Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илес (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Демка Ушаковран вӑрлӑхлӑх тырӑ хунӑ кӗлетсен ҫӑра уҫҫине туртса илес терӗҫ, анчах ӑна-кӑна чухлама пӗлекен Демка ҫынсем ҫапӑҫнӑ хушӑра халӑх ушкӑнӗнчен тухса шӑвӑнчӗ те правление чупса пычӗ.

У Демки Ушакова хотели отобрать ключи от амбаров с семенным зерном, но догадливый Демка во время драки улизнул из толпы, прибежал в правление.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пиртен пӗри, хум ан сарӑлтӑр тесе, хуллен кӑна шыва кӗрсе каять, мучин чи хӗрринчи вӑлтине ярса илес тесе, шыв айне чӑмать — ҫав вӑлтана шӑлӗсемпе шӑтӑрт ҫыртса илет те, тӗмесем айӗн каялла чӑмса тухать.

И один из нас потихонечку в воду слезет, чтобы волны не пустить, поднырнет под дедовы удочки, крайнюю леску схватит — жик ее зубами, перекусит и обратно под кустом вынырнет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет.

В нем внезапно проснулись небывалая гордость и обычно всегда свойственное ему желание прихвастнуть, показать, что и он, Щукарь, теперь выбился из бедноты и едет хоть на плохой, но зато на собственной лошади.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл колхоз ҫӗрне вакласа тӑкма, ӑна уйрӑм анасем ҫине пайлама тата кӗркунне туса ирттернӗ ҫӗрйӗркелӗве пӑсма юраманни, ҫавна пула ҫӗре кам ӑҫта илес тет ҫавӑнта касса пӑма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса парать.

Объяснял, что он не может наделять землей там, кому где захотелось, так как не может дробить колхозный массив, резать его на клинья и нарушать проведенное осенью землеустройство.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхозран тухнисем колхоз ҫӗрне каялла туртса илес хӑрушлӑх куҫ умне уҫҫӑнах тухса тӑчӗ.

Уже вставала во весь рост угроза захвата выходцами колхозных земель.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Большевиксен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса туртса илес пулать.

Надо рвать из-под большевиков землю.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара ҫурри чӗрӗ, ҫурри вилӗ хур амине Лапшинов карчӑккин шӑмӑллӑ хыткан аллисенчен туртса илес тенӗ чухне, хур амин ҫирӗп мар мӑйӗ патӑртах татӑлса кайрӗ, Лапшинов карчӑкки, сараппанӗ аркипе пуҫӗ урлах витӗнсе, крыльца ҫинчен кутӑн-пуҫӑн аялалла кӗмсӗртетсе анчӗ.

Вырвет полуживую гусыню из костлявых рук Лапшинихи, но вот в этот-то момент непрочная гусиная шея, тихо хрустнув позвонками, оборвалась, Лапшиниха, накрывшись подолом через голову, загремела с крыльца, гулко считая порожки.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать.

— Людей надо так подбирать, как добрый хозяин быков.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов пирус илес тесе, аллине тӑсрӗ, ҫав вӑхӑтра секретарь унӑн алӑ тӳрчӗ ҫинчи тӗксӗм кӑвак татуировкине асӑрхарӗ те усӑнчӑк тути кӗтессисемпе йӑл куланҫи турӗ:

— Давыдов протянул руку за папироской, и секретарь, уловив взглядом на кисти Давыдова тусклую синеву татуировки, улыбнулся краешками отвислых губ.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашнин хӑйне нумайрах илес килет, пӗр татӑксӑр тӑрса юласран сехрисем хӑпнипе пурте чӗтреҫҫӗ.

Всем хочется как можно больше, и все дрожат в горячке острой боязни остаться без куска.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫын кӗтет — хӑй те чухлаймасть вӑл мӗн кӗтнине, ун ӑшӗнче авалхи инстинкт вӑраннӑ, вӑл сывлать, кӗрешӳ ыйтать, икӗ ӳт пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳксе, юн пӗрхӗнсе тухсан, клетка тӗпне, пӑсланса, таткаласа тӑкнӑ этем ӳчӗ ыткӑнсан, хӑрлатнӑ тата кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсен, унӑн киленсе чӗтренсе илес килет…

Человек ожидает — не сознавая, в нем проснулся и дышит древний инстинкт, он требует борьбы, он хочет сладко вздрогнуть, когда два тела обовьются одно с другим, брызнет кровь, и на пол клетки полетит, дымясь, разорванное мясо человека, раздастся рев и крик…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ун аллинчи ҫатӑрласа тытнӑ факел ак халь йӑлкӑшса илес пек те, кӑвак тӗтӗме сирсе, йӗри-таврана хӗрӳллӗ те хаваслӑ ҫулӑмпа ҫутатса ярас пек туйӑнать.

Кажется — вот факел в крепко сжатых пальцах ярко вспыхнет, разгонит серый дым и щедро обольет все кругом горячим, радостным светом.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

— Анне, — тенӗ вӑл, — эсӗ мана ҫын умне курӑнма чаратӑн, эпӗ пӗчӗккӗ мар-ҫке ӗнтӗ, манӑн пурнӑҫран хама тивӗҫлине пӗтӗмпех илес килет!

— Мама, ты слишком заслоняешь меня от людей, а ведь я уже не маленькая и хочу взять от жизни свое!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ҫакна ӑнланса илес тесен, ӑна курас пулать!

Это надо видеть, чтоб понять!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Илес килмест-и?

Не хочешь?

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл, аллипе питҫӑмартине тӗрелесе, мана хирӗҫ ларчӗ, унӑн пысӑк куҫӗсем, шухӑшлӑ, ӑслӑ куҫсем, ерипен-ерипен ҫӑмӑл тӗтрепе хупланнӑн туйӑнчӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах палӑракан пулчӗҫ, вӑл, ман сӑмаха ҫав тери ӑнланса илес тесе, сывлама чарӑнчӗ тейӗн.

Он сидел против меня, подперши щеку рукой, и его большие голубые глаза, широко раскрытые, задумчивые и умные, постепенно заволакивались как бы легким туманом, на лбу всё резче ложились складки, он, кажется, удерживал дыхание, весь поглощенный желанием понять мои речи.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Мӗнпурӗ мана йӗрӗнтерет ун чухне; хама хам курайми пулатӑп, ҫынсене те; вилсе пӗтсен те — ахлатса илес ҫук!

И всё мне в ту пору противеет — и сам я себе становлюсь в тягость, и все люди; хоть помирай они — не охну!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тархасшӑн ҫыру ҫыр-ха хӑвӑртрах; ман ҫав тери санран ҫыру илес килет.

Напиши мне, пожалуйста, поскорее; очень мне хочется получить от тебя письмецо.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ниҫта та илес ҫук…

Нигде не возьмут…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпӗ сан ҫинчен, кӑвакарчӑнӑм, таҫта та лайӑх пӑшӑлтатса каласа патӑм, пӗр пуссӑр ӗҫлеме кӗрес тесен те — илес ҫук!

Я тебя, голубчика, везде так разрисовал, что, хоть ты даром просись, — не возьмут!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех