Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
хулпуҫҫи (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Георгий апат хыҫҫӑн нумаях лармарӗ, хулпуҫҫи ҫине кительне уртса, урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хулпуҫҫи ҫумне унӑн тӑп-тӑп кӑкӑрӗсем перӗннине туйрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ҫакӑнта ҫитменнисем, — тӑнлавне пӳрнепе пӑраласа кӑтартрӗ Герасим Федотович, — алӑ е хулпуҫҫи вӑйӗпе мухтанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

– Хамӑн хулпуҫҫи ҫинчех пулнӑ-ха вӑл, анчах ман пуҫран пысӑкрах пуҫ та пур колхозра.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хулпуҫҫи урлӑ картлам ҫакнӑ Верӑна тӳсме ҫук сивӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пачӑшкӑ ним чӗнмесӗр Савантер патнерех пычӗ те сылтӑм аллине, телей пилленӗн, ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулпуҫҫи урлӑ янӑ тевечӗ татӑлса пӗтнӗ, пуҫӗнче — тухья та мар, сурпан та мар, темӗнле пусма татӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туйсарӑн хулпуҫҫи виҫ чике, Еркиней те унтан кая мар.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирук пиртен ҫӗлетнӗ хутаҫа хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ винтовкине ҫӗклесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Акӑ мӗн тӑвӑпӑр, — терӗ Кирук, хӑйӗн хулпуҫҫи ҫинчи винтовкине тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫул ҫинче, винтовкӑна хулпуҫҫи ҫинчен илсе, темиҫе хутчен те малалла тӗллесе пӑхрӗ, штыкӗпе те пӗрре мар хӑмсарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл винтовкине хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ те каялла, хӑйсем пурӑннӑ упа хӳшшипе, утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ ним те каламарӗ, ура ҫине тӑрса, хулпуҫҫи ҫине пиншакне уртрӗ, пуҫне карттус тӑхӑнчӗ, Кирук сумка ҫӗклерӗ, иккӗшӗ те вара вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Вы жертвою пали» юрланӑ чух сылтӑм алла малалла тӑсса кӑшт ҫӳлелле ҫӗклетпӗр, пуҫа хулпуҫҫи ҫине тайса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчӗк хӗрача алӑсем ҫинчен вӑта ҫӗрӗнче тӑракан ача хулпуҫҫи ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳҫене те пуҫларӑм, ак, такам ман хулпуҫҫи ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тӗрен аллусемпе ман хулпуҫҫи ҫине, — ҫирӗппӗн хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унтан сасартӑк, куҫне ман хулпуҫҫи урлӑ такама тӑрӑнтарса, вӑрттӑн, хӑрӑк-харӑк айӗнчен хиркелесе кӑларнӑ, ӑша хивре пӗтӗрекен пӑштӑн саспа хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех