Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ вӑл яланах ҫапла: манпала ачапа калаҫнӑ пекех калаҫать, эпӗ вунсакӑр ҫул тултарнӑ ӗнтӗ.

— Вот он всегда так: обходится со мной, как с ребенком; а мне уж восемнадцать лет минуло.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫуртсен стенисем ҫине: «1918 вирд зих нихт виедерхолен!», «Зиег одер Зибириен!», «Фюрер! Вир верден дир бис цум енде трой зайн!» тесе ҫырса тултарнӑ.

А на стенах домов — немецкие надписи: «1918 вирд зих нихт виедерхолен!», «Зиег одер Зибириен!», «Фюрер! Вир верден дир бис цум твой зайн!»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗтӗ йывӑҫсем лартса тултарнӑ, вӗсене тип-тикӗс касса тикӗсленӗ.

Подстриженные деревца и кустарники.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Туллиех ҫакса тултарнӑ! хӗрлисем — пирӗн ӗнтӗ, шурӑпа хӗрлӗлли — поляксен, кунтах тата йӑлт шуррисем те пур.

Красными — советскими, бело-красными — польскими и белыми.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ чӑнах та, типӗтнӗ ҫӗрулми тата табак тултарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ михӗсем ҫумне пуҫа пӗксе, тӗлӗрсе кайнӑ.

Кажется, я и впрямь чуть-чуть задремал, приткнувшись к мешкам с приятно пахнущим табаком и сухим картофелем.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Атьӑр сыпар, — сӗнчӗ Володя каллех, манӑн кружкӑна сироп тӗслӗ сарӑрах ҫӑра шӗвеке тултарнӑ май.

Давай, — предложил Володя, наливая мне в кружку густую сиропообразную желтую жидкость.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах намӑс: ҫырса илнӗ чух йӑнӑшсем туса тултарнӑ иккен эпӗ.

И знаете, что стыдно: с ошибками списал.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ленинградски шоссе тӑрӑх тӑршшӗпех окопсем чавса пӗтернӗ, хурҫӑ чӗрӗлсем лартса тултарнӑ, пур ҫӗрте те тенӗ пекех самолетсене пемелли тупӑсен батарейисем курӑнаҫҫӗ, — унта та кунта, ҫара йывӑҫсем хушшинче, кӗрхи сарӑхнӑ курӑк ҫинче салтаксен куҫса ҫӳрекен кухнисем тӗтӗм кӑларкалаҫҫӗ.

Ленинградское шоссе ощетинилось окопами, стальными ежами, зенитными батареями, солдатскими походными кухнями, которые дымили среди голых деревьев на пожелтевшей осенней траве газонов.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунтах винтовкӑсемпе пистолетсем, ҫунтаракан шӗвек тултарнӑ бутылкӑсемпе гранатӑсем, плакатсемпе брошюрӑсем параҫҫӗ.

Здесь же выдавали винтовки и пистолеты, гранаты и бутылки с горючей смесью, плакаты и брошюры.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта тем те курӑнать: йӗркесӗр лартса тултарнӑ ҫӗмрӗк сарайсем, кивӗ ҫуртсемпе бараксем, ҫӳп-ҫап куписемпе ҫӑрӑлчӑк лупашкасем, темӗнле мӗскӗн складсемпе кӑтӗр-катӗр заводсем…

Бессистемное скопище разнокалиберных полуразвалившихся сараев, ветхие домишки и бараки, свалки и грязные лужи, какие-то жалкие склады и заводишки.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Виле тӑпри тавра лартса тухнӑ тӗкмесем хушшине шӑпа хуранӗсемпе чул татӑкӗсенчен эрешлесе тунӑ мӑйҫыххисем ҫакса тултарнӑ.

Чётки из амулетов, ракушек и камешков были протянуты между столбами частокола.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дикарьсем сирӗлсе тӑчӗҫ, вӗсен хушшинчен хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ салтак тухса тӑчӗ.

Толпа расступилась, и из неё выступил воин в полном вооружении.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулалла ҫитнӗ туземец, хӑй ҫӳллӗ те анлӑ кӑкӑрлӑскер тата вӑйлӑ мускулсемлӗ, хӑйӗн ҫине вӑл пӗтӗмӗшпех хӗҫпӑшал ҫакса тултарнӑ.

Это был туземец лет сорока пяти, высокий, широкогрудый, мускулистый, вооружённый с головы до ног.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Астӑвӑр, вӗсем тискер йӑхсенчен тухнӑ ҫынсем лартса тултарнӑ хӳшӗ куписем мар; вӗсем пурте лайӑх хуласем пулаҫҫӗ, кашнийӗнчех портсем, банксем, доксем, чиркӳсем, музейсем, йывӑҫ-курӑк сачӗсем, ырӑлӑхлӑ обществӑсем, философи институчӗсем; масон ложисем, клубсем, юрлакансен обществисем, театрсем, ҫитменнине пӗтӗм тӗнчери выставкӑсен керменӗ те пур.

Заметьте, что это не скопища хижин какого-нибудь дикого племени; всё это настоящие города с портами, банками, доками, церквами, музеями, ботаническими садами, благотворительными обществами, философскими институтами, масонскими ложами, клубами, певческими обществами, театрами и даже дворцом всемирной выставки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эрехе ҫавӑн пекех ӗҫсе тултарнӑ хыҫҫӑн чи хӑрушӑ иртӗнӳсем пулассине Джон Мангльс сисрӗ.

Джон предвидел, что это повальное пьянство будет иметь самые ужасные последствие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корчагин пӳлӗмӗнче, кантӑк умӗнчи сӗтел ҫинче, парти библиотекинчен илнӗ кӗнеке куписем, хаҫат тӗркисем тата ҫырса тултарнӑ темиҫе блокнот.

В комнате Корчагина, на столе у окна, груды принесенных из партийной библиотеки книг, стопа газет; несколько исписанных блокнотов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тая пӳлӗмӗнче — ансӑр тимӗр кровать, тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗмар вак-тӗвек лартса тултарнӑ комод, комод ҫинче пӗчӗк куҫкӗски, стена ҫинче пӗр виҫӗ теҫеткене яхӑн карточкӑсем, открыткӑсем.

В комнате Таи — узкая железная кровать, комод, уставленный разными безделушками, на нем небольшое зеркало, а на стене десятка три фотографий и открыток.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин кӗчӗ те секретарь умне ҫырса тултарнӑ икӗ анкета хучӗ.

Вошел Корчагин и положил перед секретарем две заполненные анкеты.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан вӑл ӗнси ҫине анса ларнӑ тутӑрне салтрӗ, килнӗ хӑна ҫине чалӑшшӑн пӑхса, тӗксӗмленнӗ святойсен сӑнӗсене лартса тултарнӑ кӗтессе пычӗ.

 — И, сняв с шеи платок, подошла, косясь на пришельца, к углу, уставленному потемневшими от времени унылыми ликами святых.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Икӗ чӳрече хушшинче — кӗнеке купаласа тултарнӑ ҫӳлӗк.

Между двумя окнами полочка с горкой книг.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех