Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ассӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӗттӗмрех пӳлӗме тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ те ӑмсанса ассӑн сывларӗ:

Он внимательно осмотрел полутемную комнату, завистливо вздохнул:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер ирхине эпӗ лашасене кӳлме кайрӑм та, турӑ кӗсре ассӑн сывласа илчӗ те, мана этем чӗлхипе ҫапла калать:

Вчера утречком это пошел я лошадей запрягать, а гнедая кобыла вздохнула от горя и говорит мне человечьим языком:

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шалый хӑй нухрепрен тарланӑ чӳлмекпе сӗт илсе тухрӗ, сӗтел ҫине икӗ кружка лартрӗ, ассӑн сывласа ячӗ:

Шалый сам принес из погреба запотевшую корчагу молока, поставил на стол две кружки, вздохнул:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ан кӳрентӗр тесе, асӑрханарах калаҫса пӑхас та унта — айккинелле пӑрӑнас», — хӑй сисмесӗрех ассӑн сывласа ярса шухӑшларӗ Давыдов.

Надо осторожненько поговорить с ней, чтобы не обиделась, и — подальше», — с невольным вздохом решил Давыдов.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл казак мар, вӑл украинец, — терӗ те Давыдов ассӑн сывласа ячӗ, Нестеренко кайнӑ хыҫҫӑн ӑна кичем пулчӗ.

— Он не казак, он украинец, — рассеянно сказал Давыдов и вздохнул, ему стало как-то невесело после отъезда Нестеренко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ассӑн сывласа илчӗ те вара сасӑпах ҫапла каласа хучӗ:

Вздохнув, она сказала:

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

— Хм… — Ван Цзю кинемей ача ҫине тинкерсе пӑхрӗ, ассӑн сывласа пуҫне пӑркаларӗ.

— Гм… — Бабушка Ван внимательно посмотрела на ребенка, вздохнула и покачала головой.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

— Ҫук ӗнтӗ, ан тив мансӑрӑнах вӑл хуҫалӑха тытса пыччӑр, — ассӑн сывласа илчӗ Лушка, — унта мансӑр пуҫне те пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе яма тивӗҫлӗ ҫынсем пур.

— Нет уж, пущай без меня хозяйствуют, — вздохнула Лушка, — там и без меня есть кому в порядок все произвесть.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат ассӑн сывласа илчӗ те хӑйӗн чӗринчи шухӑшне каласа пачӗ:

Кондрат вздохнул и высказал сокровенное:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Юрамасть, эппин? — ассӑн сывласа илчӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, ура ҫине тӑма хӑтланса.

— Значит, нельзя? — вздохнул, поднимаясь, дед Аким Курощуп.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей ассӑн сывласа илчӗ, — хисеплӗ граждансем, пирӗн хамӑрӑн пӗтӗм вӑя пухса тыркассене пӗтерме тухас пулать…

Андрей вздохнул, — что надо, любезные гражданы, на сусликов идтить всей нашей силой…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ара мӗн калаҫса тӑмалли пур, ӗҫсем мӗнле пыни уҫҫӑнах курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ бюро членӗсенчен пӗри, районти милици начальникӗ, яланах тарласа ҫӳрекен ҫутам та тӗреклӗ ҫар ҫынни.

— Да что же говорить, картина ясная, — вздохнул один из членов бюро, начальник районной милиции, плотный, постоянно потеющий крепыш с военной выправкой.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑрахсах тухрӑм… — тесе, ассӑн сывласа ячӗ теАндрей, пукан ҫине йывӑррӑн пырса ларчӗ.

Навовсе… — вздохнул Андрей и тяжело опустился на табурет.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи ассӑн сывласа ячӗ:

Дед Щукарь вздохнул:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӳр-ха кунта сӑмсуна! — Давыдов тӑрӑшсах пӳрнисене йӗмми ҫумне шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ.

Давай сюда нос! — Давыдов тщательно вытер пальцы о штаны, вздохнул.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка ассӑн сывласа ячӗ, унтан, шӗвӗр сӑмсаллӑ пушмак вӗҫӗпе нӳрӗ хӑйӑра чавкаласа, пуҫне усрӗ:

Лушка вздохнула и, роя остроносым чириком влажный песок, потупила голову:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак самантра ӑна арӑмӗ пулӑшас, ҫӑлса хӑварас пек туйӑнчӗ, анчах арӑмне кураймарӗ, вара ассӑн сывла-сывла илчӗ те хӑйӗн пысӑк мар сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — Сатинпала чӗркесе панӑ струментсемшӗн те… хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн те… сире, Давыдов юлташ, тата колхоза, тавтапуҫ!

Втайне надеялся, что она его выручит, но не увидел, завздыхал и кончил свою непросторную речь: — И за струмент в сатине и за наши труды… вам, товарищ Давыдов, и колхозу спасибочко!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, темле питӗ хӑвӑрт та ҫынсене систермесӗр улшӑнма ӗлкӗрчӗ, култарма пӑрахрӗ те ассӑн сывласа илчӗ:

А тот как-то скоро и незаметно перестроился на серьезный лад, вздохнул:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малалла пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, Яков Лукич вара, татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ калаҫуран нимӗн те ӑнланса юлаймасӑр, ассӑн сывласа ячӗ те колхоз правленине тухса кайрӗ.

Голоса перешли на шепот, и Яков Лукич, так ничего и не понявший из отрывочного разговора, вздохнул, пошел в правление колхоза.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калавӑн вӗҫӗнче мучи, чикарккине ҫавӑркаласа, чылайччен ним шарламасӑр тӑрать те ассӑн сывласа ярать:

В конце рассказа дед выдерживал длительную паузу, сворачивая цигарку, вздыхал:

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех