Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
хулпуҫҫи (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗкре пурӑнас, пуҫу хулпуҫҫи ҫинче чипер сывӑ ҫӳретӗр тесен, пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗлне, хаклӑ япалусене пух та кӗҫӗрех Урала, Ҫӗпӗре е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре тухса вӗҫтер.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, паянхи уяв паттӑрӗ, тутӑрне хулпуҫҫи урлӑ ывӑтса, сарӑ ҫӳҫне тӳрлетсе илчӗ, унтан хут купӑсне тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрнепие хӑваласа ҫитрӗ те ал ҫине ҫӗклесе илчӗ, ҫавӑнтах хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн комьюнити - ку эрнери чи вӑйсӑр звено: туссемпе пӗлӗшсем пулӑшу ыйтса хулпуҫҫи ҫине хӑпарса ларӗҫ.

Ваше комьюнити – самое слабое звено недели: друзья и знакомые могут повиснуть на вашем плече, прося помощи.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл, лутра та сарлака пӳллӗскер, хулпуҫҫи ҫине кӑтраланса анакан хура ҫӳҫне вӗлкӗштерсе, хапхаран кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чарӑн, Митя, — терӗ Анастасия Александровна, вара, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, мана класа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хура ҫӳҫӗ унӑн сапаланса кайнӑ, ҫамки хӑпарса тухнӑ, кӗпи хулпуҫҫи тӗлӗнчен сурӑлнӑ, тӗрӗллӗ арки таткаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манехва турӑш умне тӑрса сӑхсӑхрӗ, пилӗкне авса пуҫне тайрӗ, хура вӑрӑм кӗпипе хулпуҫҫи ҫинчи тутӑрне варкӑштарса, мал ҫывӑха пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа шут патакӗсен ҫыххисене хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ, сак ҫине шӑкӑр-макӑр тутарса ларчӗ, Иванюк, картузне силлекелесе илсе, Ваҫҫапа юнашар вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел анса ларсӑнах Питне ҫӑвать, шӑлӑнать, Вӑййа тухма шӳлкеме Кӑкӑрӗ ҫине ҫакать, Шӑнкӑр-шӑнкӑр теветне Хулпуҫҫи урлӑ ярать, Хӗрлӗ пурҫӑн тутӑрне Хӗрле ҫавӑрса ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсем ҫулма пӑрахаҫҫӗ те, ҫависене хулпуҫҫи ҫине хурса, ыттисем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, темле йывӑр япалана хулпуҫҫи ҫинчен антарнӑ пек, ассӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗ, ялшӑн нумай тӑрӑшакан Владимир Васильевич Александрова, Николай Афанасьевич Афанасьева, Екатерина Ивановна Лукинана Хуруй ялӗн хисеплӗ ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерсе хулпуҫҫи урлӑ хӑю ҫакрӗҫ, ҫавӑн пекех удостоверени парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

«Эсӗ ҫак ӗҫ валли вӗреннӗ, йывӑр тесе ан кала. Хулпуҫҫи ҫинче ӗҫ ҫӗклесе ҫӳреместӗн, ӗҫле».

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Сехасин ҫак сӑмахсене илтсен Аспар патне пырса унӑн хулпуҫҫи ҫине аллисене хурса куҫӗсенчен пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӗре пӑнчи сулахай хулпуҫҫи айӗнче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Ун хулпуҫҫи ҫинчен кӗреҫе анман, хӑйпе пӗрле йӑтса ҫӳренӗ чух ӑҫта шыв кӳлленчӗкне уҫса юхтарса янӑ е ҫул ҫинчи лупашкана тӳрлетнӗ», — илтнине аса илет ман юлташ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Тусӑмӑн ман хулпуҫҫи ҫине хӑпарса тӑмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чаплӑ пуху пуҫлӑхӗ Фофанов, хулпуҫҫи урлӑ авалхи грексен тумӗ евӗр сенкер манти ҫакнӑскер, калама ҫук мӑнаҫлӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех