Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парне сăмах пирĕн базăра пур.
парне (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аҫу сана ҫуралнӑ кун ячӗпе парне панине — ҫичӗ ҫул каялла пулнӑ ӗҫе — бандитсем епле майпа пӗлме пултарнӑ?

И вообще, как бандиты могли узнать, что он подарил тебе что-то на день рождения, да еще и семь лет назад?

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗчӗкҫӗ телескоп, Расщепей пиллесе хӑварнӑ парне, ӗҫе пӗтӗмпех манӑн май татса пачӗ.

А маленький телескоп, который завещал мне Расщепей, окончательно решил дело в мою пользу.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Яра-куна вара ҫаплах магазинра ирттертӗм: Катьӑпа каллех уйрӑлмалла пулать те, ун валли мӗнле те пулин пӗр-пӗр парне туянасшӑнччӗ.

Весь этот день я провел в магазинах: мне хотелось подарить что-нибудь Кате, мы опять расставались.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ӗнтӗ сана парне тӑвас килет вӗсене.

Но теперь мне хочется подарить их тебе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саня, ҫак кӗнекесене эпӗ сана парне парасшӑн, — терӗ вӑл, кӑштах чӗтреннӗ сасӑпа.

— Саня, я хочу подарить тебе эти книги, — сказала она немного дрожащим голосом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манран вӑл парне туянма тесе хӗрӗх тенкӗ илчӗ те каялла тавӑрса памарӗ.

Он у меня сорок рублей взял, якобы на подарок, и не отдал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Михаил, сире шӑпа парне хыҫҫӑн парне кӳрет курӑнать...

Видать, Михаил, Вам судьба за подарком подарок даёт...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех