Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн хӑйӗншӗн тата тепӗр йывӑрлӑх пулнӑ: юлашки вун пилӗк ҫул хушшинче вӑл промышленноҫра ӗҫленӗ, пысӑк металлурги гиганчӗн пуҫӗнче тӑнӑ, унта пурне те урӑх виҫепе виҫнӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней ҫавӑнпа Аникей патшалӑха усӑ кӳрессишӗн мар, хӑйӗншӗн ытларах тӑрӑшнине пӗлнӗ пулсан та, тавлашман: инструкторпа чунтан калаҫас килмен унӑн, мӗншӗн тесен вӑл Корнейпа тӑнлӑ-пуҫлӑ ватӑ ҫынпа мар, нимӗн те ӑнланман пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапла хӑйӗншӗн тӑма пӗлекен ҫынсем ӑна яланах килӗшнӗ.Ему всегда по нраву были люди, готовые бороться за свои идеи.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗнтӗ вӑл пурнӑҫ тытӑмӗ темле пачах урӑх, хӑйӗншӗн тӑшманла вӑй аллине кӗрсе ӳкнине пӗтӗм чунӗпеле туйрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав япаласене вӑл, тарлӑ ал тупанӗ ҫине хурса, Аксинья еннелле тӑсрӗ те, Аксинья вара мӗскӗн кулӑ илемсӗрлетнӗ хӑйӗншӗн ют сӑн-пит ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑс халӑхӗн чӑн-чӑн ывӑлӗ хӑйӗн постӗнче пуҫне хурать, тӑван ҫӗршыв ячӗпе хӑйӗншӗн чи хаклине — пурнӑҫне парать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хула пурнӑҫӗнчен ютшӑнма ӗлкӗрнӗ Листницкий кулнӑ сасӑсене, автомобильсем кӑшкӑртнине, хаҫат сутакансем ҫухӑрашнине — хулара пин-пин сасӑллӑн янлакан мӗн пур шӑв-шава савӑнӑҫлӑн итлесе утрӗ, ҫав яка тумланнӑ ҫынсен ушкӑнне хӑйӗншӗн ҫывӑха хунӑ ҫӗртенех иккӗленчӗк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫиппине салтса яма пикенчӗ:
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах ҫак тӗрӗс шухӑш кайран хӑйӗншӗн йывӑр та тертлӗ пулма пултарасси ҫинчен Марийка шутламан та.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫӗр пӳрт тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ, хӑйӗншӗн ӑнсӑртран хӳтлӗх пулнӑ ҫӗр пӳртӗн чӗтрекен стенисем ҫумне пичӗпе лӑпчӑнса, хӑйӗн вилӗмне кӗтрӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл хӑй те мӗн пирки кӳреннине калама пултарас ҫук; сасартӑк пуриншӗн те, хӑйӗншӗн те хӑраса ӳкрӗ тата Володя Дубинин — ҫав тери хӑюллӑ, нимӗнрен хӑраман Володя, Светлана шутланӑ тӑрӑх, чӑн-чӑн паттӑр ӗҫ тума пултаракан Дубинин, сасартӑк, палӑрса тӑман темиҫе ҫӗр ачасем пек, хирӗҫ пӗр сӑмах каламасӑр, амӑшӗпе пӗрле хӑрушлӑхран аякка каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑйӗншӗн те, ыттисемшӗн те ҫапӑҫнӑ вӑл, пурин те пултӑр тенӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑйӗншӗн ҫеҫ-и?
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах вӑл хӑйӗн ролӗнче ытла та ӑста артист пулнӑ, унӑн Вера Павловнӑпа ташлас килмен, вӑл ҫавӑнтах ҫавна асӑрхама пултарнине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа вара кӑшт иккӗленсе тӑнинчен, Вера асӗнче, — ку иккӗленӳ; Вера Павловнӑна та, никама та пырса тивмен, — пӗчӗк, чи ҫӑмӑл ыйту кӑна тӑрса юлчӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ илсен, ҫав ыйту, хӑна-юрӑҫӑ пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, ҫав хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатман пулсан та, Верӑшӑн хӑйӗншӗн те паллӑ мар пулса юлнӑ пулӗччӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Крюковӑшӑн тӑрӑшни, унтан ун ҫинчен аса илнисем Кирсанова улталарӗҫ: ӑна халӗ хӑйӗншӗн Вера Павловна ҫинчен шухӑшлас хӑрушлӑх ҫук пек туйӑнчӗ; Вера Павловна Крюкова патне ҫӳресе хӑйӗнпе калаҫнӑ чухне Кирсанов унпа тӗл пуласран пӑрӑнмарӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Лопухова сирӗн арӑм питӗ хитре тесе саламларӗ те каллех хӗрсе кайрӗ: «Ҫук, пирӗн сирӗн туя уявласа ирттерес пулать»; хӑвӑртрах ирхи апат лартма, шампански пама хушрӗ, Верочкӑн хӑй туйӗшӗн ҫур стакан, хӑй мастерскойӗшӗн ҫур стакан, Жюлишӗн хӑйӗншӗн ҫур стакан ӗҫмелле пулчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫын вӑл ҫапла ҫав, хӑй ӗҫӗ ҫинчен вӑл пӗтӗмӗшле правило хушнӑ пек шухӑшлама пултараймасть; унӑн хӑйӗншӗн урӑхларах тӑвас килет.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем хӑйӗншӗн мӗне пӗлтерни хака чакарма шанчӑк пурри — вӑл Дмитрий Сергеич ҫинчен (Лопухов ҫинчен мар, Дмитрий Сергеич ҫинчен) мӗн шухӑшланине хирӗҫ пынӑ, вӑл Дмитрий Сергеича ытлашши хапсӑнакан каскӑн ҫын тесе шутланӑ: укҫашӑн ҫунакан ҫын эпир чухӑн пулнишӗн хака мӗншӗн чакартӑр-ха?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем хӑйӗншӗн мӗне пӗлтерни енчен илсен, урӑхла каласан, уроксемшӗн сахалрах тӳлесе укҫа перекетлесси енчен илсен, Марья Алексевнӑн ӗҫӗ вӑл хӑй ӗмӗтленнинчен ӑнӑҫлӑрах пулчӗ; тата икӗ урокран, Марья Алексевна вӗсем пуян ҫынсем пулманни; ҫинчен калаҫма пуҫласан, Дмитрий Сергеич хаклашма пуҫларӗ, нумайччен килӗшмесӗр тӑчӗ, нумайччен виҫӗ тенкӗрен катмасӑр тӑчӗ (ун чухне виҫӗ тенкӗлӗх укҫасем пулнӑ, урӑхла каласан, астӑватӑр пулсан, 75 пус тӑракан укҫасем), Марья Алексевна хӑй те унтан ытларах йӳнетессе шанманччӗ, анчах, кӗтмен ҫӗртенех, урокшӑн 60 пус таран каттарса ҫитерчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кӑна вӑл Верочкӑпа Дмитрий Сергеича, Дмитрий Сергеич халӗ Марья Алексевнӑшӑн шухӑшӗнче те «учитель» мар, «Дмитрий Сергеич» пулнӑ; — Марья Алексевнӑшӑн хӑйӗншӗн вара унӑн сӑмахӗсем виҫҫӗмӗш пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ку вӑл чӑн-чӑн пӗлтерӗше пулнӑ: «ачаш пӑхмалла ӑна; ӑна пӗлни, шельма, вӑл пуйса кайсан, кирлӗ пулма пултарать»; ку вӑл Марья Алексевна валли каланӑ сӑмахсен пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗ пулнӑ, пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗсӗр пуҫне вӑл сӑмахсен ӑрасна пӗлтерӗшӗ те пулнӑ: «Ачашшӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна: эпир пуян ҫынсем мар, урокшӑн пӗр тенке тӳлеме йывӑр пире» тетӗп.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.