Шырав
Шырав ĕçĕ:
Корней вара чӗтрекен аллисемпе сентре юпинчен тата сентререн тытса, пысӑк та ырхан урисемпе пускаласа кӑмака ҫине улӑхса кайрӗ.И Корней дрожащими руками ухватился за столбик и за полати и полез большими худыми ногами на печь.
III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Франсуазӑна кӑшт аяккарах сирчӗ те, хӑйӗн пысӑк аллисемпе ӑна пуҫӗнчен тытса, ун ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Аллисемпе ярса тытнипе кинжал ун аллисене те касса ячӗ, анчах вӑл ӑна чарса лартаймарӗ.Она схватилась руками за кинжал, обрезала их, но не удержала.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ачан ытарайми илемӗ ҫине, унӑн пӗчӗк аллисемпе урисем, мӗнпур кӗлетки ҫине пӑхса, вӗсем сахалрах савӑнаҫҫӗ, сахалрах киленеҫҫӗ, ача чирлессинчен е вилессинчен хӑраса вара нумайрах асапланаҫҫӗ (чирлесен е вилсен — пушшех те нумай ӗнтӗ).
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, унтан аллисемпе питне сӑтӑрса илчӗ те калама пуҫларӗ:
III // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Феона пырать те, йӗрӗнчӗклӗн мӑшлаткаласа, аллисемпе ҫивӗччӗн сулкаласа, сӗтел ҫывӑхне пӗчӗк кавир сарса пӑрахать.Приходит Феона и, фыркая, резко махая руками, расстилает окола стола коврик.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Ноябрь уйӑхӗнче, пӗр тӳрккесрех сивӗ хӗрарӑм, врачсем Пневмония тесе чӗнекенскер, хӑйӗн пӑр пек сивӗ аллисемпе е пӗрне, е тепӗрне пыра-пыра тӗкӗнкелесе, колони тӑрӑх сулланса ҫӳреме пуҫларӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
— Пурте кирлӗ! — ӑнлантарчӗ Квейс, Лозневой ҫийӗнчи тумтире пурне те пӗр харӑс хывса илнӗ пек, аллисемпе ун тавра ҫавӑркаласа.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл кӗрт ҫинче авкаланать, е пӗр ҫӗре чӑмӑртанать, е йынӑшса аллисемпе урисене сарса пӑрахать.Он корчился в сугробе, то свертываясь в комок, то судорожно, со стоном разбрасывая руки и ноги.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Алевтина Васильевна кӑмака ҫинчен аллисемпе сулкаласа упӑшкине ҫутта сӳнтерме хушрӗ, чӳречесене карса хунине те вӑл пачах манса кайнӑ иккен.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ӑҫта та пулин урамра тӗл пулсан, вӗсем аякранах вара, пӑшӑрханнӑ пек, аллисемпе сулкалаҫҫӗ, пӗрле пулсан — ӳпкелешеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл е савӑнӑҫлӑ та мӑнкӑмӑллӑ, е кӑштах салху сӑнлӑ Татьяна чуптунине, аллисемпе тӗкӗннине, унӑн куллине, унӑн хӗрарӑмла ачашлӑхпа йӑлтӑртатакан куҫӗсем ҫиҫнине аса илсен, пӗтӗм кӑмӑл-туйӑм пушшех те ҫуталса кайнӑ, ун умне темскер ҫӗр ҫинче пулман япала тухса тӑнӑ…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— О! — Варвара Сергеевна аллисемпе пилӗкне тытрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чирлӗ чухнехи пек сӳрӗккӗн утса, вӑл вагона кӗчӗ, йӗпеннӗ ҫӳҫне якатрӗ, вара аллисемпе пуҫне чӑмӑртаса, утӑ ҫине выртрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Машина каялла чакрӗ, унтан пӗтӗм вӑйӗпе малалла ыткӑнчӗ, кӑштах чупса кайрӗ, чи кирлӗ тӗлте Викторпа Рагулин ӑна аллисемпе ярса тытрӗҫ те, .
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл кровать ҫинчен сиксе анчӗ те, хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе Иринӑна ярса тытса, ӑна ал вӗҫҫӗн пӳлӗм тавра ҫавӑркалама пуҫларӗ.Вдруг он слез с кровати и подняв своими крепкими руками Ирину начал на руках носить ее по комнате.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗн хӑвна ху? — Ирина ҫара та кӑпӑшка аллисемпе Сергее мӑйран ыталаса тытрӗ.— Что самому себя? — Ирина голыми мягкими руками обвила Сергея за шею.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Упӑтепе капитан ывӑлӗ мӗн хӑтланнине пӑхса палуба ҫинче пурте кулатчӗҫ, анчах ача вӗрене вӗҫертсе, аллисемпе хӑлаҫланкаласа кашта ҫине тӑрсан, хӑранипе пурте кӑнтса тӑчӗҫ.
Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.
Упӑте мачта урлӑ хунӑ кашта ҫине улӑхса ларчӗ, шлепкене хывса шӑлӗсемпе, аллисемпе турткаласа ҫурма хӑтланчӗ.Обезьяна села на первой перекладине мачты, сняла шляпу и стала зубами и лапами рвать ее.
Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.
— Федор Лукич! — кӑшкӑрчӗ вӑл, вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланса.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.