Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Маккавей вара Никанор ун тӗлӗшшӗн сивӗннине, ахаль тӗлпулусенче те тӳрккесрех пулнине асӑрхаса, ку тӳрккеслӗх ырра пӗлтермест тесе шутласа илнӗ те хӑйӗн ҫыннисене сахалах мар пуҫтарса Никанортан тарса ҫухалнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Димитрий канаш пухӑвне чӗнсессӗн вара, унран иудейсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ мӗнлереххи ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл, ӑссӑр шухӑшне пурӑнӑҫламашкӑн меллӗ самантпа усӑ курса, ҫапла каланӑ: 6. иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вӗсен ҫулпуҫӗ — Иуда Маккавей, ҫавсем вӑрҫӑ майлӑ, пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑха тулӑхлӑ пулма памаҫҫӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Маккавей, хӑйӗн ҫарне темиҫе ушкӑна пайласа, Досифейпа Сосипатра вӗсене ертсе пыма лартса, Тимофее тапӑнма васканӑ, Тимофейӑн хӑйпе пӗрле ҫӗр ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пин те пилӗкҫӗр ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Маккавей, усси пултӑр тесе, Лисий сӗннипе йӑлтах килӗшнӗ, мӗншӗн тесессӗн Лисий ҫырӑвне, иудейсем пирки ҫырнӑ ҫырӑва, илнӗ хыҫҫӑн Маккавей ӑна мӗн сӗннине патша пӗтӗмпех ырланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Маккавей ҫыннисем пурте пӗрле ырӑ кӑмӑллӑ Турра тав тунӑ, чун-чӗрипелен ҫынсене анчах мар, хӑрушӑ тискер кайӑксене те, тимӗр хӳмесене те ҫапса салатмаллах хастарланса ҫирӗпленнӗ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Маккавей вара, чи малтан хӑй кӑрал тытса, ыттисене хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑйпе пӗрле кайса тӑванӗсене пулӑшма ӳкӗтленӗ; лешӗсем ҫийӗнчех унпа пӗрле ҫула тухнӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пиллӗкӗмӗш кунхине, тул ҫутӑлсан, Маккавей ҫыннисем ҫирӗм ҫамрӑк, ҫавнашкал усал сӑмах илтсе тарӑхса ҫитнӗскерсем, хӳме ҫине хӑюллӑн улӑхса кайнӑ та тӗл пулакана-пӗрне тискер кайӑкла хаяррӑн вӗлере-вӗлере пӑрахнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Маккавей ҫыннисем ҫак кереме тӑватӑ кун хушши хавхаланса хупӑрласа тӑнӑ.33. Бывшие с Маккавеем весело осаждали эту крепость в продолжение четырех дней.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Симона, Иосифа тата Закхее ҫавсене ҫавӑрса илме самаях пысӑк йышпа хӑварса, Маккавей хӑй кирлӗрех вырӑна тухса кайнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Маккавей вара хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле, Ҫӳлхуҫа ертсе пынипе, каллех Турӑ Ҫурчӗпе хулана йышӑннӑ, 2. ют халӑх ҫыннисем уҫӑ вырӑна туса лартнӑ чӳк парни вырӑнӗсемпе йӗрӗх ҫурчӗсене аркатса тӑкнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫилли ырӑлӑха куҫсассӑн, хӑй тавра йышлӑ халӑх пуҫтарса, Маккавей суя тӗнлисемшӗн ҫӗнтерейми вӑй пулса тӑнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иуда Маккавей вара, хӑйӗн ӑрӑвӗнчи вуннӑран пӗри, тасамарлӑхпа ҫыхланса ҫылӑха кӗрес мар тесе, пушхире тухса кайнӑ, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле ту хушшинче тискер кайӑкла курӑкпа тӑранса пурӑннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл тӑшмансене хыҫалтан виҫӗ ушкӑнпа ҫавӑрса илнӗ те, унӑн ҫыннисем кӗлтуса трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; 34. Тимофей ҫарӗ вара ку вӑл Маккавей иккенне тавҫӑрса илнӗ те унран ҫаврӑнса тарнӑ, Иуда вӗсене хӑваласа ҫитсе питӗ вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Тимофейӑн ҫав кун сакӑр пине яхӑн ҫын пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ ун вырӑнне унӑн Иуда ывӑлӗ — Маккавей теекенскер — тӑнӑ.1. И восстал вместо него Иуда, называемый Маккавей, сын его.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Иуда Маккавей вара, мӗн ачаран патвар та вӑйлӑскер, сирӗн ҫарпуҫӗ пултӑр, халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫтӑр.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн пилӗк ывӑл пулнӑ: Иоанн, Гаддис тесе чӗннӗскер, 3. Симон, Фасси тесе ят панӑскер, 4. Иуда, Маккавей тесе чӗннӗскер, 5. Елеазар, Аваран тесе чӗннӗскер, Ионафан, Апфус тесе чӗннӗскер.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1