Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлхаллӑ (тĕпĕ: хӑлхаллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку — ашшӗ пиншакне тӑхӑннӑ, пуҫне хӑлхаллӑ ҫӗлӗк пусса лартнӑ, салтак сумкипе, Вася Силов иккен.

Это был Васька Силов, в отцовской куртке, в шапке-ушанке, с добротной солдатской сумкой за плечами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӑр ҫинче ӑна хӑлхаллӑ тӑмана хӑваласа ҫитнӗ.

На льду реки его настигла ушастая лесная сова.

Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Вӑл ашшӗн вӑрӑм кивӗ пиншакне тӑхӑннӑ, пуҫне хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Он был в старой отцовской куртке, доходившей ему до колен, и в шапке-ушанке.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кирилл та, Миша та васкамасӑр утать, уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ тейӗн ӗнтӗ: малта редактор пырать, хура кӗрӗкпе вӑл, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗпе; ун хыҫҫӑн — Артамонов, кӑҫатӑпа вӑл, кӗске кӗрӗкпе, кубанка ҫӗлӗкне чалӑштарарах тӑхӑннӑ.

Кирилл с Михаилом шагали неторопливо, словно прогуливаясь: впереди — редактор, в черной шубе и шапке с ушами, сзади — Артамонов, в валенках, меховой куртке и кубанке, сдвинутой набекрень.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Хӑйне япӑх ҫутатнӑ калама ҫук пысӑк пӳлӗм курӑннӑ пек туйӑннӑ ӑна, унта хӑрушла пысӑк япаласем туллиех пулнӑ; пӳлӗмӗн икӗ енӗпе те тӑсӑлакан пӳлмексем тата решёткӑсем хыҫӗнчен хӑрушла тискер сӑн-пуҫсем: лаша пичӗсем, мӑйракаллӑ, вӑрӑм хӑлхаллӑ питсем тата пӗр темӗнле шыҫмак, калама ҫук тискер пит пӑха-пӑха илнӗ.

Ей показалось, что она увидела громадную, плохо освещенную комнату, полную чудовищ; из-за перегородок и решеток, которые тянулись по обе стороны комнаты, выглядывали страшные рожи: лошадиные, рогатые, длинноухие и какая-то одна толстая,

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Кивӗ клеенка сарнӑ сӗтел хушшинче ҫӗнӗ штаб начальникӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ ватӑла пуҫланӑ офицер, тӑнлавӗсенчи ҫӳҫӗ йӑлтах кӑвакарнӑ, ачанни пек урлӑ хӑлхаллӑ Андреянов полковник ларать.

За столом, покрытым ветхой клеенкой, сидел новый начальник штаба, полковник Андреянов — пожилой курносый офицер, с густою проседью на висках и с мальчишески оттопыренными, крупными ушами.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Акӑ ӗнтӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑварӗсене чӗмсӗррӗн уҫса хунӑ ҫынсем, васкавлӑн такӑна-такӑна чупса, пӑшал сассисем ҫинелле талпӑнса килни, винтовкисене пеме хатӗр тытса чупни те курӑнать.

И вот уже видно, как спотыкающимся быстрым шагом идут, идут, подходят на выстрел, бегут с винтовками наперевес люди в ушастых шапках, с безмолвно разверстыми ртами.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӳрече янаххине ачан шӑнса кайнӑ хӗрлӗ пӳрнисем хӑвӑрт ҫатӑртаттарса ярса тытрӗҫ, унтан хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне куҫӗсем ҫинех пусса лартнӑ пуҫ курӑнчӗ, тепӗр самантран Дымшаковӑн кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн тӗк тӑма пӗлмен, пысӑк, шурӑ куҫӗсемпе Корней ҫине пӗртте мӑчлаттармасӑр, шӑтарас пек пӑхрӗ.

По подоконнику зашарили быстрые, цепкие и красные от холода детские руки, потом показалась голова с нахлобученной на самые глаза шапкой-ушанкой, и через мгновение Дымшаков-младший уже в упор, пе мигая, смотрел на Корнея диковатыми глазами с яркими белками.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Константин ваткӑллӑ кӑвак шӑлаварпа ватник тата ҫӗнӗ сӑрӑ кӑҫатӑ тӑхӑннӑ, хӑлхаллӑ ҫемҫе тир ҫӗлӗке пуҫ тӳпине куштанларах лартнӑ.

Константин был в серых стеганых штанах, такой же теплой стеганке, новых серых валенках и пушистой шапке-ушанке, с каким-то нелепым ухарством надетой на самую макушку.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Застава начальникӗ, вӑлах дружинӑри 3-мӗш взвод командирӗ, — хӑмӑртарах кӗске сухалне касса тикӗсленӗ, пысӑк та ачанни пек чармак хӑлхаллӑ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ типшӗм унтер-офицер, — аллине кивелсе кайнӑ наган кобури ҫине хурса, кӗпер патӗнче тӑчӗ.

Начальник заставы, он же командир 3-го взвода дружины, — высокий сухой унтер-офицер с подстриженной бурой бородкой и большими, по-мальчишески оттопыренными ушами, — стоял около моста, положив ладонь на потерханную кобуру нагана.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑн та — ав еплескер, ачалла алӑллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, тӗрекленсе ҫитеймен ҫинҫешке мӑйӗ ҫинче анчахрах кӑна карланки мӑкӑрӑлма пуҫланӑ пысӑк арҫын ача кӗлетки выртать.

Лежит этакое большое дитя с мальчишески крупными руками, с оттопыренными ушами и зачатком кадыка на тонкой, невозмужалой шее.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорирен кӑшт аяккарахра тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе симӗс кӗрӗк тӑхӑннӑ урядник сиктерсе пырать.

Сбоку от Григория скакал знакомый урядник в лисьем треухе, в защитном полушубке.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевичӑн хӑлхаллӑ мулаххайӗ хӗрлӗн курӑнать; Пехотӑна ытларах стариксемпе ӳссе ҫитмен ҫамрӑксем лекнӗ.

Краснел треух Пантелея Прокофьевича; В пехоте гуляли большинство стариков и молодятник.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Граммофон шӑнса пӑсӑлнӑ саслӑн хӑйӑлтата-хӑйӑлтата хӑркӑлтатрӗ (трубан сарлака ҫӑварне ут чӗрнисем айӗнчен вӗҫекен юр чӑмаккисем сирпӗне-сирпӗне кӗчӗҫ), пысӑк хӑлхаллӑ мулаххай тӑхӑннӑ пулеметчик, трубана тимсӗррӗн шӑлкаласа, граммофонӑн чӗнтӗрлесе эрешленӗ йӗкине (ручкине) пулемет затыльникӗн тыткӑчипе ӗҫленӗ пекех хӑюллӑн ҫавӑрса аппаланчӗ.

Граммофон хрипел и харкал (в широкую горловину трубы попадали снежные ошметья, летевшие с конских копыт), пулеметчик в сибирской ушастой шапке беспечно прочищал трубу и орудовал резной ручкой граммофона так же уверенно, как ручками затыльника.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Усӑк хӑлхаллӑ, ӗҫке ернӗ перхелей сӑнлӑ Мамонтов генералӑн тин кӑна хыртарнӑ питҫӑмартийӗсем тӗссӗр кӑваккӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ытти чухне яланах юлахай пулнӑскер, хальхинче вӑл хӑйне типтерлӗ те кӗрнеклӗ тытать, ытти офицерсем хушшинче перрон тӑрӑх каҫӑрӑлса утса ҫӳрет.

Вислоусый, пропойского вида генерал Мамонтов, обычно неряшливый, но на этот раз подтянутый, блистающий сизым глянцем свежевыбритых щек, ходил по перрону, окруженный офицерами.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Чумаченкӑна ӑшӑ пулчӗ, вӑл хӑлхаллӑ калпакне хыврӗ.

— Чумаченке вспотел, он снял шапку-ушанку.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хывса сулкалама пуҫларӗ.

Он снял шапку-ушанку и начал размахивать.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав вӑхӑтра Паша аппа килне Кондратьев пырса кӗчӗ, ҫӳллӗ кӑҫатӑпа, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе, пӗрӗмлӗ кӗрӗкпе хӑй.

В это время в дом тети Паши вошел Кондратьев в высоких валенках, в шапке-ушанке и в шубе со сборками на поясе.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иван Алексеевич анчахрах кӑна юлташлӑ пулнӑ ҫыннӑн ухмахла чалӑштарса пӑрахнӑ куҫӗсем ҫине, сухӑр сӗрнӗ пек ҫӑтӑ выртакан ҫӳҫлӗ, ӑвӑсран касса ҫыпӑҫтарса хунӑ пек хӑлхаллӑ пуҫӗ ҫине шиклӗн сехӗрленсе пӑхрӗ.

Иван Алексеевич с ужасом смотрел в безумно-раскосые глаза недавнего товарища, на голову его с плотно прилегшими волосами и восковым слепком ушей.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Часах вӑл кӗҫӗн лейтенантсем патне ҫитрӗ, улттӑмӗш хӑма ҫинче чӑмӑр питлӗ, вӗрсе хӑпартнӑ пек кӳпшек питҫӑмартиллӗ, кулса тӑракан куҫлӑ, пысӑк хӑлхаллӑ паллакан ҫын сӑнне курчӗ.

Вскоре он подошел и к младшим лейтенантам, на шестом щите увидел знакомое круглое лицо, с толстыми щеками и смеющимися глазами.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех