кӗтсех тӑр!

Года четыре назад он присмирел, когда налогами стали жать, свернулся в клубок, как гадюка перед прыжком, а не будь зараз колхозов да поменьше налоги — Яков Лукич показал бы себя, будь здоров!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Е юнлӑ чахотка каять, е пӗр-пӗр сифилис тавраш ҫаклатать, кӗтсех тӑр!

Или скоротечную чахотку наживет, или ишо какой-нибудь тому подобный сифилис раздобудет, того и жди!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗтсех тӑр, кӗвӗҫнипе сивӗтет теме е урӑх мӗн те пулин шутлама пултарнӑ вӑл.

Чего доброго, он бы мог подумать, что я из ревности его отговариваю или ишо тому подобное.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эс вырсарникун ҫур литр эрех лартӑнах, пӗлсех тӑр!

А ты мне к воскресенью пол-литры водки выставишь, так и знай!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, эс шӳтлесе ан тӑр!

— Ну, ты без шуточек!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пыратӑп эп сана качча, кӗтсех тӑр!

Так я за тебя и пошла замуж, держи карман шире!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑратӑн сана, усала, тӗттӗмпе, кӗтсех тӑр!

Напужаешь тебя темнотой, нечистого духа, как же!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кай ҫӑва патне, ухмахла канашсем парса ан тӑр!

— Иди ты к черту со своими дурацкими советами!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗтсех тӑр, хуторти влаҫсем килсе ухтарӗҫ те, пӗтрӗмӗр вара!

Того и гляди, сделают у нас обыск хуторские власти, ну тогда пропали!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ун пек ирсӗр тӗлӗксем ырра мар. Инкеке кӗтсех тӑр!» — шутларӗ вӑл.

«Такие паскудные сны к добру не снятся. Быть беде!» — решил он.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ывӑлӑм, ан тӑр эс!..

— Не вставай, сынок!..

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Нагульнова ҫывӑрма хӑв патна илсе кай, асӑрхасах тӑр, ан ӗҫтӗр вӑл, — пӑшӑлтатрӗ Давыдов Разметнова.

— Возьми Нагульнова к себе ночевать, проследи, чтобы он не пил, — шепнул Давыдов Размётнову.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ячейка секретарӗ кӑна мар, парти членӗ те пулаймастӑн, пӗлсех тӑр ҫавна!

Ты не только секретарем ячейки не будешь, но и членом партии, так и знай!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех