Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахсах (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне ман ҫине пӑхма та хӑрушӑ пулнӑ пулас, ахальрен мар пулӗ вӗсем — иккӗшӗ те чукмарӗсене пӑрахсах тарчӗҫ.

Вероятно, вид мой был страшен, по крайней мере оба убежали, бросив дубины.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗлӗннипе, ҫӑвара карса пӑрахсах, эпӗ хамӑн куҫ умӗнче сарӑлса выртакан тӗнчене сӑнаттӑм…

С открытым от изумления ртом я изучал расстилающийся передо мною мир…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юнашар сӗтелсем хушшинчи ҫар ҫыннисем ӗҫлеме пӑрахсах Алексейпе майор хушшинчи калаҫӑва ҫав тери интересленсе итлеме тытӑнчӗҫ.

Военные за соседними столами уже бросили работать и с интересом прислушивались к разговору.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Люҫҫа ӗҫне пӑрахсах тулалла тинкерет.

Люся, забросив свои дела, смотрит на улицу.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Укҫана пӑрахсах каймалла-и?

А клад бросить, что ли?

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Малтан пӗр мӑшӑр куҫ, унтан тепӗр мӑшӑр тата виҫҫӗмӗш те пачӑшкӑ куҫӗсем хыҫҫӑн пӑхма пуҫларӗҫ, унтан чиркӳри ҫынсем, пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен кар тӑрса, куҫӗ-пуҫӗсене чарса пӑрахсах, виҫӗ вилӗ клирос тӑрӑх епле утнине сӑнарӑҫ.

Сначала одна пара глаз, потом другая последовала за взглядом проповедника, и вдруг чуть не все прихожане разом поднялись со своих мест, глядя в остолбенении на трех утопленников, шествовавших по проходу.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан та ытларах – хысна шалӑвне пӑрахсах, ҫунатлӑ ытарлатури пек каласан, литература анине тимлесе сухаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Йӑран шӑварма пӑрахсах пашка-пашка чупса антӑм.

Бросив полив огорода, бегом спустилась.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

50. Лешӗ ӗнтӗ ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ.

50. Он сбросил с себя верхнюю одежду, встал и пришел к Иисусу.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Эсӗ, хӑвӑн ӗҫӳсене пӑрахсах, Манӑн саккуна пӗлесшӗн пултӑн, 55. хӑвӑн пурӑнӑҫна эсӗ ӑслӑн йӗркелесе ятӑн, шухӑшлама пӗлнине хӑвӑн аннӳ вырӑнне хутӑн.

54. Ты оставил дела твои и упражнялся в законе Моем, и взыскал его, 55. ибо жизнь твою ты устроил в мудрости и рассудительность назвал твоею матерью.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Филистимсем хӑйсен туррисене пӑрахсах тарнӑ, Давид хушнипе вӗсене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.

12. И оставили там Филистимляне богов своих, и повелел Давид, и сожжены они огнем.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех