Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче

Автор: Лариса Никитина

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хушнӑ: 2016.06.02 13:21

Пуплевӗш: 63; Сӑмах: 452

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ҫурхи ака-суха хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шӑпланнӑ уй-хир каллех техника кӗрлевӗпе тулчӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» хуҫалӑхра ешӗл курӑк ҫулаҫҫӗ.

Уя тухсан мӗн сас лайӑх?

- Ҫу кунӗсенче канма вӑхӑт ҫук. Ака-суха вӗҫленсенех выльӑх апачӗ хатӗрлеме тытӑнмалла. Хальлӗхе ҫитермелӗх кӑна ешӗл курӑк ҫулатпӑр, - каласа парать федерацин унитарлӑ предприяти ертӳҫин заместителӗ Николай Сергеев.

Хуҫалӑхӑн 250 сӑвӑнакан ӗне. Юлашки ҫулсенче сӗт-ҫу фермине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавна май сӑвӑм, пӑру илесси, чӗр тавар пахалӑхӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Иртнӗ ҫул ӗне пуҫне 5 пин литр ытла сӗт сунӑ. Кӗтӳ уй-хирте, ҫаран ҫинче ҫӳрет пулин те, каҫхине вӗсене ешӗл апат кӗтет.

- Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче. Лайӑх ҫитерсен сӑвӑм пысӑкрах, - пӗлтерчӗ Николай Михайлович. - Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех курӑк ҫулма тухнӑ. Анатолий Павлов «Рось-2» техникӑпа ҫулса вӗтетсе пынине Андрей Федоров водительпе Владимир Порфирьев механизатор фермӑна турттараҫҫӗ.

Куҫпа курнине мӗн ҫиттӗр тенӗн ӗҫченсем патне ҫула тухрӑмӑр.

– Сухалакан ҫӗр 4 пин гектар ытла. Кӑҫал ҫурхисем 1 пин гектар акса хӑварнӑ. Кӗрхисем те ҫакӑн чухлех йышӑннӑ. Вӗсем парка шӑтса тухнӑ. Лаптӑка кӑпӑшкалатса удобренипе апатлантарнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрулми 65 гектар лартрӑмӑр. Уй-хир ӗҫне 19 трактор хутшӑнчӗ. Чӑн та, ГСМ, удобрени, гербицидсем туянма укҫа ҫителӗксӗрри систерчӗ. Ҫанталӑк сивӗ тӑнипе лаптӑксем юларах типрӗҫ. Халӗ тепӗр чӑрмав - акнӑ-лартнӑранпа ҫумӑр йӗркеллӗ ҫумарӗ. Калчана ӳсме памасть. Тӑпрара нӳрӗк пур-ха. Вӑйлӑ ҫилпе вӑл та типсех пырать.

«Колос» хуҫалӑх уй-хирӗнче «хӗрӳ тапхӑр» тепӗр хут вӑй илнӗ темелле. Эпир ҫитнӗ тӗле ӗҫ шавӗ кӗрлет кӑна. Инҫех мар Александр Мочаловпа Алексей Богданов механизаторсем кӗрхисем акма ҫӗртме сухалаҫҫӗ. Виталий Семенов механизаторпа Сергей Варфоломеев водитель вара калчана гербицидпа сирпӗтеҫҫӗ.

Паян-ыран сенаж, утӑ хатӗрлеме тытӑнмалла. Ҫанталӑк типӗ тӑнипе 220 гектар ҫинчи люцерна ытлашши ҫитӗнеймен, самай лутра. Козлятник 150 гектар ҫинчен ҫулмалла. Вӑл ҫӑра, лайӑх вӑй илнӗ. Ку культура ҫуркунне, юр кайсанах шӑтма тытӑнать. Ӑна шӑрӑхрах ҫанталӑк хӑратмасть-мӗн. Выльӑх апачлӗх курӑксем 570 гектар йышӑнаҫҫӗ. Апла алӑ усса лараймӑн.

Пирӗн куҫ умӗнчех машина прицепӗ ешӗл апатпа тулчӗ. Хыҫҫӑнах трактор ҫитсе чарӑнчӗ. Пӗр самантлӑха та ӗҫ чарӑнмасть темелле. «Ҫанталӑк лайӑх чухне ӗҫлемелле, канма хӗлле те пулӗ», - терӗҫ хастарсем.

Лавне кура - ҫуни.

- Тупӑш выльӑх-чӗрлӗхрен кӑна мар, ӳсен-тӑранран та кӗрет. Ҫулсерен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 1800 тонна яхӑн сутатпӑр. Элита вӑрлӑха республикӑри хуҫалӑхсем те туянаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 1 килограмӗ 14-15 тенкӗпе кайрӗ, унӑн хӑйхаклӑхӗ 7 тенкӗпе танлашрӗ. 1 литр сӗт 18 тенкӗпе сутӑнать, хӑйхаклӑхӗ - 14 тенкӗ, - каласа парать Эдуард Митрофанов ертӳҫӗ. - Ял хуҫалӑхӗнче тӑкакӗ те самай. Акӑ кӑҫал ҫӗрулми йӳнелни нумайӑшне шар кӑтартрӗ. Кӗтмен чӑрмав тупӑнсах тӑрать. Укҫа тума, хамӑр ҫине шанса пурӑнма-ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Ҫуракине парӑма кӗмесӗр ирттерсе ятӑмӑр. Пысӑк ӗҫ тунӑ чухне кредитсӑр та май ҫук. Икӗ ҫул каялла сӗт-ҫу фермине юсаса ҫӗнетме Раҫҫей ял хуҫалӑх банкне 11 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗме тиврӗ. Унӑн процентне йӑлтах субсидиленипе кӑштах ҫӑмӑлрах. Ял хуҫалӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх отрасльне ура ҫине ҫӗклемесӗр аталанма кансӗр.

- Чылай ҫӗрте ҫӗрулми лаптӑкне чакарнӑ пулсан эсир ӳстернӗ.

- Хак ӳсессе шанса лартрӑмӑр. Тӗрӗссипе каласан вӑл йӳнелсе юласса унчченех пӗлнӗ. Сентре ҫинче пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, ытти ҫимӗҫ ҫителӗклех. Ҫавӑнпа малашне ҫӗрулми «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вырӑнӗнче пуласси иккӗлентерет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех