Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑраниччен аттепе калаҫрӑм, хамӑн ҫемье пирки каласа патӑм...

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ҫакӑн пек лару-тӑру урӑх ан пултӑр тесе вӗренме кӗмелли экзаменсене октябрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн улӑштарма юраманни пирки саккун кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

Патшалӑх Думи апрелӗн 22-мӗшӗнчи пӗрремӗш вулавпа аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗмелли йӗркесене тата тӗрӗслев экзаменӗсене сыхласа хӑвармалли пирки саккун проектне йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

Апрелӗн 22-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи сентябрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗрентӳ программипе килӗшӳллӗн вӗренме йышӑнмалли йӗркене тата экзаменсене упраса хӑварасси пирки калакан саккун проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

«Кунта сипленмешкӗн чылайранпа ҫӳретӗп. Сыватмӑш тӗпрен илемленсе улшӑнни кӑмӑла ҫӗклет, тухтӑрсем лайӑххи савӑнтарать. 50 ҫулта чухнех мана операци тума юраманни, кун-ҫулӑм татӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кунти тухтӑрсем пулӑшнипе 78 ҫула ҫитрӗм. Тавах вӗсене», — пӗлтерчӗ Клавдия Митрошина.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йышӑнӑва килмелли ҫын кун пирки манса каясран СМС-пӗлтерӳпе аса илтерме пуҫланӑ хыҫҫӑн электронлӑ майпа тухтӑр патне маларах ҫырӑннисем пыман тӗслӗх иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 35 процентран кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 22 таран чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗн коллективра шӑпах ҫакӑн пек чунлӑ ҫынсем пухӑннӑ, пӗтӗмпе 32 ҫын ӗҫлет, — тет ҫӑкӑр завочӗн директорӗ Александр Никифоров. — Тата лайӑх ҫӑкӑр мӗнле ҫӑкӑр-ха вӑл? Ҫинӗ чухне кун пирки шухӑшлакан ҫук та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Хам пирки журналист теме хӑюлӑх ҫитерейместӗп эпӗ, — тет Владимир Сурков сӑпайлӑн. — Журналист вӑл — сӑмах ӑсти.

- Назвать себя журналистом у меня не хватает смелости, - говорит скромно Владимир Сурков. - Журналист он - мастер слова.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йӗлтӗр спортӗнче тата кросс чупассипе ӑстаччӗ пулин те вӗренӳ еннелле ытларах туртӑнчӗ, Мускав университечӗ пирки мӗн ачаранах ӗмӗтленетчӗ те.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Раҫҫей ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушар пирки вӗсене кӳршисем 00:59 вӑхӑтра пӗлтернӗ.

По сообщению главного управления МЧС России по Чувашской Республике, сообщение по пожаре получено от соседей в 00:59.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Ачасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать, вӗсем чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр тесе ӗмӗтленет.

Рассказывает детям о Великой Отечественной войне, мечтает о том, чтобы дети росли патриотами.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӗсемпе малалла мӗн тумалли пирки калаҫса выртнӑ хушӑра пӗҫӗрен амантрӗҫ.

Пока с ними лежа планировали дальнейшее действие, ранили в бедро.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 93 ҫул тултараканскер 70 ытла ҫул каялла хӑй ытти совет салтакӗ-офицерӗпе пӗрле мӗн курни-тӳснине питӗ лайӑх астӑвать, кашни самант пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултарать.

Он хорошо помнит, что пришлось пережить ему со всеми остальными советскими солдатами и офицерами 70 с лишним лет тому назад, может конкретно рассказать о каждом моменте, а ведь в конце мая ему исполнится 93 года.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Анчах вырӑсла шакӑртаттарса калаҫаканскерсем ҫак уяв пирки пӗлсех каймаҫҫӗ ахӑртнех.

Но те, кто уже заговорил по-русски, наверное, не знают об этом празднике.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Кунашкал пӗр ҫамрӑк пирки илтнӗччӗ.

Я слышал про такого молодого человека.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсене пӗрлештерме те пултарни пирки нумай пулмасть Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко сӑмах пуҫарнӑччӗ.

Напомним, с мнением о возможности объединения некоторых регионов Российской Федерации высказалась недавно спикер Совета Федерации Валентина Матвиенко.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Ҫамрӑк хӗрсем, эсир сӑмах мӗн пирки пынине ӑнкартӑр пулӗ-ха.

Девушки, вы поняли о чем идёт речь, наверно догадались.

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Ӑна музыкант Донбасс пирки калаҫни килӗшмен имӗш, вӑл Павел патне хыҫалтан пынӑ та пуҫӗнчен ҫапнӑ: «Куҫа-куҫӑн тытӑҫнӑ пулсан унӑн шанӑҫ пулмастчӗ — Паша хӑйӗншӗн тӑма пултаратчӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Статья пуҫламӑшӗнче «шӑппӑн кӑна ӗҫлеҫҫӗ» тесе акӑ мӗн пирки шахвӑртса каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех