Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
хулпуҫҫи (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗррехинче вӑл председатель лаша тупса парасса кӗтмен, трактор валне миххе чиксе хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хунӑ та ҫичӗ ҫухрӑмри машина-трактор станцине юсаттарма таплаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Йӑрӑс та ҫӳллех мар пӗвӗ, ҫаврака пичӗ, ялан йӑлтӑр ҫутӑпа ҫиҫекен куҫӗ, юман ҫулҫи ҫинчи ҫӑпан пек пӗчӗк сӑмси, кулма хавас ҫӳхе тути, хулпуҫҫи таран хумлӑ-хумлӑ, хӗвел ҫаврӑнӑш ҫеҫки пек сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ ӑна хӑй ҫулӗнчен чылай ҫамрӑклатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир пуҫӑра хулпуҫҫи ҫинчех йӑтса ҫӳрӗр, урайне ан хурӑр, вара никам та таптаймӗ, — шӳтлеме пӑхрӑм эпӗ ҫавсемпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Ун хыҫҫӑн хулпуҫҫи ҫине ача лартнӑ Раман утать.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Халех сире сан ӗҫ ҫук парап, — терӗ те Дубов ҫӗрте выртакан пӑчка хулпуҫҫи ҫине вӑшлаттарса илсе хучӗ, эстакада еннелле ҫаврӑнса лаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Моторлӑ пӑчкӑпа ӗҫ палӑрмаллах ҫӑмӑлланчӗ, хулпуҫҫи ҫине лартать те халӗ ӑна Раман — делянкӑна тухса утать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хулпуҫҫи ҫине кӗреҫе ҫавӑрса хунӑ Миша Фильчин ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутӑр айӗнчен ик еннелле ункӑланса тухнӑ сап-сарӑ ҫӳҫӗ, хулпуҫҫи урлӑ умнелле янӑ икӗ хулӑн ҫивӗчӗ, сывланӑ майӑн ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе илекен тулли кӑкӑрӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗр аллӑ негр пӗрин хыҫҫӑн пӗри пуҫӗ ҫинче, хулпуҫҫи ҫинче пысӑк тюксем ҫӗклесе пыраҫҫӗ.

Сто пятьдесят негров шли гуськом один за другим и несли на головах или плечах большие тюки.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ак ӗнтӗ вӑл пилӗк таран, хулпуҫҫи таран, пуҫран та ҫӳллӗ.

Вот она уже по пояс, по плечи, выше головы.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Палюков ҫӳхе пиншакне хыврӗ те хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Коридорта чӳрече сакки ҫинче выртакан сумкине хулпуҫҫи урлӑ ҫакса ярса килне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫав вӑхӑтрах шофер ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пӑхса йӑл-йӑл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вара нумай шухӑшласа тӑмарӗ, пушмакӗсене хывса хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, йӗм пӗҫҫисене тавӑрчӗ те хӳме ҫинелле чакаланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Мӗн турӑн? — тесе ыйтма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ вӑл, ҫав вӑхӑтра Энтрей хашкаса чупса пынӑ та, качака пек ҫӳлелле сиксе, Унтрее пӗррех хулпуҫҫи урлӑ картлӑ кӗвентепе ярӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫийӗнче — салтак тумӗ: погонлӑ гимнастерка, галифе, атӑ, хулпуҫҫи урлӑ шинель уртнӑ, ҫурӑм хыҫӗнче кутамкка.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви хӑрах алӑпа хӑйӗн мӑйне ярса тытрӗ, тепӗр алӑпа хулпуҫҫи ҫинчи ҫурлине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви пуҫ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхрӗ те кӗпине туртса юсарӗ, пӗрене хушӑкне тирӗнтернӗ вӗтӗ шӑллӑ ҫурлине илсе хулпуҫҫи ҫине хучӗ, тепӗр самантран вӑл вӗрлӗк хапхана хуллен уҫса урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ытлашши ан пӑлхан-ха эс, Данил Макарович, — ахӑртнех, пуҫне Каканаров хулпуҫҫи ҫине хунӑран пулас, аран илтӗнет Агния Васильевна сасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех