Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырми (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пыл ҫырми юхтӑр тесен… — куҫне мӑч-мӑч тутарать Толик.

— Чтобы в реке вместо воды тёк мёд… — хлопает глазами Толик.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ковчегов пассажир: эпир ӑна «шуйттан илесшӗ патне» илсе каятпӑр, тесе шутлать, мӗншӗн тесен ҫырми ытла кукӑр-макӑр-ҫке.

Пассажир Ковчегов утверждает, что мы его завезем «чорт знает куда», потому что река очень извилистая.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тӗрлӗ пионерла походсенче те унта, ытти ҫавӑн пеккисенче… ҫапах та, кам пиртен Уклейка ҫырми мӗнле юхнине тӗпчесе пӗлни пур?

Разные пионерпоходы и все такое… а кто из нас хоть раз исследовал, как течет река Уклейка от этих мест до города?

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Умра, Тихоня ҫырми.

Перед нами речка Тихоня.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Тихоне ҫырми тӑрӑх ишсе ҫӳреме юрӑхлӑ флот кирлӗ пире.

Мы должны иметь флот, пригодный для дальних плаваний по речке Тихоне.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Кашкӑр ҫырми саралса кайрӗ…

Волчий лог разлился…

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хисеплӗ хӑнасене хирӗҫ тухса кӗтсе илме Эрчемес ҫырми еннелле кӑларса ячӗҫ.

И были высланы к Дурному логу встречать почетных гостей.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эрчемес ҫырми патне икӗ тройка хирӗҫ кӑларса яма хушнӑ, вупкӑн вупса кайманскерсем.

— Приказано, еж их наколи, две тройки выслать навстречу ажник к Дурному логу.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сылтӑм флангра пулнӑ хӗрлӗармеецсем Чир хӗрринчи икӗ урама тытса илнӗ казаксен пулисем айӗнче ӳке-ӳке чупнӑ вӑхӑтра сулахай флангрисем Каргинскипе Архиповка хушшинчи Забуруннӑй ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер патне чупса та ҫитрӗҫ ӗнтӗ.

Красноармейцы, бывшие на левом фланге, уже подбегали к мосту через Забурунный лог, соединявшему Каргинскую со смежным хутором Архиповским, в то время как правофланговые еще бежали вдоль по станице и падали под выстрелами казаков, завладевших двумя ближними к Чиру улицами.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӑл, тӑванӑм, таҫтах, Фетис ҫырми хыҫӗнчех.

— Это, браток, аж за Фетисовой балкой.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Элкел ялӗнче пурӑнакансем ку ҫырмана паянхи кун та Ӳтеш ҫырми теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Хытхура купине чӗртсе янӑ тӗле Кирюхӑпа Вася таҫтан тип ҫырмаран шыв ӑсса килчӗҫ; вӗсем тӗттӗмре куҫран пач ҫухалчӗҫ, анчах вӗсен витрисем чӑнкӑртатнипе калаҫни тӑршшӗпех илтӗнсе тӑчӗ; апла пулсан, тип ҫырми инҫех мар ӗнтӗ.

Пока разгорался бурьян, Кирюха и Вася ходили за водой куда-то в балочку; они исчезли в потемках, но всё время слышно было, как они звякали ведрами и разговаривали; значит, балочка была недалеко.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов Клисурӑран тухса кайнӑ хыҫҫӑн студент та Рада патӗнчен хӗҫ-пӑшал салатса панӑ ҫӗре кайнӑ, унтан Стара ҫырми патӗнчи окопсем енне пынӑ.

А между тем студент вскоре после ухода Огнянова тоже ушел от Рады и направился к пункту раздачи оружия, а оттуда на укрепления у Стара-реки.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем Среднегорск сӑрчӗн хысакӗ тӑрӑх иртрӗҫ, Богдан тӑвӗн юппипе кайрӗҫ, Белештицӑ ҫырми шӑпах ҫавӑнтан пуҫланать.

Они шли вдоль средиегорского кряжа, по отрогу горы Богдан, с которой берет свое начало речка Белештица.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пытанса тӑмашкӑн унта вӗтлӗх ҫырми пур, унта Стремӑ шывне юхса кӗрекен Белештицӑ ҫырма пур.

Для засады выбрали заросший кустарником овраг, из которого вытекает речка Белештица, впадающая в Стрему.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку Стрема ҫырми иккен.

Это была Стрема.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла калаҫҫӗ мӑнастир ҫырми хӗрринчи ӗшнене, ун тавра туратлӑ хӑвасем ӳсеҫҫӗ, ҫӳллӗ хурамасемпе мӑйӑр йывӑҫҫисем таврана хупӑрласа илнӗ.

Так называлась расположенная на берегу монастырской реки красивая лужайка, опушенная ветвистыми вербами, высокими вязами и ореховыми деревьями.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шырлан ҫырми хӗрринчи тирексен ҫулҫине хура-кӗрен тӗс ҫапрӗ, ҫырма шывӗ те ӗнтӗ тӑрӑрах та сивӗрех; шкултан инҫех мар, хуторти урам тӑваткалне пытарнӑ Давыдовпа Нагульнов тӑпри ҫине кӗрхи хевтесӗр хӗвел ӑшшинче шупка симӗс, имшеркке курӑк шӑтса тухрӗ.

Уже червленой позолотой покрылись листья тополей над гремяченской речкой, прозрачней и студеней стала в ней вода, а на могилах Давыдова и Нагульнова, похороненных на хуторской площади, недалеко от школы, появилась чахлая, взлелеянная скупым осенним солнцем, бледно-зеленая мурава.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр икӗ кунтан, эрнекун ирхине, Тубянскипе Войсковой хушшинче, Вӗрене ҫырми хӗрринчен утмӑл метрта икӗ хатӗрлевҫе тата кӳлни лашасенчен пӗрне вӗлернӗ.

Через два дня, в пятницу утром, на пути между хуторами Тубянским и Войсковым, на дороге, проходившей в шестидесяти метрах от отножины Кленового буерака, были убиты два заготовителя и одна из упряжных лошадей.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи тарӑхса ҫилленсе пӑхрӗ, ҫурхи шыв таҫтан, Ӑман ҫырми вӗҫӗнчен юхтарса килнӗ вӗт чулсем хушшинче яп-яка пысӑк чул выртнине асӑрхаса илчӗ.

Дед Щукарь опустил обличающе гневный взор и среди мелкой гальки, принесенной вешней водою откуда-то с верховьев Червленой балки, усмотрел крупный обкатанный камень-голыш.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех