Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑ сăмах пирĕн базăра пур.
утӑ (тĕпĕ: утӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрӑхра пӗчӗк мӑнуксемпе курӑк типӗтетпӗр — вӑл Миля патӗнче утӑ кӗртет.

С маленькими внуками в жару сушим траву - он сено таскает у Мили.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланасси уйӑх юлчӗ (утӑ уйӑхӗн 1-ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртет).

До Всероссийской сельскохозяйственной переписи остался месяц (проводится с 1 июля до 15 июля).

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Паян-ыран сенаж, утӑ хатӗрлеме тытӑнмалла.

Сегодня-завтра сенаж, сено нужно начинать готовить.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пӗрле ҫырла пуҫтарса компот вӗретесси, хӗл валли ҫӑка чечекӗ тытса типӗтесси, утӑ салатса пуҫтарасси йывӑр ӗҫ мар, ҫав вӑхӑтрах ҫамрӑк ҫын ӗҫе хӑнӑхать.

Вместе собрав ягоды скипятить компот, собрать цветы липы и высушить на зиму, уборка сена не трудная работа, к тому же молодой человек приучается к работе.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Утӑ тунӑ чухне пӗр-пӗрне шутсӑр пулӑшатпӑр.

Очень помогаем во время сенокоса.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӑна Белгород облаҫӗн Верхние Пены текен ялтан инҫех мар тӑватӑ хут амантнӑ.

14-го июля 1943 года неподалеку от деревни Верхние Пены Белгородской области его четырежды ранило.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫавӑнпа ӑна хӑтлӑх кирлӗ, паха утӑ ытларах хурса памалла.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Утӑ уйӑхӗ тӗлне хуҫасӑр лаптӑксене йӑлтах муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарасси ӑна та иккӗлентерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем хуҫасӑр ҫӗрсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

1. Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫакӑн пек кӑтартрӗ: акӑ Вӑл каю шӑтса тухнӑ чухне хӗрлӗ шӑрчӑк пултарчӗ, ҫав каю патша валли утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн шӑтса тухнӑччӗ.

1. Такое видение открыл мне Господь Бог: вот, Он создал саранчу в начале произрастания поздней травы, и это была трава после царского покоса.

Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Комбайн» колхозӑн иккӗмӗш бригадинче лаша кӳлсе тырӑ, утӑ, кӗлте, тислӗк турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Электроэнергишӗн 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хулара пурӑнакансен - 2,98 (кВт с.), ял ҫыннисен 2,09 тенкӗ тӳлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вара вӑтамран 4,4 процент ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Зоя, ҫемьере асли пулнӑ май, пӗчӗклех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ: утӑ ҫулнӑ, тырӑ вырса ҫапнӑ, суха пуҫне те алла тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кӗтӳре ҫӳремен тапхӑрта кашни сурӑх пуҫне 2 кг утӑ кирлӗ.

На каждую овцу, когда она не ходит в стадо, нужно 2 кг сена.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Унта туса илнӗ утӑ хӗл каҫмалӑх ҫитессе шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сӑмах май, фермӑра — 4 янавар, вӗсен вӑйӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланать, утӑ та, сенаж та турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫӗрулми хумалли путвал, утӑ типӗтмелли комплекс та хута кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех