Шырав
Шырав ĕçĕ:
65. Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ.65. И расположил Симон стан свой при Вефсуре, и осаждал его многие дни, и запер его.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ылтӑн-кӗмӗл, тумтир тата ытти нумай парне илсе, вӑл патша патне Птолемаидӑна тухса кайнӑ, унта патша кӑмӑлне килнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн ытти ӗҫӗпе ҫапӑҫӑвне, вӑл тунӑ паттӑрла ӗҫсене, унӑн аслӑлӑхне ҫырса кӑтартман, мӗншӗн тесессӗн вӑл тунӑ ӗҫ питӗ нумай пулнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21. «ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18. Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан вӑл нумай кун хушши сӑваплӑ Ҫурта хупӑрласа тӑнӑ, ҫӗмренпе, чулпа пемешкӗн унта ҫӗмрен, вут, чул тата сӑнӑ ывӑтакан сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем Идумея ҫӗрӗ урлӑ каҫса Вефсура тӗлӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ та нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хулана ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем лартнӑ; лешӗсем ӗнтӗ сиксе тухнӑ та вӗсене вутпа ҫунтарса янӑ, питӗ хастар ҫапӑҫнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл унта нумай кунлӑхах юлнӑ, йывӑр хуйхи вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ; вӑл ӗнтӗ вилетӗп пулӗ тесе шухӑшла пуҫланӑ.9. И много дней пробыл он там, ибо возобновлялась в нем сильная печаль; он думал, что умирает.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6. вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7. вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Ҫав вӑхӑтра ҫапӑҫусенче чапа тухас ӗмӗтпе вӑрҫа ӑссӑрла паттӑрланса тухнӑ священниксем нумай пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Симон ӗнтӗ Галилейӑна тухса кайнӑ, унта вӑл суя тӗнлӗ халӑхпа нумай хутчен тытӑҫса ҫапӑҫнӑ, юлашкинчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.21. И отправился Симон в Галилею и произвел много сражений с язычниками, и разбиты им язычники.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вӗсемпе нумай хутчен тытӑҫса илнӗ, юлашкинчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӑл вӗсене тӗп тунӑ; 8. Иазер хулипе унӑн ялӗсене туртса илнӗ те каялла Иудейӑна таврӑннӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда ӑна хирӗҫ тухнӑ та ҫарне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйне те вӗлернӗ; аманнисемпе вилнисем нумай выртса юлнӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах Иуда хӑй те Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫӗ, таврари мӗнпур халӑх пуянлӑхне пуҫтарса килӗҫ: ылтӑн, кӗмӗл, шутсӑр нумай тумтир илсе килӗҫ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иерусалим урамӗсенче каллех ватӑсем ларӗҫ, ҫулӗ нумай пулнӑран кашнийӗн аллинче туя пулӗ.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.