Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Делегатсемпе хӑнасем ку чухнехи чи ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак сӑмахсене илтсен коллективра ҫивӗч тавлашу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйту - районта ҫурхи шыв-шур тапхӑрне йывӑрлӑхсемсӗр, пӑтӑрмахсемсӗр ирттерсе ярасси.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геральд Тобоев палӑртнӑ тӑрӑх – утар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тӗплӗ сӳтсе явса йышӑнусем тума вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн тӗп тӗллевӗ - наркопреступленисем пирки пӗлесси, наркопритонсемпе наркотик хутӑшӗсен саккуна хирӗҫле ҫаврӑнӑшне чарса лартасси, ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ чухне ҫынсене явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Паянхи куна ку тӑрӑхра ҫивӗч ыйтусенчен пӗри - Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче автобус ҫукки.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫивӗч кӗрешӳ тӗп вӑхӑтра каллех никам ҫӗнтерейменнипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Вӑйӑ питӗ ҫивӗч иртрӗ, ҫирӗм пилӗкшер минута тӑсӑлакан икӗ тайм никам ҫӗнтерейменнипе - 4:4 шутпа вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Тӑхӑр ҫулта ҫивӗч статья сахал мар калӑпланӑ, тавракурӑмне анлӑлатса чӑн-чӑн калемҫӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе – регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер – каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелениӗ «ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Канашлура хускатнӑ ҫивӗч ыйтусенчен тепри _ ҫурхи шыв-шур тапхӑрне йывӑрлӑхсемсӗр, пӑтӑрмахсӑр ирттерсе ярасси.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсем ытти право хуралӗсенче тӑрӑшакансемпе тачӑ ҫыхӑннине кура регионта лару-тӑру йӗркеллӗ пулса пынине каланӑ, ҫав-ҫавах ыйту кун йӗркинче ҫивӗч тӑнине асӑннӑ.

Благодаря эффективному взаимодействию с другими правоохранительными структурами обстановка в регионе остается контролируемой, тем не менее проблема остается крайне актуальной.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илессишӗн тупӑшу уйрӑмах ҫивӗч пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫивӗч ӑмӑртура Елчӗксем ҫӗнтерчӗҫ.

В остром состязании победили Яльчикские.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫивӗч тупӑшура депутатсем хастартарах пулчӗҫ, ҫӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑваш хастарӗсен пӗрремӗш проекчӗ Атӑлҫи округӗнчи хуласенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫапах та Чӑваш Енре наркоманипе тата наркотиксемпе ҫыхӑннӑ преступленисемпе кӗрешесси ҫивӗч ыйту шутланать.

Тем не менее борьба с наркоманией и наркопреступлениями остается для Чувашии крайне актуальной.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе - регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер - каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелени.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев социаллӑ ыйтӑмри ҫитменлӗхсене, ҫивӗч ыйтусене тарӑннӑн тӗпчеменнине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех