Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горницӑран нумай выртнӑ тумтир купи шӑрши тата темӗншӗн анис шӑрши кӗрет.

Из горницы пахнет слежалой одеждой и почему-то — анисовыми яблоками.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫӳҫӳсенчен санӑн ӳсӗртекен курӑк шӑрши кӗрет.

— Волосы у тебя дурнопьяном пахнут.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗнчен нӳрелнӗ хура тӑпра шӑрши кӗрет.

Пахнуло от нее отсыревшим черноземом.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑлтӑрта йӳҫӗхсе кайнӑ хӑмлапа турамӑш курӑкӗн хӗрхӳ шӑрши кӗрет.

Из сенцев пахнуло на него запахом перекисших хмелин и пряной сухменью богородицыной травки.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Выҫварла табак туртнӑран, ҫӑвартан ӗнтнӗ сысна шӑрчӗ шӑрши кӗрет.

Во рту от выкуренного натощак табаку воняло припаленной щетиной.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шальтутринчен инҫетри ҫӗр-шыв шӑрши кӗрет, унӑн асамлӑ тӗррисем хӗрарӑмсене кӗвӗҫтернӗ.

Пахла шелковая шаль далекими неведомыми запахами, радужные узоры ее питали бабью зависть.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑтра шӑпах йывӑҫсем ҫамрӑк ҫулҫӑсем сарчӗҫ, ҫӗршыв симӗс курӑкпа ешерсе ҫутӑлчӗ, сывлӑшра, пӗтӗм уй-хир ҫийӗн ҫуркунне шӑрши сарӑлчӗ.

В то самое время, когда деревья оделись молодыми, еще редкими листьями, вся земля ярко зазеленела свежею зеленью и по всему полю пахло весною.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑвӑнтан та тӗтӗм шӑрши кӗрет.

Да и сам ты пахнешь дымом.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халь ӗнтӗ шӑналӑк карса тунӑ лавккасенчи ҫынсем вӑранма пуҫлани палӑрчӗ; еврей маткисем эрех кӗленчисене шӑнкӑртаттарма пуҫларӗҫ, унта та кунта тӗтӗм мӑкӑрланать, табор тӑрӑх тутлӑ апат-ҫимӗҫ шӑрши сарӑлчӗ.

Между тем в ятках начало мало-помалу шевелиться: жидовки стали побрякивать фляжками; дым покатило то там, то сям кольцами, и запах горячих сластен понесся по всему табору.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑшпӗр чӳречесенче хӑй ҫути йӑлкӑшать, хурансенче пиҫекен ҫӑмахсен ырӑ шӑрши шӑплансах пыракан урамсем тӑрӑх пӑсланса сарӑлать.

Где-где начинал сверкать огонек, и благовонный пар от варившихся галушек разносился по утихавшим улицам.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унӑн аттинчен тикӗт шӑрши кӗрет тесе, пирӗн хуторта никам та калас ҫук, анчах вӑл ӑна чи лайӑх хур ҫӑвӗпе тасатнине пурте пӗлеҫҫӗ, ун пек ҫӑва, тепӗр мужик пулсан ӗнтӗ, хаваслансах хӑйӗн пӑтти ҫине ярса ҫимелле.

От сапог его, у нас никто не скажет на целом хуторе, чтобы слышен был запах дегтя; но всякому известно, что он чистил их самым лучшим смальцем, какого, думаю, с радостью иной мужик положил бы себе в кашу.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ…

Все солдаты обессилели от бесконечных боев, одичали от страха; грязные, унылые, пропахшие потом, землей, кровью и разной гнилью, ползают они по своим темным норам, что-то делают по привычке, не понимая существа дела, и с ужасом прислушиваются к тишине, каждую секунду ожидая гула и грохота над собой…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тин ҫеҫ ҫулса купаланӑ утӑ капанӗ ҫинче выртнӑ пек, ҫил вара санӑн ҫӳҫне майӗпен вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать, тӗрлӗ курӑк шӑрши, пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырлипе пыл шӑрши ҫапать, хӗвел, куҫа епле хупсан та, куҫ хӑрпӑкӗсем хушшинчен кӗрет, — сан умӑнтан шӑрӑх ҫутӑ тӗтре пек шуса иртет, Ҫапла, ҫакӑн пек тахҫан авал пулнӑ…

Казалось, как будто ты лежишь на стоге свежескошенного сена, а ветер потихоньку колышет твои волосы, пахнет разными травами, спелыми ягодами земли и медом, солнце, как ни закрывай глаза, лезет из-за ресниц, — перед тобой скользит как жаркий свет, да, так было когда-то давно…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл сӗтел ҫинче выртакан хура коробкӑран пирус илсе чӗртсе ячӗ, анчах ҫийӗнчех ӑна хрусталь пепельница ҫине хучӗ: табак тӗтӗмӗн шӑрши темшӗн кӑмӑла каймарӗ…

Он взял и зажег папиросу из черной коробки, лежащей на столе, но тут же положил ее на хрустальную пепельницу: запах табачного дыма почему-то не понравился…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӳртре пӑчӑ пулнипе Борисов шлемне сак ҫине хучӗ тӗрлӗ ҫу шӑрши саракан хулӑн ватникӗн тӳмисене вӗҫертрӗ.

Из-за того, что в доме было жарко, Борисов снял и положил на лавку шлем и расстегнул толстые пуговицы ватника, пахнущего разным маслом.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Градусӗ ним чухлӗ те ҫук, кӑштах йӳҫӗ, анра курӑк шӑрши ытларах кӗрет, тилпӗрен шывӗ пек…

Никаких градусов нет, малость горьковато, а больше — с дурмяным запашком, вроде настой белены…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак пулса иртнисем Ленӑшӑн пурте, ҫеҫкесем пӗр ҫыхӑ пулнӑ евӗр, пӗр тулли хисепе пуҫтарӑнчӗҫ, ҫак ҫыхӑран хӗвелпе пурнӑҫ шӑрши ҫапса тӑрать, лайӑх та хаваслӑ ҫаран ҫинчи пекех пуҫ ҫаврӑнать…

Все эти события соединились для Лены в одно целое, точно цветы в один букет, и от этого букета так пахло солнцем и жизнью, что легко, радостно, как в лугах, кружилась и звенела голова…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гитлеровецсем кашни ывӑҫ хӑйӑрах вилӗм шӑрши ҫапнӑ вырӑнта, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫӗрнӗ вилесен шӑршипе пӑчланнӑ ҫӗрте пурӑнчӗҫ.

Гитлеровцы жили там, где каждая горсть песка была пропитана смертным ядом, где было душно от тяжкого запаха векового тлена.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗтӗм шӑрши кӗместь-и?

Не попахивает дымком?

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫыпӑҫакан тата клей шӑрши кӗрекен хут листине аллинче чӑмӑртаса, Сергей кулмасӑр тӳсме пултарайман, ун тути чӗтренсе тӑчӗ.

Сжимая в кулаке липкий, пахнущий клеем листок, Сергей не мог сдержать улыбку, и губы его дрожали.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех