Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпӗ сана суйласа илетӗп, эсӗ мӗн кӑмӑл тунине пурне те ху аллунта тытса тӑрӑн, Израиль патши пулӑн; 38. эхер те эсӗ Эпӗ мӗн хушнине пурне те уяса пурӑнсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтсене тытса тӑрса, Давид чурамӑм тунӑ пек, Ман ҫулпа ҫӳресе Мана юрӑхлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана, Давида туса панӑ пек, тӗреклӗ кил туса йӗркене кӳртсе парӑп, сана Израиле парӑп; 39. Эпӗ ҫакӑншӑн Давид йӑхне йӑвашлантарӑп, анчах ӗмӗрлӗхех мар, тет Турӑ, тенӗ Ахия пророк.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр кун ирхине, Давид вӑрансассӑн, Гад пророка — Давид витӗркуранне — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 12. пыр, Давида кайса пӗлтер: Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп; хӑв валли вӗсенчен пӗрне суйласа ил — сана ҫавӑ ҫитӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид патша Бахурим хулине ҫитсессӗн, акӑ унтан Саул йӑхӗнчи Гера ывӑлӗ Семей тухнӑ; вӑл усал сӑмахсемпе вӑрҫса пынӑ, 6. Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенӗ; пӗтӗм ҫын, пӗтӗм хӑюҫах вара [патшан] сылтӑм енче тата сулахай енче утса пынӑ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид патша патне «Турӑ саккунӗн арчишӗн Аведдара тата унӑн мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пилленӗ» тесе хыпар ҫитерсессӗн, Давид кайнӑ та Турӑ саккунӗн арчине Аведдар ҫуртӗнчен Давид хулине чаплӑн куҫарса килнӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул сӑннипелен Давида стена ҫумне пӑталаса лартасшӑн пулнӑ, анчах Давид Саулран пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ, сӑнни стенана тӑрӑнса ларнӑ; Давид ҫав каҫ тухса тарса ҫӑлӑнса юлнӑ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ионафан ӗнтӗ Давида чӗнсе илнӗ те ӑна ҫав сӑмахсене каласа панӑ, Ионафан вара Давида Саул патне илсе пынӑ, Давид ун патӗнче ӗнер, виҫӗмкун пурӑннӑ пекех пурӑннӑ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ; 5. Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул ҫапла шухӑшланӑ: ӑна Давида качча парсассӑн, вӑл Давидшӑн серепе пулӗ, вара Давид ҫинче филистимсен алли пулӗ, тенӗ.21. Саул думал: отдам ее за него, и она будет ему сетью, и рука Филистимлян будет на нем.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сидор пӳртри кашни ҫынна тӗсесе пӑха-пӑха тухрӗ те: — Кала-ха, Сӑпани, кам вал Давид? Давид Никифоров, — терӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Давид юлташӗ вилнӗ, Давид тарса хӑтӑлнӑ.
8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Господа, халь кӑна каларӗ вӑл сире, доктор Давид Матье «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрнӑ пулать, Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗ, Амбруаз Парэ больницинче аслӑ врач пулса ӗҫлекен ҫын, наука хӗвелӗ, чи хисеплӗ общество ҫынни Давид Матье ҫапла кӑшкӑрнӑ тенине илтсен, пирӗн, паллах ӗнтӗ, Матрӑна таҫтан килсе кӗнӗ шухӑшсем асаплантарнине ирӗксӗрех ӗненме тӳр килчӗ, урӑхларах каласан, ӑна ялан такам йӗрлесе ҫӳренӗн туйӑнать пулас.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
42. Ҫырура: «Христос Давид йӑхӗнчен, Вифлеемрен, Давид ҫуралнӑ ҫӗртен, килӗ» темен-им? тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иисус Навинпа пирӗн аттемӗрсем ҫав чатӑра Турӑ пирӗн аттемӗрсен умӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен ҫӗрне илсе кӗнӗ; Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫапла тӑнӑ; 46. Давид, Турӑ тивлетне илнӗскер, Иаков Турри валли Ҫурт тӑвасшӑн кӗлтунӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иосиф Давид килӗ-йышӗнчен, ун ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй валли ҫураҫнӑ Марийӑпа пӗрле Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеем ятлӑ Давид хулине ҫырӑнма кайнӑ; Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Иерусалимра пурӑнакансене хӳтӗлӗ, вӗсен хушшинчи чи вӑйсӑрри те ҫавӑ кун Давид пек пулӗ, Давид килӗ вара Турӑ пек, вӗсен умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пек пулӗ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давида вӗлересшӗн Саул унӑн ҫуртне сыхлаттарнӑ, Давид ҫакна ҫавӑн чухне ҫырнӑ.Писание Давида, когда Саул послал стеречь дом его, чтобы умертвить его.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.