Шырав
Шырав ĕçĕ:
60. Вӑл вара йышлӑ ҫар пухса кайма шухӑшланӑ, хӑйӗн Иудейӑра пурӑнакан тусӗсем патне, вӗсем Ионафанпа унӑн ҫыннисене ярса илччӗр тесе, вӑрттӑн ҫырусем янӑ, анчах кусем ҫак ӗҫе тӑвайман, мӗншӗн тесессӗн Ионафан ҫыннисем вӗсем мӗн шухӑш тытнине пӗлсе ӗлкӗрнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак сӑмаха илтсессӗн, патша питӗ хытӑ хӑраса кайса пӑшӑрханса ӳкнӗ; хӑй шухӑшланӑ пек пулманшӑн хуйхӑрса, вырӑнӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та йӑлтах халтан кайса выртнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Даниил ытти аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсенчен пуринчен те ҫӳлте тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн унра аслӑ хӑват пулнӑ, патша ӗнтӗ ӑна пӗтӗм патшалӑх пуҫне лартма та шухӑшланӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫывӑх ҫынну ҫинчен хӑв ҫинчен шухӑшланӑ пек шухӑшла, кирек мӗн ҫинчен те тӗплӗ шухӑшла.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет.4. Выходит дух его, и он возвращается в землю свою: в тот день исчезают [все] помышления его.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах халӑхӑм Манӑн сасса итлемерӗ, Израиль Мана пӑхӑнмарӗ; 13. ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хӑйсен тӳрккес кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк патӑм, хӑйсем шухӑшланӑ пек ҫӳреччӗр терӗм.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнӗ ҫынна маннӑ пек, чӗрисем мана манчӗҫ; эпӗ ӗнтӗ — ҫӗмрӗк савӑт пекех: 14. хама нумайӑшӗ хӑртнине илтетӗп; вӗсем мана хирӗҫ каварлашнӑ чухне, манӑн чунӑма пӗтерме шухӑшланӑ чухне пур енче те — тискерлӗх.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Турӑҫӑм, айӑпа хӑвар вӗсене, вӗсем шухӑшланӑ шухӑшӗсемпех путланччӑр; ҫылӑхӗсем нумаййине кура пӑрах вӗсене: вӗсем Сана хирӗҫ тӑчӗҫ.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Турӑ мӗн кӑтартасси эсӗ шухӑшланӑ пек пулмалла-им?
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ чи малтан пулнине пултарнӑ, хальхине те, ун хыҫҫӑн пулнине те пултарнӑ, ӑсунта паянхине те, пулассине те пӗлнӗ, Эсӗ мӗн тума шухӑшланӑ, ҫавӑ пулнӑ та; 6. мӗн палӑртнӑ, ҫавӑ ҫитнӗ те каланӑ: эпӗ кунтах.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рагуил вара ҫав хушӑра тӑрса тухса виле шӑтӑкӗ алтса хунӑ, 10. вӑл ӗнтӗ: «ку та вилсе выртман-ши?» тесе шухӑшланӑ.Между тем Рагуил встав пошел и выкопал могилу, 10. говоря: не умер ли и этот?
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Яланах Ҫӳлхуҫа Турра мухта, Ӑна «мана чӑн ҫулпа ҫӳреме вӗрентсем, ӗҫӗмсене, шухӑшланӑ шухӑшӑмсене ӑнӑҫлӑ тусам» тесе тархасла, мӗншӗн тесессӗн тытӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесси нихӑш халӑх ирӗкӗнче те мар; мӗнпур ыррине Турӑ Хӑй ярса тӑрать, кама кӗҫӗне хӑварас тет, ҫавна Хӑйӗн ирӗкӗпе кӗҫӗне хӑварать.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кунхинех Товит Миди ҫӗрӗнчи Рага хулинче пурӑнакан Гаваила упраса усрама панӑ кӗмӗлӗ ҫинчен аса илнӗ те 2. хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла шухӑшланӑ: эпӗ хам валли вилӗм ыйтрӑм; мӗншӗн-ха хам виличчен ҫакӑн ҫинчен Товия ывӑлӑма каласа хӑварас мар? тенӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара пӗтӗм пуху: ҫапла пултӑр, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм халӑх ку питӗ тӗрӗс ӗҫ тесе шухӑшланӑ.4. И сказало все собрание: «да будет так», потому что это дело всему народу казалось справедливым.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анхус вара, Давида ӗненсе, ҫапла шухӑшланӑ: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Израиль халӑхне йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, малашне ӗмӗрлӗхех манӑн тарҫӑ пулӗ, тенӗ.12. И доверился Анхус Давиду, говоря: он опротивел народу своему Израилю и будет слугою моим вовек.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫав кун Саул нимӗн те каламан, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухнӑ, Давид таса мар, тасалма ӗлкӗреймен пулӗ тесе шухӑшланӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул ҫапла шухӑшланӑ: ӑна Давида качча парсассӑн, вӑл Давидшӑн серепе пулӗ, вара Давид ҫинче филистимсен алли пулӗ, тенӗ.21. Саул думал: отдам ее за него, и она будет ему сетью, и рука Филистимлян будет на нем.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.