Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫапӑ (тĕпĕ: ҫапӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хушшисенчи сапаланчӑк ҫапӑ куписем ҫинче, ҫуркуннехи пек чӗвӗлтетсе, ҫерҫи кӗтӗвӗсем кӗшӗлтетеҫҫӗ.

По-весеннему чулюкали воробьи, копошась в кучах сваленного на базах хвороста.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Федор Лукич, лашасене ҫитерме ярас-ши е ҫапӑ тиеме каяс?

— Федор Лукич, или же пасти коней, или же поехать за хворостом?

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бригадирсене хуш, ҫапӑ касчӑр, ҫатан авса, калча ҫине лартчӑр, Тата сана тепӗр канаш — чи мала государство интересӗсене ларт, хӑвӑнне мар, тырӑпа та, ытти парӑмсемпе те сан государство умӗнче хӳресем ан пулччӑр…

Прикажи бригадирам, пусть нарубят хворосту, сделают плетни и поставят на зеленях затишки, И еще тебе один совет — превыше всего ставь интересы не свои, а государственные, чтобы у тебя ни по хлебу, ни по каким другим обязательствам хвостов не было…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тул ҫутӑласпа Ҫеменпе Анфиса, кимӗпе шыв урлӑ каҫса кайса, хӗвел тухиччен ку енне темиҫе ҫыхӑ ҫапӑ каҫарма ӗлкӗрнӗ.

Семен и Анфиса с рассветом переезжали Кубань на лодке и до восхода солнца успевали перевезти на свой берег не одну вязанку хвороста.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапӑ касса ҫӗклесе, упӑшкине килкарти ҫавӑрма пулӑшакан Анфиса та ҫакна шанса тӑнӑ.

Верила и Анфиса, помогая мужу рубить и носить хворост и огораживать им двор.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сухалне ӳстерсе янӑ кӗре сӑн-питлӗ казак, пӗркеленчӗк хӑлха ҫунатти вӗҫне тирнӗ кӗмӗл алкине ҫапкалантарса, котелок айне ҫапӑ тӗркелесе чикрӗ.

Смуглый бородатый казак, с серебряной серьгой, болтавшейся в морщеной мочке уха, ответил, подсовывая под котелок пучок мелкого хвороста:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун аллинчен тухса ӳкнӗ ҫапӑ хулли сӳтӗлсе, тӳрленсе выртрӗ.

Хворостина, выпавшая из рук его, свилась и выпрямилась.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картишӗнче пуҫтарса лартман ҫунасем тӑраҫҫӗ; ҫатан ҫумне йӑвантарнӑ ҫапӑ купи ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Во дворе стояли брошенные сани; в куче хвороста, наваленного возле плетня, чулюкали воробьи.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пире ҫапӑ пӗр делянкӑрах тивнӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, хӑйӗн ҫуни ҫинчен сиксе анса.

— Нам в одной деляне хворост? — спросил Григорий, соскочив со своих саней.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑ касасси мӗнле-ха сирӗн?

— Что ж порубка?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗҫнерникун, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, ҫапӑ касма тухмалла.

— В четверг, как рассвенется́, выезжать на порубку.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗҫнерникун ҫапӑ касма кайма юрамасть! —

— В четверг нельзя назначать порубку! —

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑ пирки ӗҫсем епле?

Как всчет хвороста?..

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑ валеҫсе касас вӑхӑт ҫывхарса ҫитет.

Подходили дележ и порубка хвороста.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗрринчи пахчасен ҫатан картийӗсем, шурӑ пур тусанӗпе шуралнӑскерсем, шӑлт шултӑркаса ҫитнӗ те, вӗри ҫил ӑшалантарнипе сывлӑша ӗнӗк ҫапӑ шӑрши сараҫҫӗ.

Припудренные меловой пылью огородные плетни над Доном изнывали, опаленные горячим ветром, поили воздух запахом прижженного хвороста.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ав ҫапӑ вӑрманне кайса чжигитла…

Вон в хворост поезжай и чжигитуй…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картиш тӑрӑх сарӑлса кайнӑ сарӑ сӗмлӗх тӗссӗрленсе пырать; утюгласа якатнӑ пек туйӑнакан мӗлкесем ҫухалаҫҫӗ« пӑхсассӑн ҫатан карта хыҫӗнче мӗн тӗксӗмленсе выртнине те туйса илме ҫук: иртнӗ ҫулта касса килнӗ ҫапӑ купи-и е ҫатан карта ҫумне сӗвеннӗ хыт-хура тӗмӗ-и?

Меркнет желтая, разлитая по двору стынь, стираются выутюженные тени, и уже не разобрать, что темнеет за плетнем: прошлогодний порубленный хворост ли или прислонившийся к плетню старюка-бурьян.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗтӗм мӑкӑрлантарса выртакан ҫапӑ кӑвайт тавра ларакансене ӗнӗк ҫулҫӑн пылак шӑршипеле хӑналать.

Тлеющий хворост обволакивал сидевших медовым запахом прижженной листвы.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак самантра вӑл, ҫапӑ илчӗ те, лешне виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ, мӗскӗн шуйттан вара, заседатель тин ҫеҫ хулӑпа ӑшаласа янӑ мужик пек, тапса сикрӗ.

Тут, схвативши хворостину, отвесил он ему три удара, и бедный черт припустил бежать, как мужик, которого только что выпарил заседатель.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл хӗрарӑмсене вӑрмантан темиҫе ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарттарса килтерчӗ те ҫил тивмен вырӑна кӑвайт чӗртрӗ.

Он заставил женщин натаскать сюда из леса целый ворох валежника и развел в снежном закутке огонь.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех