Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

станицӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станицӑра манпа мӗн-мӗн пулса иртмен-ши тата — шутласа та пӗтерес ҫук!

А сколько в станице разных пришествиев со мной случалось — несть числа!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Станицӑра мӗнле ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ вара санӑн? — ыйтрӗ Аким Бесхлебнов.

— А какие у тебя могут быть дела в станице? — спросил Аким Бесхлебнов.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Станицӑра вунӑ ҫул каялла пулнӑ пулсан, манӑн ӑҫтан илтес-ха ӑна.

— Откуда же я его слыхала бы, ежли я в станице была десять лет назад.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ, мӗнле пулсан та, кашни эрнерех пӗрер е ытларах та хут станицӑра пулатӑп.

А я-то по крайней мере каждую неделю, то один раз, то чаще, бываю в станице.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман хырӑм часах пӑсӑлнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, а ку апат мана ҫул ҫинче пӗтӗмпех пӗтерсе хурать, вара мӗн тӑвӑп-ха эпӗ станицӑра?

Ты же знаешь, что я на живот ужасно слабый, а от такой пищи меня в дороге окончательно развезет, и что я тогда в станице должен делать?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Станицӑра эпӗ санӑн Шпортнойна ҫеҫ мар, йытӑсене те пӗтӗмпех паллатӑп.

— Я в станице не токмо твоего Шпортного, а и всех собак наперечет знаю.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Районта, станицӑра, урӑхла каласан, вырӑнсенче ӗҫлекен пикесем вырсарникунсенче пичӗсене сӑрласа, пудра сапса, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, каҫсенче ташӑ ташлаҫҫӗ, кино курма ҫӳреҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе хӗрсен вара вырсарникунсенче те тарпа ҫӑвӑнмалла-и?

— Почему в районе, в станице то есть, служащие барышни по воскресеньям морды намажут, напудрят и гуляют по улицам день-деньской, по вечерам танцы танцуют, кино ходят глядеть, а наши бабы и девки должны и по воскресеньям потом умываться?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тубянскире те, хамӑн станицӑра та казаксем восстани тапратма килӗшмен.

В Тубянском и в моей станице казаки тоже отказались восставать.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Станицӑра пӗр палланӑ ҫынран Христос ячӗпе тархасласа ыйтсах туянтӑм ҫак хаҫата, хакне те патӑм ӗнтӗ уншӑн…

У одного знакомца в станице за-ради Христа выпросил — купил я эту газету, заплатил за нее.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑрӑн станицӑра пултӑм.

— Был в своей станице.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн станицӑра казаксем восстани тума хатӗрленеҫҫӗ.

В нашей станице казаки собираются восставать.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн станицӑра мӗнле, коллективизаци пирки мӗн те пулин илтӗнкелет-и е ҫук-и?

У вас в станице как, про коллективизацию что слыхать ай нет?

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех