Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксени курчӗ: Авдотйӑн аллине тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ, кашнинех ӑна сӗртӗнсе, ун ҫине ӑшшӑн йӑл кулса пӑхас килнӗ пек, хулпуҫҫинчен силлерӗҫ, кӑшкӑрса темскер каларӗҫ.

Ксения видела, как Авдотье жали руки, трясли за плечи, кричали что-то, словно каждому хотелось дотронуться до нее, согреть улыбкой, взглядом.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ара мӗскер — пурте ухмаха тухман пуль-ҫке вӗсем!» — шухӑшларӗ Ксени, Черкашинӑн хумхануллӑ та хӑюллӑ питӗнчен пӑхса, хӑй тин ҫеҫ илтнинчен темскер тата усалраххи, хӑрушӑраххи пулассине туйнипе хытса кайса.

«Да что они все — с ума посходили?» — глядя на взволнованное, полное отчаянной смелости лицо женщины, подумала Ксения, замирая от предчувствия чего-то еще более недоброго и страшного, чем она только что слышала.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ вӑхӑтра, протоколне ҫырма пӑрахсах, Сыроваткин ура ҫине сиксе тӑчӗ — ҫӳҫӗсем тӑрмаланса кайнӑ хӑйӗн, хӗрлӗскер, вӑл сасси хӑйӑлтатакан пуличченех темскер кӑшкӑрчӗ, анчах ӑна, йӑпӑлти те путсӗр ҫын эсӗ, терӗҫ те сӑмахне хӑлхана чикмерӗҫ.

Бросив писать протокол, вскочил среди гвалта и криков Сыроваткин — взъерошенный, рыжий, сам что-то орал до хрипоты, но его обозвали холуем и не стали слушать.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫук, кунта темскер урӑххи!

Нет, тут что-то другое!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин доклад тунӑ чухне ун ҫырмалли нимӗн те ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл ячӗшӗн сӗтел ҫине пӗшкӗнет те кас-кас тарӑн шухӑша путать, качи пӳрнине чармакласа, тачка кантур кӗнеки ҫине темскер ҫыра-ҫыра хурать.

Писать ему, пока Лузгин делал доклад, было нечего, но он для виду склонялся над столом, глубокомысленно задумывался и, оттопырив мизинец, что-то писал в толстую конторскую книгу.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ворожневӑн тепӗр енче Федор Мрыхин куҫне хӗссе тӗксӗммӗн ларать, Мрыхин хыҫӗнче яланах чӗмсӗр Гневышева ӗне сӑвакан вӑтанчӑклӑн пӗкӗрӗлнӗ, унпа Ксени хушшинче Екатеринӑ Черкашина вырнаҫнӑ, — ывӑҫ тупанӗпе куҫне хупласа хучӗ ҫинче темскер чӗркелет.

По другую сторону от Ворожнева хмуро щурился Федор Мрыхин, за ним робко сутулилась доярка Гневышева, как всегда молчаливая и замкнутая, между нею и Ксенией поместилась Екатерина Черкашина и, заслоняя ладонью глаза, чертила что-то на листе бумаги.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени ҫынсен кушӑрканӑ, лӑпкӑ та ҫав вӑхӑтрах темскер кӗтекен пит-куҫӗсем ҫине темӗнле урӑхларах, тинкеререх пӑхрӗ, вӗсем ӑна, пӗр сехет каяллахи пек, нимӗнпе те интересленмен пек туйӑнмарӗҫ — ҫук, кашни пит-куҫра хӑйне май пурнӑҫ, хӑйне май шухӑш, кашни ҫын хӑйӗн сӑнӗпе уйрӑлса тӑрать.

Ксения всматривалась в обветренные, напряженно-спокойные лица с каким-то иным, обновляюще острым любопытством, и они не казались ей, как час тому назад, равнодушно-отсутствующими — нет, каждое лицо жило своей жизнью, своей мыслью, отличалось своим выражением.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темскер лайӑх мар пуласса сиснипе Егорӑн ӑш-чикки пӑтранса кайрӗ.

Все в Егоре зашлось от неприятной догадки.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добытин Егорпа пӗрле лав патне тухрӗ, темскер пӗлесшӗн ҫуннӑ пек, вӑл унран пӗрмаях Черемшанкӑ ҫинчен ыйтрӗ.

Добытин вышел вместе с ним к подводе и все расспрашивал о Черемшанке, словно норовил выпытать что-то важное для пользы дела.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юлашки кунсенче Черемшанкӑра тӗрлӗ сас-хура ҫӳрерӗ, тӗрӗслесен, вӗсем ытларахӑшӗ элек ҫеҫ, хӗрарӑмсем ухмахла сӳпӗлтетни ҫеҫ пулнӑ пулин те ку хутӗнче Егора вӗсенче темскер чӑнни те пур пек туйӑнчӗ.

В последние дни в Черемшанке ходили разные слухи, и, хотя на поверку большинство всяких слухов обычно оказывалось сплетнями и глупой бабьей брехней, на отот раз Егор улавливал в них что-то похожее на прайду.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Икӗ уйӑх иртрӗ ӗнтӗ илсе кайнӑранпа, темскер тӑсса пыраҫҫӗ, килсе памаҫҫӗ-ха.

Два месяца прошло, как взяли, и чего-то тянут, не отдают.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Паян Константинӑн темскер йывӑрри, салхулантараканни пулнӑ пулин те, вӑл ыранхи кун ҫинчен савӑнӑҫлӑн, шанчӑклӑн шухӑшларӗ.

И хотя в том, что Константин пережил сегодня, было и что-то тягостное и печальное, он думал о завтрашнем дне с радостью и надеждой.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович пӳлӗмне каялла таврӑнсан, унта Мажарова темскер сисмелле мар улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, килти савӑнӑҫлӑ хӑтлӑх вырӑнне темле ӗҫлӗ, кӑштах официаллӑ йӗрке пулса тӑнӑ.

А когда вернулся назад в спальню, в ней что-то неуловимо изменилось — вместо домашнего радушия и уюта царила уже деловая и даже чуть официальная атмосфера.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр сӑмахпа, темскер майлӑ мар кунта!..

В общем, значит, что-то неладно!..

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Апла пулсан, эпӗ темскер тӗрӗс тумастӑп, хама вӗсен умӗнче шанчӑксӑра кӑларнӑ…

Что-то, значит, я делаю не так, в чем-то упал в их глазах…

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пысӑк та ҫурри пушӑ ҫуртра темскер кӑшӑртатать, таҫта, пӗрре шӑпланса, унтан каллех хӑйӗн юррине пуҫласа, шӑрчӑк шухӑша кайнӑ пек чӗриклетет.

Большой, наполовину пустующий дом был полон таинственного потрескивания, где-то задумчиво свиристел сверчок, то затихая, то вновь заводя свою песню.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Константинӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, вӑл темскер ыйтасшӑн пулчӗ, анчах чӗлхи ҫӗтнӗ пек, тутисене ҫеҫ сиктеркелесе илчӗ.

У Константина перехватило дыхание, он хотел что-то спросить, но лишь пошевелил губами, словно парализованный.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

После надрывного стенания машины его мягко обняла тишина, какая бывает только поздней осенью в лесу, полная неясных шорохов, близкого побулькивания ручья, треска сучьев, непонятного писка.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени пит куҫне темскер пулчӗ — те хура куҫ харшисем авӑнса илчӗҫ, те тутисем чӗтренчӗҫ, те пичӗ ҫине тӗксӗм сӑн ӳкрӗ.

В лице Ксении что-то дрогнуло — то ли изогнулись черные брови, то ли губы, то ли прошла но нему смутная тень, и Константину показалось, что она узнала его, и душу его охватило смятение, почти испуг.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Васенӑ малалла аппӑшӗ патнелле ӳпӗнчӗ, ӑна мӑйӗнчен ытамласа тытса, пӑшӑлтатса темскер каларӗ, Ксени, хӑяккӑн ларса, ӑна пуҫне сула-сула итлерӗ, аялтан, щиток ҫинчен, кӗрен ҫутӑ ӳкнӗ, цыганкӑнни пек кӗре тӗслӗ питне кӑшт каҫӑртса, вӑл йӑл кула-кула илет.

Васена наклонилась вперед к сестре, обняв ее за шею, что-то вышептывала ей, а Ксения, полуоборотясь, слушала ее, кивала, улыбалась, чуть запрокинув по-цыгански смуглое лицо, освещенное снизу розоватыми бликами от щитка.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех