Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе ҫак хыпара ҫамрӑксем карчӑкран тӑрӑхласа кӑна сарнӑ пулнӑ иккен, ҫапах та мучи карчӑкне хирӗҫлесе-туса тӑраймарӗ, ҫывӑрма килне куҫрӗ, вара ҫӗр каҫиччен пӗр-икӗ хутчен хӑйӗн кӗвӗҫекен карчӑкӗпе пӗрле ӑйӑрӗсене кая-кая пӑхакан пулчӗ.

Над старухой подшутили парни, возведя на деда этот гнусный поклеп, но перечить он ей не стал, перешел домой и раза два за ночь ходил проведывать жеребцов, конвоируемый своей ревнивой супругой.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лаши, тахҫан, чӗчӗ тихи чухне, вылянӑ та, сиккеленӗ те пуль ӗнтӗ, анчах халь, тӗрӗссипе каласан, пачах та выляма шухӑшламасть, Вӑл, сӑлхуллӑн пуҫне пӗксе, кайри урисене юнашар тытса, тӑпах чарӑнса тӑрать.

Лошадь его, игравшая и взбрыкивавшая, вероятно, еще в своем далеком детстве, на самом деле и не думала играть, Она остановилась, понуро опустив голову, поджав задние ноги.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе каласан, Щукарь «алли витӗр» пӗтӗм пурнӑҫӗнче те икӗ янавар кӑна тухса курнӑ.

А на самом деле за всю Щукареву жизнь «перешло через его руки» всего-навсего две лошаденки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑх-чӗрлӗхе вӑтам хресчене тавӑрса паманни вӑл — тӗрӗссипе, ӑна хӗстерсе хурас тени пулса тӑрать-ҫке, э?

Не отдать скот середняку — это значит фактически прижать его, а?

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе каласан, пирӗн, паллах ӗнтӗ, тавӑрса памалла, анчах окружком панӑ кӑтарту пур: класлӑ принципа тытса пырса, чи кирлӗ чухне кӑна тавӑрса пама юрать.

По существу, мы, конечно, должны бы возвратить, но есть такая установка окружкома: отдавать только в исключительных случаях, придерживаясь классового принципа.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхозран, тӗрӗссипе каласан, бригадӑсенче пачах та усӑсӑр пулнӑ ҫынсем тухрӗҫ, колхозник пуласса та вӗсем власть умӗнче куҫ ӳкесрен шикленнине кура кӑна, те январь уйӑхӗнче пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ юхӑм ҫавӑрса илнипе, те ыттисем колхоза туртӑннине кура, колхозник пулса тӑнӑ.

Это так, ни рыба ни мясо!»

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ пӗтӗмпех аса илетӗп те, эсӗ чи малтанхи самантранах санӑн пулма пуҫланӑн туйӑнать мана, хам-ха, тӗрӗссипе, хӑвна курма та ӗлкӗрейменччӗ, сассуна ҫеҫ илтнӗччӗ.

Я теперь припоминаю все, и мне кажется, что я стала принадлежать тебе с самого первого мгновения, когда не успела еще увидеть тебя, а только услышала твой голос.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, паян ҫиессе те ҫименччӗ-ха.

Я, признаться, сегодня еще не ел.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе каласан, ҫав тырра урӑх ҫӗршывсене сутма пуҫтараҫҫӗ, хресченсен вара, вӑл шутрах колхозниксен те, питӗ хаяр выҫлӑх тӳссе пурӑнма тивет.

На самом деле хлеб этот пойдет для продажи за границу, а хлеборобы, в том числе и колхозники, будут обречены на жестокий голод.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй шухӑшӗпе вӑл вӑкӑрне пусатӑп тесе шухӑшлать, анчах, тӗрӗссипе каласан, тӗнчери революцие ҫурӑмран ҫӗҫӗпе яшлаттарать!

Он думает, что он быка режет, а на самом деле он мировой революции нож в спину сажает!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе каласан, эпир ку ӗҫре хамӑрах йанӑш турӑмӑр.

Признаться, мы с этим делом маху дали.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе, ҫӗре алтса тунӑ, тӑррине хӑмапа витнӗ тӑваткал шӑтӑкчӗ вӑл.

В сущности, это была квадратная яма, вырытая в земле и покрытая сверху тесом.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӗрӗссипе суйи сана лайӑхрах паллӑ, — эсӗ хут пӗлетӗн…

— Тебе лучше знать, верно или нет, — ты грамотный…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӗрӗссипе пӗрре те апла мар.

Но это совсем не так.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Хальхи халӑх харсӑрланни, пӑхӑнманни мана питех кӳрентерчӗ, вара эпӗ… ытла вӑйлах та мар, ваше высокороди, сирӗн ҫинчен ун пек сӑмах каланине чарасшӑн, тӗрӗссипе, хуллен…

Обидно стало, что нынешний народ забылся в своеволии и неповиновении, я размахнулся и… конечно, не то чтобы сильно, а так, правильно, полегоньку, чтоб не смел про ваше высокородие такие слова говорить…

Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.

Сан патна эпӗ, тӗрӗссипе каласан, санӑн кӑмӑлу пулсан, ман сывлӑх пирки эсӗ…

Пришел к вам, собственно говоря, чтоб вы, с вашего позволения, относительно моего здоровья того…

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Тӗрӗссипе начарах та мар вӗт?

А правда неплохое подспорье?

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, хам ӗмӗр тӑршшӗнче те ун пек ӳсентӑрансене курман.

А я, признаться, таких растений и в жизни не видывал.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, эсӗ тӗрӗссипе кала-ха, куҫран пӑх.

— Нет, ты по-честному скажи, в глаза погляди.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, каҫсенче вӑл хӑйӗн паттӑр салтакӗ Егорӗ вӑрҫӑ вӑрҫни ҫинчен ачасене кала-кала пачӗ, анчах унӑн сӑмахӗсем ӗлӗкхи пекех хӗрӳллӗн тухмарӗҫ, хӑшпӗр чух пӗр япалана та темиҫе хутчен каларӗ, хӑйне хӑй хирӗҫлерӗ, кӑна вара Никита та сисе пуҫларӗ.

Правда, по вечерам она продолжала по-прежнему рассказывать детям о похождениях бравого солдата Егора, но делала это уже без прежнего увлечения, часто противоречила сама себе, что заметил даже Никитка.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех