Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫул та пилӗк уйӑх пурӑнтӑм салтакра.

Семь лет и пять месяцев был в армии.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

1942 ҫулта Йӳҫкасси вӑтам шкулне пӗтерсе тухрӑм, ҫичӗ уйӑх хушши Панкли ял канашӗн секретарӗнче хут ҫырса лартӑм, 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче мана ҫара илсе кайрӗҫ.

В 1942 году закончил среднюю школу Юськасы, семь месяцев писал бумаги будучи секретарем сельского совета Панкели, в марте 1943 года меня забрали в армию.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ҫичӗ ҫултах атте виҫӗ лаша кӳлсе паратчӗ те «Ӑн-н-ну!» тесе анлӑ уйсем тӑрӑх тусан мӑкӑрлантарса сӳрелеттӗм виҫӗ сӳрепе.

В семь лет отец запрягал мне трех лошадей и понукивая с тремя бороной бороновал поднимая пыль над широкими полями.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Тая, мӑшӑрӑм, сана ҫичӗ ҫул мана пӗчӗкҫӗ ачана пӑхнӑ пек ачашласа пурӑннӑшӑн, ман юлташсене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн питӗ пысӑк тав.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫичӗ хут тӑшман хыҫне разведкӑна кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫичӗ класс пӗтернӗ Валентин Яковлев тата юлташӗсем Элшел айӗнчи вӑрмана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫемьери ҫичӗ пӗртӑванран Мария асли пулнипе кӗҫӗннисем пурте унӑн алли витӗр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫичӗ ҫул ҫӳретӗп машинӑпа.

Семь лет езжу на машине.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унчченхи пысӑк коллектив та самай сайралнӑ, техперсоналпа пӗрле пурӗ те ҫичӗ ҫын кӑна халӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Июнӗн 27-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче, унти «Трудовые резервы» стадионта ҫичӗ пин ҫын уява хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫичӗ класс пӗтернӗ чӑваш хӗрӗ Челябинск облаҫӗнчи Златоуст хулинчи ҫар заводӗнче 3 уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн унтан пӗр документ илмесӗрех килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вӑрҫӑ пуҫлансан Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗн хӗрӗ Агафья вун ҫичӗ ҫул ҫеҫ тултарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Паттӑрсен «Атлас чулне» те йӑтмалла, 120 килограмлӑ баллона та, 300 пӑтлӑ покрышкӑна та ҫӗклемелле, ҫичӗ тоннӑллӑ грузовика та вырӑнтан хускатмалла...

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫрӑр пулин те ӳркенместӗр.

- Хотя вам уже больше семидесяти, вы все же не ленитесь.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Паллах, ҫакӑн йышши конкурссене хутшӑнас тесен чи пӗчӗккисен те ҫичӗ ала витӗр тухма тивет.

Куҫарса пулӑш

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Завод проектне хатӗрлеме пуҫӑниччен Хусан специалисчӗсем ҫичӗ ҫӗршыва кайса вӗсен опычӗпе паллашнӑ пулин те тӗслӗхе Липецк хулинех илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫапах та вӑл ҫичӗ класс пӗтеретех.

Все же он закончит семь классов.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланнӑранпа ҫичӗ кун иртрӗ.

С начала Всероссийской сельскохозяйственной переписи прошло семь дней.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унта ЧПКн ҫичӗ студенчӗ хутшӑнчӗ.

В нём приняли участие семь студентов ЧПК.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Сакӑр кун хушшинче ҫичӗ концерт лартрӑмӑр.

За восемь дней дали семь концертов.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех